Князев Иван Михайлович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Князев Иван Михайлович (хирург, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1977).

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене тивĕçнĕ.

Кун-çулĕ

1919 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи Урпашра çуралнă.

Хусанти медицина институтĕнче 4 курсра вĕреннĕ вăхăтра, 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче ăна çара илсе кайнă. Утă уйăхĕнче Сарăту медицина институчĕн çар факультетĕнче çар тухтăрĕсен курсĕнче пĕлӳ пулнă.

Вăрçă хирне лексен 3-мĕш рангри çар тухтăрĕ, полкăн аслă тухтăрĕ, 229-мĕш стрелоксен дивизийĕн 183-мĕш полкăн тĕп тухтăрĕ пулнă. Темиçе хутчен те аманнă.

Вăрçăран таврăннă хыççăн Йĕпреç, Советски тата Елчĕк район пульницисенче хирург пулса ĕçленĕ.

1996 çулхи акан 18-мĕшĕнче Елчĕкре вилнĕ.

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем