Космологи
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Космологи (космос + логос) (выр. Космология) — астрономири Ҫут тӗнче пахалӑхӗсене тата эволюцине пӗтӗмӗшле тӗпчекен пай. Ҫак дисциплинӑн никӗсӗнче — математика, физика тата астрономи.
Космомологи историйӗ
Космологин малтанхи формисем тӗнчене пултарни (космогони) тата тӗп туни (эсхатологи) пирки тӗн мифӗсем шутланнӑ.
Китай
Археологи тупсӑмӗсем ҫапла ҫирӗплетме май параҫҫӗ: космос прообразӗ ҫӗр тимӗр шапин панцирӗ шутланма пултарнӑ, унӑн щитокӗсем ҫӗр лаптӑкне тӑваткалсем ҫине пайлаҫҫӗ.
Китай космологийӗн текстологи тӗлӗшӗнчен маларах кӑтартнӑ моделӗсенчен чи малтанхинче Ҫӗр колесница ҫинчи шӑналӑк евӗр пӗлӗтпе хупланнӑ тесе шутланӑ, ҫав шӑналӑк горизонт лаптакра сунчӑк евӗр ҫаврӑнать (гайтянь 蓋天 модель ятлӑскер, ҫавӑн пекех Чжоуби — ҫак модельпе килӗшӳллӗн шутласа кӑларнине ҫырса кӑтартакан математика трактачӗ ячӗпе). Хань династийӗн варри тӗлне ҫак моделе астрономи сӑнавӗсемпе хирӗҫленӗ. Ун вырӑнне Ҫӗр тавралли космос сфери пирки курӑм килнӗ (хуньтянь 浑天 модель). Пирӗн эрӑчченхи 180-мӗш ҫулсенче. Цай Юн ҫавӑн пекех виҫҫӗмӗш моделе асӑнать, сюанье 宣夜 — анчах ун вӑхӑчӗ тӗлне ун пирки сведенисем упрасна юлман.
Европӑри антика
Авалхи Грецири хӑш-пӗр ӑсчах тӗнчен геоцентри системине ӗненнӗ, унпа килӗшӳллӗн Ҫут тӗнче варринче куҫман чӑмӑр евӗр Ҫӗр пур, ун тавра пилӗк планета, Хӗвел тата Уйӑх ҫаврӑнаҫҫӗ. Аристарх Самосский сӗннӗ тӗнчен гелиоцентри системине, ахӑртнех, Авалхи Греци астрономӗсенчен чылайӑшӗ ырламан.
Тӗнче хускалман ҫӑлтӑрсен чикӗленнӗ сфери шутланнӑ[1]. Тепӗр чухне прецессишӗн яваплӑ тепӗр сфера хушӑннӑ. Тӗнче тулашӗнче мӗн пулни пирки ыйту тавлашусем ҫуратнӑ: перипатетиксем Аристотель хыҫҫӑн тӗнче тулашӗнче нимӗн те ҫук тесе шутланӑ (матери те, уҫлӑх та), стоиксем унта вӗҫӗ-хӗррисӗр пушӑ вырӑн пур тесе шутланӑ, атомистсем (Левкипп, Демокрит, Метродор, Эпикур, Лукреций) шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн тӗнче тулашӗнче урӑх тӗнчесем пур. Гераклид Понтийскин шухӑшӗсем уйрӑммӑн тӑраҫҫӗ, унпа килӗшӳллӗн ҫӑлтӑрсем инҫетри тӗнчесем шутланаҫҫӗ, унта ҫӗрпе сывлӑш кӗреҫҫӗ; вӑл, атомистсем пекех, Ҫут тӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр тесе шутланӑ. Антика вӗҫленнӗ тӗле тӗнпе мистика вӗрентӗвӗ герметизм ҫуралнӑ, унпа килӗшӳллӗн тӗнче тулашӗнче материллӗ мар чунсен — духсен — облаҫӗ пулма пултарать[2].
