Клэр Холт

Клэр Рианно́н Холт (акăл. Claire Rhiannon Holt; ҫур. 1988 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ, Брисбен[d]) — Австрали актриси, «H2O: Просто добавь воды», «Дневники вампира», «Древние» тата «Наследие» телесериалсем тӑрӑх паллӑ.

Пурнӑҫӗ

Малтанхи ҫулӗсем

Клэр Рианнон Холт 1988 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗнче Брисбенра (Квинсленд штачӗ, Австрали) Джеффрипе Энн Холт ҫемьинче ҫуралнӑ[1][2][3]. Ҫемьере ҫавӑн пекех Рэйчел аппӑшӗ, Дэвид шӑллӗ тата Мэдлин йӑмӑкӗ ӳснӗ[2][3].

1995 ҫулта Клэр Брисбен ҫумӗнче вырнаҫнӑ Тувонгри католиксен хӗрачасен Стюартхолм (Stuartholme School) пансионне вӗренме кӗнӗ, унта 2005 ҫулччен пӗлӳ илнӗ[1][4][2][3][5][6]. Шкулта вӑл чиркӳ хорӗпе театр кружокне ҫӳренӗ, фортепиано тата гитара калама вӗреннӗ[1][2]. Холт спортпа туслӑ пулнӑ: ишессипе, волейболпа, шыв полипе тата тхэквондопа(выр.)чăв. (хура пиҫиххи те пур) аппаланнӑ[1][4][2][3][7][8].

Актёр карьерин пуҫламӑшӗ

Хӗр чухне Холт медицина институтне кӗме планланӑ, анчах укҫаллӑ пулас тесе реклама роликӗсенче ӳкерӗнме тытӑннӑ[2]. Унта ӑна «H2O: Просто добавь воды» сериал валли актёрсене шыракан агентсем асӑрханӑ[2]. Кастингра вӑл актёр пултарулӑхне тата спортпа туслӑ пулнине кӑтартнӑ, ҫапла май ӑна Эмма Гилберт хӗр-русалкӑн тӗп рольне ҫирӗплетнӗ[1][4][2].

Ӳкерӗнме хатӗрленесси кашни кун ирхи 5 сехетри тренировкӑсенчен пуҫланнӑ: актрисӑсен 15 кг яхӑн таякан ятарлӑ хӳреллӗ техникӑпа ишме хӑнӑхмалла, дельфинсемпе тата акулӑсен ҫурисемпе хутшӑнма вӗренмелле, коралл рифӗсем хушшинчи шыв айӗнче ҫӳреме хӑнӑхмалла пулнӑ[2]. Холт сериалӑн икӗ сезонӗнче (2006–2008) ӳкерӗннӗ, ун хыҫҫӑн «Посланники 2: Чучело» фильма хутшӑнмашкӑн контракт алӑ пуснӑран проектран кайнӑ[1][4][2].

Карьери

«H2O: Просто добавь воды» хыҫҫӑн Холт Австралири Dreamworld кану паркӗн, Queensland Lifesaving аквапаркӑн тата Sizzler апатланмалли хупахсен йышӗн рекламинче ӳкерӗннӗ[2]. 2009 ҫулта экрансем ҫине «Посланники 2: Чучело» тискерлӗхсен фильмӗ тухнӑ, унта вӑл Линдси Роллинз рольне вылянӑ[2].

undefined

2010 ҫулта актриса «Милые обманщицы» сериалта (ABC Family телеканал) Самара Кук сӑнарне калӑплама тивӗҫнӗ. 2011 ҫулта Холт «Дрянные девчонки 2»(выр.)чăв. ҫамрӑксен камитре ӳкерӗннӗ, кунта вӑл Честити Мейер рольне вылянӑ.

2011 ҫултах Холта Ребекка Майклсон сӑнарне выляма ҫирӗплетнӗ, ҫапла май унӑн «Вампир кун кӗнеки» рейтинглӑ сериалта авалхи йӑхран тухнӑ вампира вылямалла пулса тухнӑ. Актриса виҫҫӗмӗш сезонран хутшӑнма пуҫланӑ та унта 2014 ҫулччен юлнӑ. 2013 ҫулта «Вампир кун кӗнекин» спин-оффне — «Древние» сериала ӳкерме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ сериалта чи малтанхи ӑрури Майклсонсен вампирсен ҫемйи ҫинчен каласа панӑ. Холт сериалта Ребекка Майклсон рольне 2018 ҫулччен вылянӑ[1].

2014 ҫулта Холта «чи лайӑх актриса» категорире Teen Choice Awards премине илме номинациленӗ. 2015–2016 ҫулсенче «Водолей» детективлӑ сериалта ӳкерӗннӗ, унта вӑл Чармейн Талли полицейские вылянӑ.

2017 ҫулта Холт «Тӗпсӗр сенкер авӑр» триллерта (Мэнди Мур актриса тата юрӑҫпа пӗрле) тӗп роле вылянӑ; фильм премьери 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пулса иртнӗ.

