Кондратюк Юрий Васильевич
Юрий Васильевич Кондратюк (чӑн ячӗ — Александр Игнатьевич Шаргей; 1897 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ [21-мӗшӗ], Полтава — пулм. 1942 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ, Калуга, Тула облаҫӗ (хӑш-пӗр даннӑйсем тӑрӑх, Орёл облаҫӗнчи Кривцово ялӗ ҫывӑхӗнче, РСФСР, СССР) — совет саманин ӑсчахӗ, космонавтикӑна никӗслекенсенчен пӗри. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Уйӑх ҫине вӗҫмелли чи лайӑх траекторине шутласа кӑларнӑ. Вӑл сӗннӗ траекторие каярах «Кондратюк трасси» тесе ят панӑ[2].
Пурнӑҫӗ
Александр Игнатьевич Шаргей Полтава хулинче (халӗ — Украина) католик тӗнне кӗнӗ еврей Игнатий Бенедиктович Шаргей тата вырӑсланнӑ швед хӗрарӑмӗн Людмила Львовна Шаргей (хӗр чухнехи хушамачӗ Шлипенбах[3], ?—1913) ҫемйинче ҫуралнӑ. Унӑн аслӑ аслашшӗ — Антон Андреевич Шлиппенбах, 1812 ҫулхи Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын, швед ҫарӗн генерал-майорӗн Вольмар Антон Шлиппенбахӑн (1653—1721) тӑхӑмӗ[4][5].
Александрӑн ашшӗпе амӑшӗ нумай пӗрле пурӑнайман[5]. Вӑл пӗр ҫула ҫитсен, ашшӗ Германие вӗренме кайса юлнӑ. Амӑшӗ психика чирӗпе чирлесе ӳкнӗ пирки ӑна пульницӑна хунӑ, ҫавӑнта вӑл пурнӑҫӗн юлашки кунӗчченех пурӑннӑ. Александр Шаргей вара малтан Полтавӑра кукашшӗпе кукамӑшӗ патӗнче ӳснӗ, кайран Питӗрте ашшӗ патӗнче (вӑл унта 1906 ҫулта иккӗмӗш хут авланнӑ) пурӑннӑ. 1910 ҫулта ашшӗ вилсен каллех Полтавӑна таврӑннӑ.
1910–1916 ҫулсенче Иккӗмӗш Полтава арҫынсен гимназийӗнче вӗреннӗ.
1916 ҫулта Петроградри политехника институтне кӗнӗ, анчах чӳк уйӑхӗнчех ҫара илнӗ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине прапорщик пулса хутшӑннӑ. Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн Шурӑ ҫара мобилизациленӗ, анчах вӑл унтан тарнӑ. Репрессисенчен хӑраса хӑйӗн тӑван амӑшӗн пулӑшӑвӗпе 1900 ҫулта ҫуралнӑ Луцк ҫыннин, Юрий Васильевич Кондратюкӑн, докуменчӗсене илнӗ, ҫав ятпа ӗмӗр тӑршшӗпех пурӑннӑ[6].
1921–1930 ҫулсем
Кондратюк Кӑнтӑр Украинӑра, Кубаньре тата Ҫурҫӗр Кавказра тӗрлӗ ӗҫре вӑй хунӑ. 1927 ҫулта вӑл Ҫӗпӗре куҫса кайнӑ, Ҫӗнҫӗпӗрте «Хлебопродукт» предприятире ӗҫленӗ. Унта вӑл «Мастодонт» ятлӑ 13 пин тонна тырӑ вырнаҫмалла пысӑк элеватор шутласа кӑларса туса лартнӑ. Вӑл ӑна пӗр пӑтасӑр лартнӑ, ку вара дефицит вӑхӑтӗнче питӗ пысӑк ҫитӗнӳ пулнӑ.
