Казакова-Алексеева Анна Григорьевна

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Анна Казакова-Алексеева
Тулли ячӗ Казакова-Алексеева Анна Григорьевна
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1903
Ҫуралнӑ вырӑн Кăнна Кушки ялĕ, Теччĕ уесĕ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ (халĕ Тутарстанăн Теччĕ районĕ)
Вилнӗ вӑхӑт 1968
Вилнӗ вырӑн Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Патшалӑх Раççей империйĕFlag of Russia.svg Раççей империйĕ
Flag of the Soviet Union.svg СССР
Профессисем юрăç
Инструментсем вокал
Наградӑсем Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ

Казакова-Алексеева Анна Григорьевначăваш юрăçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ. 1903 çулта Тутарстанăн Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралса ӳснĕ. 1968 çут тĕнчерен уйрăлнă.

Вăл профессионаллă чăваш мусăк культурине пуçарса яраканĕсенчен пĕри шутланать. Вăтăр çул ытла Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн тĕп солистки пулнă. Уншăн уйрăмах 40-50-мĕш çулсем ăнăçлă иртнĕ. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн йышĕнче юрăç Калинин тата Брянск фрончĕсенче юрланă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те Анна Григорьевна нумай вăхăт ансамблĕн тĕп солистки пулнă.

Унăн ашшĕпе амăшĕ И.Я. Яковлев сĕнĕвĕпе килнĕ. Ашшĕ Григорий Алексеевич нумай çул чиркӳре сăваплăхçă пулса тăрăшнă. Ун хыççăн ĕçлекен пулман. Çав чиркĕве хăй вăхăтĕнче Иван Яковлев уçнă, каярахпа ăна хупаççĕ, çĕмĕреççĕ. Григорий Алексеевич çинчен асăнни 1905 çулта пичетленнĕ С.В.Чичеринăн «Приволжские инородцы» кĕнекинче пур, ун çинчен урăх тĕрĕсрех хыпарсем пирĕн çук.

Алексеевсен çав вăхăтри аван хуçалăх пулнă – çурт, пахча, утар. Кулаксене хирĕç кĕрешме пуçлаччинех вăл хăйĕн ирĕкĕпех пĕтĕм пурлăхне шкула парса хăварса ывăлĕ патне Мускава каять. Каяс умĕн пĕтĕм ял çыннисенчен каçару ыйтать.[1]

Анна Григорьевна хăйĕн анкетинче унăн ашшĕпе амăшĕ Кăнна Кушкинчи училищĕре вĕрентекенсем пулса ĕçленĕ тесе палăртнă, ку вăл пĕр енчен тĕрĕс, анчах веçех мар. Вара вĕсем пирĕн патран пачах та ют тĕле, хăйсене никам та палламан çĕре тухса каяççĕ. Алексеевсем Совет влаçĕнчен пытаннă, мĕншĕн тесен ашшĕ чиркӳпе çыхăннă пулнă. Анна Григорьевна çавăнтанпа урăх тăван ялне килмен, ашшĕ-амăшне паллакан çынсемпе тĕл пуласси килмен пулмалла. Вăл вăхăтра уншăн асăрханни пачах та чăрмантарман.

Хăй вăхăтĕнче хаçатсем çырнă тăрăх, сайра тĕл пулакан хитре сасси пур регионта та янăранă, таса çăлкуç пек, юхса пынă.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ «ХИТРЕ САСĂЛЛĂ ЕНТЕШ» 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.А. Пыркин Кăнна Кушки ял музейĕн директорĕ çырнă Сувар хаçатри статья.