Чылай досократик шутланӑ тӑрӑх, ҫутӑсен куҫӑмне Ҫут тӗнчене пултарма пуҫланӑ тем пысӑкӑш ҫавра ҫил тытса тӑрать. Анчах та Аристотель хыҫҫӑн антика астрономӗсенчен чылайӑшӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, планетӑсем тӳпери уйрӑм элементран — эфиртан (унӑн пахалӑхӗсем «уйӑх айӗнчи тӗнчери» ҫӗр, шыв, сывлӑш тата вут элеменчӗсемпе пачах пӗр пек мар) — тӑракан материллӗ сферӑсемпе куҫаҫҫӗ. Тӳпери сферӑсен е ҫутӑсен илемлӗ ҫутҫанталӑкӗ ҫинчен, вӗсем чунлӑ пулни пирки шухӑш анлӑ сарӑлнӑ.
Вӑтам ӗмӗр
Вӑтам ӗмӗрсенче астрономипе философире — христиан, мӑсӑльман ҫӗршывӗсене те — Аристотелӗн планетӑсен куҫӑмӗн птолемеева теорийӗпе тата тӳпери сферӑсен материллӗ курӑмӗпе пӗрле хушнӑ космологийӗ пуҫ пулнӑ. XIII—XIV ӗмӗрсенчи хӑш-пӗр философ шутланӑ тӑрӑх, вӗҫӗ-хӗррисӗр пурне те тума пултаракан Турӑ пирӗннисӗр пуҫне урӑх тӗнчесем те тума пултарнӑ[3][4]; апла пулин те ку пысӑк гипотеза шутланнӑ: Турӑ урӑх тӗнчесем тума пултарнӑ, анчах вӑл ҫакна туман. Хӑш-пӗр философ (сӑмахран, Томас Брадвардин тата Николай Орем) пирӗн тӗнче тулашӗнче Турӑ пурӑнакан вӗҫӗ-хӗррисӗр уҫлӑх пур тесе шутланӑ (герметистсен космологийӗн модификацийӗ, вӗсем те тӗнчери мар уҫлӑха тӗн сфери шутне кӗртнӗ[5]).
Чӗрӗлӳ тапхӑрӗ
Николай Кузанскийӗн(выр.)чăв. Об учёном незнании трактатра каласа панӑ космологийӗ новаторла. Вӑл Ҫут тӗнче материллӗ пӗрлӗх, Ҫӗр куҫакан планетӑсенчен пӗри тесе шутланӑ; тӳпери япаласенче, пирӗн Ҫӗр пекех, пурӑнаҫҫӗ, Ҫут тӗнчери кашни сӑнавҫӑ хӑйне хускалмасть тесе шутлама пултарать. Унӑн шухӑшӗпе, Ҫут тӗнче чикӗсӗр, анчах та вӗҫӗ пур, мӗншӗн тесен вӗҫӗмсӗрлӗх пӗр Туррӑн кӑна пур. Ҫав вӑхӑтрах Кузанцӑн вӑтам ӗмӗрсенчи космологи элеменчӗсем курӑнаҫҫӗ, ҫав шутра — тӳпери сферӑсем пуррине ӗненни те, вӗсенчен тулашри те — куҫман ҫӑлтӑрсен сфери. Анчах та ҫак «сферӑтисем» ҫап-ҫаврака мар, вӗсен ҫаврӑнӑшӗ пӗр тикӗс мар, ҫаврӑну тӗнӗлӗ уҫлӑхра фиксациленӗ вырӑн йышӑнмасть. Ҫавна май тӗнчен абсолютлӑ центр тата тӗплӗ чикӗ ҫук (ахӑртнех, Кузанцӑн Ҫут тӗнче чикӗсӗр пулни ҫинчен калакан тезисне шӑпах ҫак шухӑшпа ӑнланмалла)[6].
XVI ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче ҫӗнӗ, Николай Коперникӑн тӗнчен гелиоцентри системи, тупӑннипе палӑрнӑ. Коперник тӗнче варрине Хӗвеле вырнаҫтарнӑ, ун тавра планетӑсем ҫаврӑннӑ (вӗсен шутӗнче — унсӑр пуҫне тӗнӗл тавра ҫаврӑннӑ Ҫӗр те). Ҫут тӗнчене Коперник унчченхи пекех куҫман ҫӑлтӑрсен чикӗллӗ сфери тесе шутланӑ; унӑн тӳпери сферӑсем пуррине ӗненесси те сыхланса юлнӑ пулмалла[7].
