Клементьев Пётр Андреевич

Клементьев Пётр Андреевич (1955 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ, Саплăк, Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики — 2021 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ, Шупашкар) — чӑваш пукане театрӗн актёрӗ. Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1987), Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ (2005)[1].

Пурнӑҫӗ

1955 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Тутар АССР шутӗнчи Ҫӗпрел районне кӗрекен Саплӑк ялӗнче ҫуралнӑ.

1971 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. 1973 ҫултанпа хӑйен пурнӑҫӗн юлашки кунӗчченех, 48 ҫул хушши, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче ӗҫленӗ. Вӑл тростьлӗ, алсаллӑ пуканесемпе тата марионеткӑсемпе выляма ӑста пулнӑ.

2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӗре кӗнӗ[2].

Пултарулӑхӗ

Пётр Клементьев театр сценйи ҫинче 100 ытла лартнӑ спектакльте 130 яхӑн роль вылянӑ[3]. Вӗсен хушшинче чи паллӑ рольсем:

  • Иван-Царевич («Ытарайми пике», Е. В. Сперанский);
  • Зураб («Йӗкӗрешсем», С. И. Чахкиев);
  • Фрекен Бок («Пӗчӗккипе унӑн тусӗ Карлсон», С. Л. Прокофьева, А. Линдгрен повеҫӗпе);
  • Попандопуло («Малиновкӑри туй», Л. А. Юхвид);
  • Петя тата Анастасия Клементьевна («Ҫӗмӗрт ҫеҫки ҫурӑлсан», И. С. Максимов-Кошкинский);
  • Джонни тата Ваня («Ҫӑлтӑрлӑ ӗмӗт», Р. В. Сарпи) тата ыттисем те.

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1987);
  • «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри театр ӳнерӗн конкурсӗн лауреачӗ (2004);
  • Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ (2005);
  • «Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул» астӑвӑм медалӗ (2021);
  • «Театр ӳнерне парӑннӑшӑн» диплом.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Клементьев, Петр Андреевич (актер; 27.01.1955–26.07.2021). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ.
  2. ^ Пукане театрӗн артисчӗ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. chuvash.org. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ.
  3. ^ 70 лет со дня Рождения народного артиста Чувашской Республики Петра Клементьева. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (27 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Кириллов, Г. В. Клементьев Петр Андреевич / Г. В. Кириллов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 262.
  • Клементьев, П. А. «Чарли Чаплинран выляма вӗрентӗм» / П. А. Клементьев ; Л. Давыдова калаҫнӑ ; С. Журавлев сӑн ӳкерчӗкӗ // Тантӑш. — 2005. — 24 пуш (№ 12). — С. 4.
  • Деточкин, Ю. Дед, Свинья и Кошка, ждать уже немножко / Ю. Деточкин // Молодёж. курьер. — 2008. — 27 марта (№ 6). — Прил.: с. 1. — (Сцена Чувашии).