Ковальчук
Ковальчу́к — анлă саралнă украин тата беларус хушамачĕ. Коваль (танл. укр. коваль тата бел. каваль — тимĕрçĕ) витлевсенчен -чук аффикса хушсан пулнă.
2000-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Украинăра кăна çак хушаматлă 100 пинрен ытла çын пурăннă.[1]
Паллă çынсем
- Ковальчук Анастасия Александровна (1991 çур.) — украин профессиллĕ бильярдист, спорт ăсти.
- Ковальчук Андрей Николаевич (1959 çур.) — раççей скульпторĕ, Раççей Федерацин халăх сăнарçи, Раççей сăнарçисен пĕрлешĕвĕн правленин председателĕ.
- Ковальчук Анна Леонидовна (1977 çур.) — раççей артисчĕ.
- Ковальчук, Борис:
- Ковальчук Борис Михайлович (1940 çур) — РĂА академикĕ.
- Ковальчук Борис Юрьевич (1977 çур.) — менеджер. Юрий Ковальчукăн ывăлĕ. Михаил Ковальчук унăн куккăшĕ пулать.
- Ковальчук Виктория Владимировна (1954 çур.) — украин сăнарçă-иллюстратор, çыравçă, публицист.
- Владимир Ковальчук — украин спортсмен-волейболисчĕ.
- Ковальчук Диана Сергеевна (род. 1982) — украин топ-моделĕ.
- Ковальчук, Дуся (Евдокия Борисовна) (1881—1919) — Новониколаевск хулинче большевиксен вăртăн ĕçтĕшĕ.
- Ковальчук, Елена Александровна (1978 çур.) — раççей артисчĕ.
- Ковальчук Елена Борисовна (1910—1944) — мед.хĕсмечĕн гварди старшини, 5 орденпа чысланă; çапăçура пуçне хунă.
- Ковальчук Илья Валерьевич (1983 çур.) — раççей хоккеисчĕ.
- Ковальчук Кирилл Сергеевич (1986 çур.) — украин тата молдаван футболисчĕ.
- Ковальчук Люба (Luba, 1958 çур.) — канад юрăçи, украина тымарĕллĕ.
- Ковальчук, Николай Кузьмич (1902 −1972) — совет ятарлă хĕсмечĕн ĕçтĕшĕ, генерал-лейтенант.
- Ковальчук, Михаил Андреевич (1951 çур.) — раççей публицисчĕ, тăлмач тата фантастика тишкерӳçи, Вл. Гаков суя ятпа çырать.
- Ковальчук, Михаил Валентинович (1946 çур.) — РĂА корреспондент-пайташĕ. Юрий Ковальчукăн тăванĕ, Борис Ковальчукăн куккăшĕ.
- Ковальчук Оксана Алексеевна (1979 çур.) — беларус тата раççей волейболисчĕ.
- Ковальчук Пётр Ярославович (1984 çур.) — украин футболисчĕ.
- Ковальчук Сергей Сергеевич (1982 çур.) — молдаван тата раççей футболисчĕ.
- Ковальчук Юлия Олеговна (1982 çур.) — раççей юрăçи, «Блестящие» поп-ушкăнĕнче ĕçленĕ.
- Ковальчук, Юрий Валентинович (1951 çур.) — раççей усламçи, «Россия» банкĕн директорсен канашĕн председателĕ. Борис Ковальчукăн ашшĕ, Михаил Ковальчукăн тăванĕ.
Çавăн пекех пăхăр
- Кавальчук
- Коваль (хушамат)
- Ковальчик
Асăрхавсем
- ^ В базе данных «Вся Украина» (http://www.nomer.org/allukraina/) — 100598 записей лиц с данной фамилией (некоторые записи могут ошибочно относиться к одному и тому же лицу).
каçăна тĕрĕслĕр, ҫын пирки ҫырнӑ статьяна тупăр. РУВИКИ-не кӗртнӗ статьясен списокне пӑхса илме пултаратӑр. |