Коперник системин модификацийӗ Томас Диггес(выр.)чăв. системи пулнӑ, унта ҫӑлтӑрсем пӗр сферӑра мар, Ҫӗртен пуҫласа вӗҫӗмсӗрлӗх таран тӗрлӗ инҫӗшре вырнаҫнӑ. Хӑш-пӗр философ (Франческо Патрици, Ян Ессенский) Коперник вӗрентӗвӗн пӗр элементне кӑна йышӑннӑ — Ҫӗр тӗнӗл тавра ҫаврӑннине, вӗсем ҫавӑн пекех ҫӑлтӑрсем Ҫут тӗнчере вӗҫӗ-хӗррисӗр сапаланнӑ тесе шутланӑ. Ҫак шухӑшлавҫӑсен шухӑшӗсенче герметизм витӗмӗн йӗрӗсем палӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Хӗвел системин тулашӗнчи Ҫут Тӗнчене материллӗ мар тӗнче, унта Турӑпа ангелсем пурӑнаҫҫӗ тесе шутланнӑ[8][9][10]
Гелиоцентризмран ҫӑлтӑрсемпе пӗр тикӗс тулнӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр Ҫут Тӗнче патне татӑклӑ утӑм Итали философӗ Джордано Бруно тунӑ. Брунӑпа килӗшӳллӗн, пур ҫӗртен сӑнанӑ чухне Ҫут Тӗнче пӗр пекех курӑнмалла. Ҫӗнӗ вӑхӑтри шухӑшлавҫӑсенчен вӑл чи малтан ҫапла шухӑшлавнӑ: ҫӑлтӑрсем — инҫетри хӗвелсем, вӗҫӗмсӗрлӗхри тата чикӗсӗр уҫлӑхра физика саккунӗсем пӗр пек. XVI ӗмӗр вӗҫӗнче Ҫут тӗнче вӗҫӗмсӗрлӗхне Уильям Гильберт та ӗнентернӗ[11]. XVII ӗмӗрӗн варринче — иккӗмӗш ҫурринче Бруно шухӑшӗсене Рене Декарт, Отто фон Герике тата Христиан Гюйгенс йышӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтри космологи пулса кайни
Хальхи вӑхӑтри космологи пуҫланса кайни XX ӗмӗрте Эйнштейнӑн пӗтӗмӗшле танлаштару теорийӗ (ОТО) тата элементарлӑ пайсен физики аталаннипе ҫыхӑннӑ. ОТО ҫине таянакан ҫак темӑпа пӗрремӗш тӗпчев ӗҫне Эйнштейн 1917 ҫулта «Пӗтӗмӗшле танлаштару теорийӗ патне космологи тавҫӑрулӑхӗ» ятпа пичетленӗ. Унта вӑл 3 тӗрӗслемен шухӑш кӗртнӗ: Ҫут тӗнче пӗр йышши, изотроплӑ тата стационарлӑ. Юлашки требование тивӗҫтерес тесе Эйнштейн гравитаци уйӗн уравненине хушма «космологи членне» кӗртнӗ. Вӑл тунӑ йышӑну ҫакна пӗлтернӗ: Ҫут Тӗнчен калӑпӑшӗ вӗҫӗ пур (питӗрӗнчӗк) тата унӑн пурлӑ (положительный) кукӑрӑлчӑк пур.
1922 ҫулта А. А. Фридман Эйнштейн уравненийӗн стационарлӑ мар шутлавне сӗннӗ, унта изотроплӑ Ҫут тӗнче пуҫламӑш сингулярлӑхран анлӑланнӑ. Стационарлӑ мар Ҫут тӗнче теорие 1929 ҫулта Э. Хаббл галактикӑсен хӗрлӗ космологи куҫӑвне уҫни ҫирӗплетнӗ. Ҫапла майпа халӗ пурте йышӑннӑ Пысӑк сирпӗнӳ теорийӗ ҫуралнӑ.
Ҫут тӗнче ӳсӗмӗ
Ҫут тӗнче ӳсӗмӗ — Пысӑк сирпӗнӳ пулнӑранпа иртнӗ вӑхӑт. Хальхи ӑслӑлӑх даннӑйӗсемпе (WMAP9 кӑтартӑвӗсем) килӗшӳллӗн, вӑл 13,830 ± 0,075 млрд ҫулпа танлашать[12]. Европӑри космос агентствин «Планк» ятлӑ хӑватлӑ телескоп-спутник пулӑшнипе илнӗ ҫӗнӗ даннӑйсем Ҫут тӗнче 13,798 ± 0,037миллиард ҫулта (68 процентлӑ шанчӑк интервалӗ) пулнине кӑтартаҫҫӗ[13].
