Килти качака

Качака – курăк ҫиекан кавлекен йӗкӗр чӗрнеллĕ выльӑх, вӑл мӑйракаллӑ, малти ҫӳлти шӑлӗ ҫук, унтан аш, тир, сӗт туса илеҫҫӗ. Сурăхсене çывăх тăрать. Кĕлеткипе вăл пысăках мар, пуçĕ кĕске, мăйракисем вăрăм, кашни качака тĕсĕн тĕрлĕ пулать. Аçисен мăйракисем амисеннинчен пысăкрах. Хӳри кĕске, виçкĕтеслĕх евĕрлĕ, ялан тенĕ пекех çĕкленсе тăрать. Хăлхисем вăрăмрах тăсăк, вĕçне шĕвĕрĕлсе пырать. Янах айĕнче сухал пур.

Качакасем ту çинче пурнакан чĕрчунсем шутланаççĕ. Çăвна пулах тӳрем вырăнта пурăннă чухне те ăçта та пулин хăпарса кайма тăрăшаççĕ. Апат енчен нимĕн те тиркемеççĕ, йывăç хуппине те кăшлама пултараççĕ.

Качакасем хĕл енне ермешеççĕ. Качака такисем ку чухне пĕр-пĕринпе час-часах тытăçаççĕ. Ами хырăмпа 5-6 уйăх çӳрет, çу енне 4 путек тăран пăрамлать. Качакасем 2 çултан ӗрчеме пуҫлаҫҫӗ.

Геральдикӑра

Качака сăнне темиçе хула гербĕ çинче курма пулать.


Каçăсем

.