Арест
1930 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗнче Кондратюка унӑн юлташӗсемпе пӗрле «Мастодонта» чертёжсӑр тата пӑтасӑр тунӑшӑн вредитель тесе айӑпласа арестленӗ. Вырӑнти пуҫлӑхсем ку ҫурт ҫавӑн чухлӗ тырра чӑтаймасӑр йӑтӑнса анӗ тесе шутланӑ. Анчах ҫурт чӑнах та 60 ҫул ытла тӑнӑ, 1990-мӗш ҫулсен ҫурринче кӑна ҫунса кайнӑ. 1931 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑна виҫӗ ҫуллӑха лагере хупма йышӑннӑ, анчах ун вырӑнне 14-мӗш ятарлӑ бюрона (шарашкӑна) ӗҫлеме янӑ. Кунта вӑл ту ӗҫӗсенчи оборудованипе ҫыхӑннӑ икӗ изобретени тума ӗлкӗрнӗ.
Ҫил электростанцийӗ
14-мӗш бюрора ӗҫленӗ вӑхӑтрах Кондратюк Крымри хӑватлӑ ҫил электростанцийӗн эскиз проектне туса хатӗрленӗ. Ку проекта конкурса тӑратнӑ, унта вара чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Ҫакӑншӑн ӑна 1933 ҫулта ирӗке кӑларнӑ. 1937 ҫулта Крымри Ай-Петри тӑвӗ ҫинче станци фундаментне тума пуҫланӑ, анчах 1938 ҫулта проекта чарса лартнӑ.
Кондратюка С. П. Королёв пӗрре мар хӑй патне ӗҫлеме чӗннӗ, анчах вӑл килӗшмен (пӗр версипе, хӑйӗн ҫирӗп тӗрӗслев пулассинчен, хутсене улталаса улӑштарнине тата шурӑ ҫарта пулнине пӗлесрен хӑраса).
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Ю. В. Кондратюк хӑй ирӗкӗпе халӑх ополченине кайнӑ. Вӑл 33-мӗш ҫарӑн 21-мӗш Мускав дивизине лекнӗ. Вязьма хупӑрлавӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн 49-мӗш ҫарӗн 60-мӗш стрелоксен дивизийӗнче ҫапӑҫнӑ.
Кӗнекесенче ҫырнӑ тӑрӑх, Кондратюк Юрий Васильевич 33-мӗш ҫарӗн 110-мӗш стрелоксен дивизийӗнче ҫапӑҫса 1942 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче паттӑрлӑхпа пуҫне хунӑ. Ӑна Орёл облаҫӗнчи Болхов районӗнчи Кривцово ялӗ ҫывӑхӗнче пытарнӑ[7].
1970 ҫулта ӑна реабилитациленӗ.
Ӗҫӗсем
«Тем, кто будет читать, чтобы строить»(1919) ӗҫӗнче вӑл Циолковский ӗҫӗсене пӗлмесӗрех ракета куҫӑмӗн тӗп танлӑхне кӑларнӑ, кислород-водород ҫунтармалли тӑватӑ картлӑ ракетӑн схемине ҫырса кӑтартнӑ. Вӑл сӗннӗ шухӑшсем:
- аннӑ чухне атмосферӑн хирӗҫтӑрӑвӗпе усӑ курса ракетӑна чармалла;
- урӑх планетӑсене вӗҫнӗ чухне карапа Ҫӗр спутникӗн орбитӑне кӑлармалла, ҫынсене антарма тата таврӑнма пӗчӗк вӗҫсе хӑпармалли-анмалли караппа усӑ курмалла (НАСА «Аполлон» программинче ҫакӑнпа усӑ курнӑ);
- Хӗвел системинчи космос аппарачӗсене хӑвӑртлатма е чарма тӗл пулакан тӳпери кӗлеткесен гравитаци уйӗпе усӑ курмалла.
«Завоевание межпланетных пространств» (1929) кӗнекинче космос уҫлӑхне алла илессин малтанхи тапхӑрӗсене ҫырса кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Ҫӗр ҫывӑхӗнчи орбитӑри спутниксене япаласемпе тивӗҫтерме ракета-артиллери системисемпе усӑ курма сӗннӗ (халӗ ҫак шухӑша «Прогресс» транспорт-тиев карапӗсенче пурнӑҫланӑ).