Ҫут тӗнчен ӳсӗмӗн хальхи вӑхӑтри хаклавне Ҫут тӗнчен анлӑ сарӑлнӑ моделӗсенчен пӗрне, стандартлӑ космологи ΛCDM-моделӗ текенскере, тӗпе хурса тунӑ.
Ҫут тӗнче аталанӑвӗн тӗп тапхӑрӗсем
Ҫут тӗнче ӳсӗмне палӑртассинче Ҫут тӗнчере пулса иртнӗ тӗп процессене периодизацилени пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак периодизацие йышӑннӑ[14]:
- Пӗр-пӗр ҫирӗплетмен теори шухӑшӗсем пур чи малтанхи тапхӑр — вӑл планка вӑхӑчӗ (Пысӑк сирпӗнӳ хыҫҫӑнхи 10−43 ҫеккунт). Ҫак вӑхӑтра гравитаци ҫыхӑнӑвӗ ытти тӗп ҫыхӑнусенчен уйрӑлнӑ. Хальхи вӑхӑтри кӑтартусем тӑрӑх, ҫак квант космологийӗн тапхӑрӗ Пысӑк сирпӗнӳ хыҫҫӑн 10−11 ҫеккунтчен пынӑ.
- Тепӗр тапхӑр малтанхи кварк пайсем ҫуралнипе тата тӗссене ҫыхӑнӑвӗ пайланнипе палӑрса тӑрать. Ку тапхӑр Пысӑк сирпӗнӳ хыҫҫӑн 10−2 ҫеккунтчен пынӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫак тапхӑрти процессене физика тӗлӗшӗнчен тӗплӗн ҫырса кӑтартмалли майсем те ҫителӗклех пур ӗнтӗ.
- Стандартлӑ космологин хальхи тапхӑрӗ Пысӑк сирпӗнӳ хыҫҫӑн 0,01 ҫеккунтран пуҫланнӑ та халӗ те пырать. Ҫак тапхӑрта пӗрремӗш элементсен тӗшшисем йӗркеленнӗ, ҫӑлтӑрсем, галактикӑсем, Хӗвел системи пуҫланса кайнӑ.
Ҫак тапхӑрта Ҫут тӗнче аталанӑвӗн историйӗнче пӗлтерӗшлӗ тапхӑр рекомбинаци эри шутланать, ун чухне анлӑланса пыракан Ҫут тӗнче материйӗ пайӑркаланмашкӑн витӗр курӑнакан пулса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтри курӑмсем тӑрӑх, ку Пысӑк сирпӗнӳ хыҫҫӑн 380 пин ҫултан пулса иртнӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак пайӑркалава эпир реликтивлӑ фон евӗр сӑнама пултаратпӑр, ҫакӑ Ҫут тӗнчен хальхи моделӗсен чи пӗлтерӗшлӗ экспериментлӑ ҫирӗплетӳ пулса тӑрать.
«Планк»
«Планк» — Европа космос агентствин (ЕКА) космос микрохумлӑ фонӗн вариацийӗсене — Ҫут тӗнче пулса кайнӑ самантра Пысӑк сирпӗнӗве пула йӗркеленнӗ реликтивлӑ пайӑркасене — тӗпчеме хатӗрленӗ космос аппарачӗ.
«Планк» пухнӑ информаци ӑсчахсене тӳпе сферинчи микрохумлӑ пайӑркан температура пайланӑвӗн флуктуацин паянхи кун тӗлне чи тӗплӗ карттине тума май панӑ. Маларах унашкал карттӑна НАСА WMAP(выр.)чăв. аппарачӗн ланнӑйӗсем тӑрӑх тума май килнӗ, анчах та унӑн разрешенийӗ «Планк» илнӗ даннӑйсенчен япӑхрах пулнӑ.
«Планк» даннӑйӗсем ҫакна кӑтартнӑ: тӳпе сферинчи реликтивлӑ пайӑрка температурин пайланӑвӗ тӗппипех йӗркеллӗ пайлануллӑ ӑнсӑрт флуктуацисемпе килӗшсе тӑрать. Виҫеллӗ пайланӑва сӑнлакан функци параметрӗсем ҫаксенчен тӑракан Ҫут тӗнче моделӗпе килӗшсе тӑраҫҫӗ:
- 4,9 % чухлӗ ахаль япаларан,
- 26,8 % чухлӗ тӗттӗм материрен (тен, гипотезӑллӑ йывӑр суперсимметри пайсенчен) тата
- 68,3 % чухлӗ Ҫут тӗнчене хӑвӑртрах анлӑлатма пултаракан пӗлме ҫук тӗксӗм энергирен.
