Корма (Октябрьски районӗ)

Корма (бел. Карма) — Беларуҫри Гомель облаҫӗн Октябрьски районӗнчи Любань ял канашӗн ялӗ.

Географи

Вырнаҫӑвӗ

Октябрьскинчен 27 ҫухрӑм тухӑҫалла, Рабкор чукун ҫул чарӑнӑвӗнчен (ОсиповичиЖлобин линирен килекен Бобруйск — Рабкор турачӗ ҫинче) 31 ҫухрӑмра, Гомельрен 253 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Гидрографи

Кӑнтӑрта, тухӑҫра тата ҫурҫӗрте мелиораци каналӗсем пур.

Транспорт ҫыхӑнӑвӗ

Ял ОктябрьскиОзаричи амтомобиль ҫулӗ ҫине тухакан хытӑ мар ҫулпа ҫыхӑннӑ. Ял планӗ: меридианпа вырнаҫнӑ икӗ кӗске тӳрӗ урам. Анӑҫра — кӑнтӑр-тухӑҫран ҫурҫӗр-анӑҫнелле вырнаҫнӑ кӗске урам. Пурӑнмалли ҫуртсене йывӑҫран тунӑ, усадьба йышшисем.

Истори

Ҫыру ҫӑлкуҫӗсенче XIX ӗмӗртенпе паллӑ. 1857 ҫулта хысна харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. 1930 ҫулта «Новая Корма» (чӑв. Ҫӗнӗ Корма) колхоз йӗркеленӗ, тимӗрҫӗ лаҫҫи ӗҫленӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче партизансем нимӗҫсен оккупанчӗсем туса хунӑ тӗрев пунктне аркатнӑ. 1942 ҫулхи ака уйӑхӗнче асаплантаракансем яла пӗтӗмпех ҫунтарса янӑ, 57 ҫынна вӗлернӗ. Ялти 22 ҫын фронтра вилнӗ. 1959 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе килӗшӳллӗн ял «1 Мая» (центрӗ — Гороховищи ялӗ) колхоз йышӗнче пулнӑ.

Халӑх йышӗ

Ҫын шучӗ

  • 2004 ҫул — 17 хуҫалӑх, 29 ҫын.

Йыш улшӑнни

  • 1857 ҫул — 14 кил, 62 ҫын.
  • 1908 ҫул — 28 кил, 242 ҫын.
  • 1940 ҫул — 49 кил, 203 ҫын.
  • 1959 ҫул — 181 ҫын (халӑх ҫыравӗпе).
  • 2004 ҫул — 17 хуҫалӑх, 29 ҫын.

Вуламалли

  • Гарады і вёскі Беларусі: Энцыклапедыя. Т.1, кн.1. Гомельская вобласць/С. В. Марцэлеў; Рэдкалегія: Г. П. Пашкоў (галоўны рэдактар) і інш. — Мн.: БелЭн, 2004. 632с.: іл. Тыраж 4000 экз. ISBN 985-11-0303-9 ISBN 985-11-0302-0

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем

WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Корма (Октябрьский район) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '

Темӑпа ҫыхӑннисем