Астӑвӑм
- Кондратюк ячӗпе Уйӑх ҫинчи кратера, (3084) астероида ят панӑ.
- Унӑн ячӗпе Мускавра, Ҫӗнӗ Ҫӗпӗрте, Днепр хулинче, Рубцовскра тата ытти хуласенче урамсене ят панӑ.
- Полтавӑра палӑк лартнӑ, ҫавӑн пекех унӑн ятне 1997 ҫулта Полтава техника университетне панӑ.
- 2014 ҫулта Кондратюка Аламогордори (АПШ) Космос мухтавӗн галерейине кӗртнӗ.
- Украинӑра Ю. В. Кондратюк ячӗллӗ медаль, юбилейлӑ укҫа тата почта маркисем кӑларнӑ.
- Орёл облаҫӗнчи Кривцово ялӗ ҫывӑхӗнче (вӑл пуҫне хунӑ вырӑнта) ӑна халалласа палӑк лартнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Енциклопедія історії України (укр.) — Київ: Наукова думка, 2003. — ISBN 966-00-0632-2
- ^ Пономарёва В. Л. , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнчи копийӗ. Кондратюк. Большая российская энциклопедия. "…этот участок полёта назван «трассой Кондратюка…»
- ^ Герасютин, 2017, с. 61: «Она происходила из древнего шведского рода: её прадед военачальник, участник Северной войны и Полтавской битвы, генерал шведской армии, перешедший на русскую военную службу, генерал-поручик В. А. фон Шлиппенбах».
- ^ Малиновский В. К. Бароны Шлиппенбах — офицеры императора Александра I , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнчи копийӗ // Сборник трудов потомков участников Отечественной войны 1812 года, вып. 2, М.: Янус-К, 2008, с. 56-86).
- ^ 1, 2 Малиновский В. К. Некоторые штрихи к биографии А. И. Шаргея (Ю. В. Кондратюка) , Wayback Machine çинчи 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнчи копийӗ.
- ^ Линия жизни Александра Шаргея. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
- ^ ОБД Мемориал. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
Вуламалли
- Ветров Г. С. . — М.: Наука. — ISBN 5-02-000214-3.
- Гаркуша А. Т. . — М.: Московский рабочий. — 152 с. — ISBN 5-239-01335-7.
- Зарко В. Е. …Мы смогли бы такие вензеля выписывать по Вселенной! // Наука из первых рук: Космический урок русского. — 2011. — Т. 37, № 1.
- Придиус П. Е. — Краснодар: Периодика Кубани. — С. 220—237. — 432 с. — 1000 экз. — ISBN 5-331-00013-4.
- Щукина Е. М. Земная проекция звездной судьбы // Наука из первых рук: Космический урок русского. — 2011. — Т. 37, № 1.
- Кондратюк Ю. В. . — М.: Наука.
- = Пионеры ракетной техники. — Washington, D. C., USA: National Aeronautics and Space Administration.
- Герасютин С. А. Юрий Васильевич Кондратюк (к 120-летию со дня рождения) // Земля и Вселенная : журнал. — 2017. — № 5. — . — ISSN 0044-3948.
- Романенко Б. И. . — Калуга: Калужская облорганизация Союза журналистов России. — 184 с. — ISBN 5-89748-001-Х.
Каçăсем
- Кондратюк Юрий Васильевич. История Российской Советской космонавтики (1997). Пӑхнӑ кун: 2007 ҫулхи акан 7-мӗшӗ.
- Анатолий Иващенко. Выше элеватора луна. Дружба народов, 1990, № 1. Пӑхнӑ кун: 2007 ҫулхи акан 7-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2004 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
- Сайт Полтавского национального технического университета им. Ю. Кондратюка
- А. Железняков. Конструкторы. Кондратюк Юрий Васильевич // Энциклопедия «Космонавтика»
- Новосибирский Аэрокосмический Лицей имени Юрия Васильевича Кондратюка
- Д. Садовский.Имя с обратной стороны луны, Наука и жизнь, 2004, № 9.
- В. Рыбников. Необычные судьбы двух тетрадей