«Планк» даннӑйӗсен ытти параметрӗсен хушшинче палӑртнӑ (ΛCDM-модель ҫине таянса, урӑхла каласан, с Λ-членлӑ Фридман космологи моделӗ тата акăл. Cold Dark Matter сивӗ тӗттӗм матери):
- Ҫут тӗнче ӳсӗмӗ (13.787±0.020)·109 ҫул;
- Хаббл вӗҫӗмсӗрлӗхӗ(выр.)чăв.: 67.66±0.42 км/с/Мпк;
- барионсен тачӑлӑхӗ хальхи вӑхӑтра: (0.02242±0.00014)·10−7 см−3;
- сивӗ тӗттӗм матери тачӑлӑхӗ: 0.11933±0.00091
- реонизацие пула томсон сапланӑвӗн оптика хулӑнӑшӗ: 0.0561±0.0071
- кукӑрӑлчӑк пӑлханӑвӗн хӑватлӑх спектрӗ: 3.047±0.014
- скалярлӑ спектр индексӗ: 0.9665±0.0038
- тӗттӗм энерги тачӑлӑхӗ: 0.6889±0.0056
- матери тачӑлӑхӗ: 0.3111±0.0056
- 8h−1 Мпк чухне тачӑлӑх сулланӑвӗ: 0.825±0.011
- z = z *(Мпк) чухне сасӑ горизончӗн пӗр вӑхӑтри калӑпӑшӗ: 144.57±0.22
- юлашки сапаланчӑк чухне сасӑ горизончӗн 100× кӗтесшӗ масштабӗ: 1.04119±0.00029
- барион сопротивленийӗн оптика тарӑнӑшӗллӗ хӗрлӗ куҫӑвӗ = 1: 1060.01±0.29
- z = zсопротивлени чухне сасӑ горизончӗн пӗр вӑхӑтри калӑпӑшӗ: 147.21±0.23
WMAP
WMAP (Wilkinson Microwave Anisotropy Probe) — НАСА космос аппарачӗ, унпа Ҫут тӗнче пулса кайнӑ самантра Пысӑк сирпӗнӗве пула йӗркеленнӗ реликтивлӑ пайӑркана тӗпчеҫҫӗ.
WMAP пухнӑ информаци тӳпе сферинчи микрохумлӑ пайӑркан температура пайланӑвӗн флуктуацин паянхи кун тӗлне чи тӗплӗ карттине тума май панӑ. Унччен унашкал карттӑна НАСА COBE аппарачӗн даннӑйӗсемпе тума май килнӗ, анчах та унӑн разрешенийӗ самай нумай — 35 хут — WMAP илнӗ даннӑйсенчен япӑхрах пулнӑ.
«WMAP» даннӑйӗсем ҫакна кӑтартнӑ: тӳпе сферинчи(выр.)чăв. реликтивлӑ пайӑрка температурин пайланӑвӗ тӗппипех йӗркеллӗ пайлануллӑ ӑнсӑрт флуктуацисемпе килӗшсе тӑрать. Виҫеллӗ пайланӑва сӑнлакан функци параметрӗсем ҫаксенчен тӑракан Ҫут тӗнче моделӗпе килӗшсе тӑраҫҫӗ:
- 4 % чухлӗ ахаль япаларан,
- 23 % чухлӗ тӗксӗм материрен (тен, гипотезӑллӑ йывӑр суперсимметри пайсенчен) тата
- 73 % чухлӗ Ҫут тӗнчене хӑвӑртрах анлӑлатма пултаракан пӗлме ҫук тӗксӗм энергирен.
WMAP даннӑйӗсем ҫакна ҫирӗплетме май параҫҫӗ: тӗттӗм матери сивӗ (урӑхла каласан, нейтриноран е ытти ҫӑмӑл пайсенчен мар, йывӑр пайсенчен тӑрать). Унсӑрӑн релятивизмла хӑвӑртлӑхпа куҫакан ҫӑмӑл пайсем малтанхи Ҫут тӗнчери тачӑлӑхӑн пӗчӗк флуктуацийӗсене ҫисе кайӗччӗ.
