Константинова Зинаида Юрьевна

Константинова Зинаида Юрьевна (ҫур. 1961 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ, Ишлей, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — Раҫҫейри патшалӑх ӗҫченӗ, шкул вӗрентекенӗ[1].

Пурнӑҫӗ

Пӗлӳилни тата карьера пуҫламӑшӗ

1978 ҫулта Ишлейри вӑтам шкулта пӗлӳ илнӗ. 1984 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ[1].

Аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Кӑшавӑшри вӑтам шкулта ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗретнӗ. 1985 ҫулта Ишлейри вӑтам шкула куҫнӑ — ачасене вӗрентнӗ, 1990-мӗш ҫултан вара класс тата шкул тулашӗнчи воспитани ӗҫне йӗркелекен пулса ӗҫленӗ.

Администраци тата ертӳлӗх ӗҫӗ

1995 ҫулта Шупашкар район администрацинче ӗҫлеме пуҫланӑ, ӑна ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай заведующине лартнӑ. 2000 ҫулта ӑна Шупашкар районӗнчи Явӑш тӗп шкулӗн директорӗ пулма шанса панӑ. Кунта вӑл ҫулталӑк патнелле ӗҫленӗ, хыҫҫӑн вара ӑна Ишлей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ.

2004 ҫулта вӑл Кӑшавӑшри вӑтам шкул директорӗн вырӑнне йышӑннӑ та кунта тӑватӑ ҫул ӗҫленӗ[2].

Мускаври ӗҫӗ

2008 ҫулта Мускаври Ю. В. Никулин ячӗллӗ тӑлӑх ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ ачасен цирк профильлӗ 15-мӗш шкул-интернатра вӗренӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ пулса ӗҫленӗ[2].

Хисепӗсем

Зинаида Юрьевнӑна ҫакӑн пек хисепсемпе чысланӑ[1]:

  • Чӑваш Республикин ҫамрӑксемпе ӗҫлекен комитетӑн хисеп хучӗ (1997);
  • Чӑваш Республикин салтак амӑшӗсен комитечӗн хисеп хучӗ (2002);
  • Мускав хулин кӑнтӑр-тухӑҫ администраци округӗн вӗренӳ управленийӗн хисеп хучӗ (2012).

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 215. — 505 с.

Вуламалли

  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 215. — 505 с.

Темӑпа ҫыхӑннисем