Кисан облаçĕн Шацк районĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Ша́цк райо́нĕ — Кисан облаçĕн (Раççей) кăнтăр-тухăçĕнчи районĕ. Административлă тĕпĕШацк хули.

Тавралăхĕ

Çĕр-шыв лаптăкĕ —2400 çм2. Район çурçĕр енче Сасовпа Чучка районĕсемпе, анăçĕнче — Шиловпа Сарай районĕсемпе, кăнтăрĕнче — Тамбовпа Пенза облаçĕсемпе, тухăçĕнче — Мордва Республикипе чикĕленет.

Тĕп шывĕсем — Цна, Шача, Вокша, Кермиç, Аза.

2 шывуправĕ - Борква Цна çинче тата Затон Выша çинче. Чи калăп кӳлли - Ореховое.

Район территорине вăрман чылай хуплать. 2 вăрман хуçалăхĕ ĕçлет. Çĕр айĕнчи управсем: торф, тăм, çурт-йĕр чулĕ, хăйăрĕ.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

Районта 29,2 пин çын, çав шутра хула никĕсĕпе 7 пине яхăн çын пурăнать. Пурĕпе 131 пурăну вырăнĕ.

Кун-çулĕ

Шацк енĕ Кисан çĕрĕн кăнтăр-тухăç пайĕнче вырнаçнă пулнă. Çавăнпа та Мăн заскă йĕрĕнчи Шацк заскă йĕрне туса хунă.

Тамбов кĕперни шутĕнче. Кисан кĕпернине кĕрет. 1925 çулта уеса салатаççĕ те Сасов уесĕ çумне хушаççĕ.

1929 çулта Шацк районе йĕркелеççĕ. Хальхи муниципаллă йĕркеленӳлĕхĕн территорине Кисан облĕçтăвкомĕн 1977 çулхи пушăн 29-мĕшĕнчи 65-мĕш №-лĕ йышăнăвĕпе палăртнă.

Транспорт

Район витĕр федераллă тата облаç шайлĕ Касимов автомагистральсем хывнă.


Кисан облаçĕн районĕсем
Захарово районĕ | Катăм районĕ | Клепиков районĕ | Кораблино районĕ | Милославски районĕ | Пителин районĕ | Пронски районĕ | Путятински районĕ | Рыбновски районĕ | Ряжск районĕ | Сапожковски районĕ | Сасово районĕ | Скопин районĕ | Старожилов районĕ | Ухоловски районĕ | Чучково районĕ | Шацк районĕ| Шилов районĕ |


Wiki letter w.svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.