«Планк» даннӑйӗсен ытти параметӗрсен хушшинче палӑртнӑ (ΛCDM-модель ҫине таянса, урӑхла каласан, с Λ-членлӑ Фридман космологи моделӗ тата акăл. Cold Dark Matter сивӗ тӗттӗм матери)[15]:
- Ҫут тӗнче ӳсӗмӗ: (13.73 ± 0.12)·109 ҫул;
- Хаббл вӗҫӗмсӗрлӗхӗ(выр.)чăв.: 71 ± 4 км/с/Мпк;
- барионсен тачӑлӑхӗ хальхи вӑхӑтра: (2,5 ± 0,1)·10−7 см−3;
- Ҫут Тӗнче тӳремҫи параметрӗ (пӗтӗмӗшле тачӑлӑх критически тачӑлӑхӗ патне): 1,02 ± 0,02;
- нейтринон пӗтӗм виҫӗ тӗсӗн пӗтӗмӗшле масси: <0,7 эВ.
TT, TE, EE+lensing+BAO+JLA+H0 Planck тишкерӗвӗсен даннӑйӗсем тӑрӑх
- 100θMC= 1.04077 ± 0.00032
- Ωbh2= 0.02225 ± 0.00016
- Ωch2= 0.1198 ± 0.0015
- τ=0.079 ± 0.017
- ln(1010As)=3.094 ± 0.034
- ns= 0.9645 ± 0.0049
- H0 = 67.27 ± 0.66
- Ωm=0.3089 ± 0.0062
- ΩΛ= 0.6911 ± 0.0062
- Σmv [eV]< 0.17
- Ωk=0.0008−0.0039+0.0040
- w=−1.019−0.08+0.075
Ӑнлантарусем
- ^ Furley, 1981.
- ^ Gatti, 1999, p. 103.
- ^ McColley, 1936.
- ^ Grant, 1994.
- ^ Брадвардина Гермес литератури витӗм кӳни пирки ҫак ӗҫӗ пӑхӑр Grant, 1969.
- ^ Койре, 2001, с. 2—17 и особенно с. 14.
- ^ Barker, 1990.
- ^ Койре, 2001.
- ^ Gatti, 1999, p. 105—106.
- ^ Granada, 2008.
- ^ Койре, 2001, с. 31—45.
- ^ WMAP Cosmological Parameters (англ.). НАСА. Goddard Space Flight Center. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Planck 2013 results. XVI. Cosmological parameters (англ.). ArXiv/astro-ph (2013). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ.
- ^ Краткая история Вселенной. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ.
- ^ D.N. Spergel, R. Bean, O. Dore et al. Wilkinson Microwave Anisotropy Probe (WMAP) Three Year Results: Implications for Cosmology. Astrophysics, abstract astro-ph/0603449. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ.
Вуламалли
- Barker P. Copernicus, the orbs, and the equant. — Synthese. — 1990. — Т. 83, вып. 2. — P. 317—323.
- C. Bonneau, S. Brunier. Une sonde defie l’espace et le temps. Science&Vie, № 1072, Janvier 2007, p. 43
- Furley, David J. The Greek Theory of the Infinite Universe // Journal of the History of Ideas. — 1981. — Т. 42, № 4 (Oct. — Dec.). — P. 571–585..
- Gatti H. Giordano Bruno and Renaissance Science. — Cornell Univercity Press, 1999..
- Gombrich, R. F. «Ancient Indian Cosmology.» In Ancient Cosmologies, edited by Carmen Blacker and Michael Loewe, 110—142. London: Allen and Unwin, 1975.
- Granada, Miguel A. Kepler and Bruno on the Infinity of the Universe and of Solar Systems // Journal for the History of Astronomy. — 2008. — Т. 39, № 4. — P. 469—495.
- Grant E. Medieval and Seventeenth-Century Conceptions of an Infinite Void Space Beyond the Cosmos // Isis. — 1969. — Т. 60, № 201. — P. 39—60..
- Grant E. Planets, Stars, and Orbs: The Medieval Cosmos, 1200—1687. — Cambridge, 1994..