2021–2022 ҫулсенче Холт «Наследие» телесериалта («Древние» сериалӑн спин-оффӗ) каллех Ребекка Майклсон рольне вылянӑ[9].

Пултарулӑхри тӑхтав

2025 ҫулхи раштавра Холт E! News-а панӑ интервьюра 2022 ҫулта («Наследие») юлашки хут экран ҫине тухнӑ хыҫҫӑн актёр карьеринче вӑхӑтлӑха тӑхтав илни пирки каласа панӑ[10][11]. Актриса ӑнлантарнӑ тӑрӑх, eyy хӑйӗн ачисемпе юнашар пулас килнӗ, карьерӑшӑн менталлӑ сывлӑха тата телее ылмаштарма хатӗр мар пулнӑ[10][11]. Холт каланӑ тӑрӑх, нумай вӑхӑт хушши индустрире питӗ вырӑнлӑ шутланакан сӑнара калӑплама хӑтланнӑ, анчах ачасем ҫурални унӑн приоритечӗсене улӑштарнӑ[10].

Фильмографи

Ҫул Чӑвашла ячӗ Оригиналлӑ ячӗ Роль
2006—2008 с H2O: Просто добавь воды H2O: Just add water Эмма Гилберт
2009 ф Посланники 2: Чучело Messengers 2: The Scarecrow Линдси Роллинз
2011 ф Дрянные девчонки 2 Mean Girls 2 Честити Мейер
2011 с Милые обманщицы Pretty Little Liars Самара Кук
2011—2014 с Дневники вампира The Vampire Diaries Ребекка Майклсон
2012 ф Грустный, как джаз Blue Like Jazz Пенни
2013—2018 с Древние The Originals Ребекка Майклсон
2014—2016 с Водолей Aquarius Чармейн Талли
2017 ф Тӗпсӗр синкер авӑр 47 Meters Down Кейт
2018 ф Жестокое разделение A Violent Separation Эбби
2019 ф Вечеринка в честь развода The Divorce Party Сьюзен
2021 ф Неназванный фильм ужасов Untitled Horror Movie Келли
2022 с Наследие Legacies Ребекка Майклсон
2023—2024 с Основано на реальных событиях Based on a True Story

Клипсем

Год Юрӑҫ Юрӑ
2014 The Madden Brothers «We Are Done»

Наградӑсемпе номинацисем

Год Награда Номинаци Ӗҫ Пӗтӗмлетӳ
2014 Teen Choice Awards Choice TV Actress: Sci‑Fi/Fantasy «Древние» Номинаци[12]

Харпӑр пурнӑҫӗ

2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 2017 ҫулччен Мэттью Дж. Каплан телепродюсерпа ҫемьеллӗ пурӑннӑ[2].

2018 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнчен Холт Эндрю Джоблон куҫман пурлӑха сутакан агентствӑн управляющийӗпе мӑшӑрлӑ пурӑнать[1][2]. Мӑшӑрӑн виҫӗ ача: ывӑлӗ Джеймс (2019.03.28 ҫур.), хӗрӗ Эль Мэдлин (2020.09.12 ҫур.) тата ывӑлӗ Форд Джоблон (2023.11.9 ҫур.)[13][1].

Холт марафон чупӑвӗсене хастар хутшӑнать: 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӑл Нью-Йорк марафонӗнне чупса тухнӑ, хӑйӗн рекордне лартнӑ 3:39:03 (2024 ҫулхи кӑтартӑва лайӑхлатнӑ, ун чухне 3:42:43 пулнӑ)[14][15]. 2026 ҫулта актриса триатлона хутшӑнма хатӗрленет[16].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Claire Holt. IMDb. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14 Клер Холт — биография, фото, личная жизнь, новости, фильмы. 24СМИ (25 акан 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4 Claire Holt: Age, Net Worth, Relationships, Family, Career Highlights, & More. Mabumbe (13 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4 Claire Holt — Biography. IMDb. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
  5. ^ STUARTHOLME SCHOOL Toowong QLD. Private Schools Guide (22 раштавӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
  6. ^ Stuartholme School About Us. Good Schools Guide (20 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
  7. ^ Claire Holt — Trivia. IMDb. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
  8. ^ Just Add Water: Claire Holt. Australian Television: H2O. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
  9. ^ You Won't Believe Which Vampire Diaries Alum Is Heading to Legacies. E! Online (8 чӳкӗн 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
  10. ^ 1, 2, 3 'TVD' star Claire Holt shares reason behind acting hiatus. The News International (12 раштавӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
  11. ^ 1, 2 Claire Holt reveals reason for acting break. Yahoo! News UK (13 раштавӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
  12. ^ First wave of "Teen choice 2014" Nominees announced. Teen Choice Awards (18 ҫӗртмен 2014). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
  13. ^ Claire Holt Welcomes Baby No. 3 with Husband Andrew Joblon. People.com (9 чӳкӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
  14. ^ Claire Holt — News. IMDb (1 чӳкӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
  15. ^ Here Are the Celebrities Running the 2025 New York City Marathon. Runner's World (29 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
  16. ^ We are excited to partner with @claireholt in her training journey... Instagram. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем