Коломенский Андрей Александрович
Андрей Александрович Коломенский – (12.07.1920 - 18.08.1990) - профессор, физика-математика ăслăхĕсен докторĕ, теори физики тата хăвăртлатакан техника сферинче ĕçленĕ чаплă совет физикĕ. Краснодар хулинче çуралнă.
1942-мĕш çулта Горький университетне пĕтерсен хăйĕн ирĕкĕпе вăрçа кайнă. Воронеж, 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш Украина ффрончĕсенче пехотăра хĕсметре тăнă. Фронтра 3 хут аманнă. Çар тивĕçне лайăх тытнăшăн 3 орденпа 8 медаль илнĕ. 1944-мĕш çулта КПСС пайташне йышăннă.
1946-мĕш çулта демобилизациленĕ.
Тĕп ĕçĕсем хăвăртлатакан техника, плазма физики, электродинамика, пайăркасен çыххисене тата кĕске хумлă шевлесене генерацилени тата физики, çĕнĕ меслетсемпе пайăркасене, ионсене хăвăртлатасси.
Ĕçĕсем
Коломенский профессор 248 ĕç ытла пичетленĕ, вĕсем хушшинче 200 ытла ăслăх ĕçĕ, 4 монографи.
Тĕп публикацисем:
- А. А. Коломенский. Об излучении электрона в плазме с магнитным полем, ДАНСССР, 1956, т. 106, с. 982
- А. А. Коломенский, А.Н. Лебедев. Теория циклических ускорителей, М.: Физматгиз, 1962, 352 с.
- А. А. Коломенский. Физические основы методов ускорения заряженных частиц, М.: Московский университет, 1980, 302 с.
- А. А. Коломенский. Вынужденное ондуляторное излучение релятивистских электронов и физические процессы в электронном лазере, Квантовая электроника, 1978, т. 5, с. 1543
- А. А. Коломенский. Частично нейтрализованные сильноточные электронные пучки, Физика плазмы, 1988, т. 14, с. 559
Чысĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденĕ
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 2-мĕш степеньлĕ орденĕ
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
- РСФСР наука тата техника тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
- ССРС Патшалăх парни
- ССРС ĂА Президиум парни