- Henderson, John B. The Development and Decline of Chinese Cosmology. Neo-Confucian Studies Series. New York: Columbia University Press, 1984.-->
- McColley G. The seventeenth-century doctrine of a plurality of worlds // Annals of Science. — 1936. — № 1. — P. 385–430..
- Sircar D.S. Cosmography and Cosmology in Early Indian Literature. Calcutta, 1976 (1 ed.: Calcutta,1967)
- Longair Malcolm S. The Cosmic Century: A History of Astrophysics and Cosmology. — Cambridge University Press, 2006.
- Вырӑсла
- Бакина В. И. Космологическое учение Гераклита Эфесского // Вестник Московского университета. Сер. 7. Философия. 1998. № 4. С. 42—55.
- Бакина В. И. Космологические учения раннегреческих философов: Учеб. пособие. М., Изд-во Моск. ун-та. 1999. — 104 с.
- Вайнберг С. Первые три минуты: современный взгляд на происхождение Вселенной. — Ижевск: НИЦ «Регулярная и хаотическая динамика», 2000, 272 с. ISBN 5-93972-013-7
- Гаврюшин Н. К. Византийская космология в XI веке // Историко-астрономические исследования. — М.: «Наука», 1983. Выпуск XVI. С. 325—338.
- Гаврюшин Н. К. Космологический трактат XV века как памятник древнерусского естествознания // Памятники науки и техники. 1981. М.: Наука, 1981, С. 183—197.
- Лорен Грэхэм Глава XII Космология и космогония из книги Естествознание, философия и науки о человеческом поведении в Советском Союзе
- Житомирский С. В. Гелиоцентрическая гипотеза Аристарха Самосского и античная космология. // Историко-астрономические исследования. М., 1986. Вып. 18. С. 151—160.
- Идлис Г. М. Революции в астрономии, физике и космологии. М., 1985. — 232 с.
- Койре А. От замкнутого мира к бесконечной вселенной. — 2001.
- Космологические произведения в книжности Древней Руси. Ч. II: Тексты плоскостно-комарной и других космологических традиций // Серия «Памятники древнерусской мысли». Вып. IV (2) / Отв. ред.: В. В. Мильков, С. М. Полянский. СПб.: Издат. дом «Міръ», 2008 (640 с. (50Б7 а. л.).
- Лебедев А. В. Фалес и Ксенофан (Древнейшая фиксация космологии Фалеса) // Античная философия в интерпретации буржуазных философов. М., 1981.
- Лупандин И. В. Аристотелевская космология и Фома Аквинский // Вопросы истории естествознания и техники. 1989. № 2. С. 64—73.
- Макеев В. А. Древняя философская космография в современной культуре стран Востока. — М.: РУДН, 1993
- Мочалова И. Н. О двух космологических традициях в Ранней Академии // Вестник Ленинградского государственного университета имени А. С. Пушкина (серия философия). 2007. — № 3 (6). — С. 26—34.
- Нагирнер Д. И. Элементы космологии. — СПб.: Изд-во СПбГУ, 2001.
- Павленко А. Н. Современная космология: проблема обоснования // Астрономия и научная картина мира. М. ИФРАН, 1996;
- Павленко А. Н. Европейская космология: основания эпистемологического поворота, М.- ИНТРАДА, 1997;
- Сажин М. В. Современная космология в популярном изложении. URSS. 2002. 240 с.
- Семушкин А. В. Умозрительный культ космоса в раннегреческой философии // Религия в изменяющемся мире. — М.: Изд-во РУДН, 1994. — С. 27—39.
- Турсунов А. Философия и современная космология. М., 1977.
- М. Л. Фильченков, С. В. Копылов, В. С. Евдокимов Курс общей физики: дополнительные главы.
- Фролов Б. Число в архаической космологии // Астрономия древних обществ. М., 2002. С. 61—68.
- Чернин А. Д. Звезды и физика. Пульсары, короны галактик, квазары, реликтовое излучение. — URSS, 2018, 176 с.
Каҫӑсем
- Сайт о современной космологии // modcos.com
- Климушкин Д. Ю. Космология
- Ned Wright's Cosmology Tutorial. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.(акăлч.)
- Cosmology and Theology. Архивланӑ 2013 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ.
- Публикация авторов проекта WMAP
- Что измерил WMAP // «Астронет»
- А. Левин. Миссия «Улисса» завершена, но странствия продолжаются. // «Элементы»