Клюева Татьяна Николаевна

Клюева (Гагина) Татьяна Николаевна (ҫур. 1951 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ, Мускав) — совет актриси, «Варвара-краса, длинная коса» фильм-юмахри Варвара-краса ролӗпе чапа тухнӑскер.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Мускавра 1951 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шкулта вӗреннӗ чухне Александр Миттан «Звонят, откройте дверь» фильмӗнчи эпизодра вылянӑ.

Сак фильма ӳкернӗ чухне ӑна Киев режиссёрӗ Евгений Шерстобитов асӑрханӑ. Вӑл аса илетчӗ: «Эпӗ 10 ҫултаччӗ, кадрта та темле сӑмах калаттӑм. Митта патӗнче ӳкерӳсем вӗҫленсе пынӑ чухне студие ялан ыйтусемпе ҫыпҫӑнакан ӗҫлӗ ҫын килетчӗ: «Хӗрача, эсӗ ишме пӗлетӗн-и? Велосипедпа ярӑнма пӗлетӗн-и? Кинора ӳкерӗнес килет-и санӑн?» Шерстобитов ӑна Судакра ӳкернӗ хӑйӗн «Акваланги на дне» фильмӗнче тӗп сӑнар калӑплама шаннӑ.

Татьяна 10-мӗш классра вӗреннӗ чухне Александр Роу ӑна хӑйӗн «Огонь, вода и медные трубы» юмахне ӳкерӗнме пробӑна чӗннӗ. Анчах та вӑл хӑй ҫулӗнчен кӗҫӗнрех курӑннӑ, ҫавна пула Наталия Седых артисткӑна ҫирӗплетнӗ. Роу Татьянӑна хӑйӗн тепӗр картининче ӳкерме шантарнӑ, 1968 ҫулта ӑна пӗтӗм Совет Союзӗпе паллӑ туса хунӑ «Варвара-краса, длинная коса» фильм-юмаха йыхравланӑ.

1974 ҫулта ГИТИС-ра вӗренсе тухнӑ. Анчах та киноактриса карьерине пӑрахӑҫланӑ, инҫе ҫула ҫӳрекен моряка качча тухнӑ, хушаматне улӑштарнӑ та Севастополе пурӑнма тухса кайнӑ. Таксопарк клубӗнче, паллашусен бюровӗнче ӗҫленӗ, пасарта суту-илӳ тунӑ.

Раҫҫей кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн(выр.)чăв. Севастополь представительствин председателӗ пулнӑ.

2015 ҫулта Севастопольте тата Крымра истори тата культура еткерлӗхне упраса хӑварассипе тимлекен Император фондне ертсе пынӑ[1].

Ҫемье

Пӗрремӗш упӑшки (студент чухнехи мӑшӑрлану) — Тимофей Спивак актёр.

Иккӗмӗш упӑшки — Дмитрий Гагин, инҫе ҫула ҫӳрекен ҫар морякӗ.

Ывӑлӗ Ян Дмитриевич Гагин (1976 ҫур.) — актрисӑн иккӗмӗш упӑшки усрава илнӗскер, юридици пӗлӗвне илнӗ, хӑрушсӑрлӑх сферинче ӗҫленӗ, 2014 ҫулхи «Вырӑс ҫуркуннине» хутшӑннӑ. ДХР правительствин председателӗн канашҫи.

Пӑтӑрмах

2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче мӑшӑрӗ вилнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫемьере куҫман пурлӑх — Севастополь варринчи 100 тӑваткал метра яхӑн хваттер тата хула тулашӗнчи ҫурт (2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗ тӗлне пурлӑха 70 млн тенкӗпе хакланӑ) — пайлассипе харкашу пуҫланнӑ. Клюева упӑшки вилнӗ хыҫҫӑн еткерлӗхе ывӑлӗ ҫине ҫыртарнӑ, анчах хӑй унта пурӑнма пӑрахман. Унтан ывӑлӗ ӑна килтен хӑваласа кӑларать текен информаци тухнӑ[2]. Кун пирки чи малтан социаллӑ сетьсенче Клюевапа пӗр курсра вӗреннӗ Стас Садальский пӗлтернӗ[3].

2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Севастополь хула сучӗ Клюевӑпа унӑн ывӑлӗн пурлӑх тавлашӑвӗ тӗлӗшпе Гагарин район сучӗн йышӑнӑвне пӗтӗмпех пӑрахӑҫланӑ[4], анчах суд ӗҫӗсене ҫакӑнпа вӗҫленмен-ха.

Ывӑлӗ

П. С. Нахимов ячӗллӗ Хура тинӗс ВМУ ҫумӗнчи тинӗс ҫар лицейӗнче вӗреннӗ, Хура тинӗс флотӗнче ТЛ-26 катер-торпедолов капитанӗ пулса хӗсметре тӑнӑ. СССР арканнине пула хӗсмете хӑварнӑ. Юриста вӗренсе тухнӑ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ. Мариуполе штурмланӑ чухне хӗҫпӑшал ванчӑкӗ лексе аманнӑ. Ятран хӗҫпӑшалпа, ДХР МЧСӗн «Пурнӑҫа ҫӑлнӑшӑн» медалӗпе, «Новороссири ҫар тивӗҫӗсемшӗн» медальпе чысланӑ. Авланнӑ, хӗр пур.

Амӑшӗпе пулса иртнӗ харкашура виҫҫӗмӗш ҫынсене айӑплать, амӑшӗ вӗсен витӗмне лекнӗ-мӗн[5].

Фильмографи

  • 1965 — Звонят, откройте дверьшкулта вӗренекен хӗрача
  • 1965 — Акваланги на дне — Оксана
  • 1967 — Шестое лето
  • 1969 — Варвара-краса, длинная косаВарвара-краса
  • 1973 — Самый сильный — Гюльчек
  • 1976 — Встретимся у фонтана — Рая, шеф-повар
  • 1981 — Пора красных яблок — Хадижа
  • 1981 — Яблоко на ладони — Люся, сутуҫӑ
  • 1988 — За кем замужем певица? — Вероника Шустрова
  • 1994 — Царевна — аппа
  • 1995 — Остров любви (8-мӗш фильм «Заложники») — Варвара Карповна Сухобриева, амӑшӗ

Ӑнлантарусем

  1. ^ Дремова, Наталья. «Меня не кусала звезда». Как живёт актриса, сыгравшая Варвару-красу. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
  2. ^ Актриса Татьяна Клюева судится с сыном за квартиру // Новости НТВ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
  3. ^ Станислав Садальский рассказал, что сын актрисы Татьяны Клюевой выгнал её из квартиры — АМУР.Инфо(паллӑ мар). amur.info. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
  4. ^ Екатерина Короткова. Звезда фильма «Варвара-краса» отсудила дом у сына в Севастополе (выр.). Газета.ру (6 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
  5. ^ Анна Велигжанина. Сын Варвары-красы актрисы Татьяны Клюевой: Мама меня на порог не пускает, она находится под влиянием своего окружения (2022-11-03). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.

Каҫӑсем