Кремль ёлки

Кремль ёлкиКремльте ҫулсерен иртекен Ҫӗнӗ ҫул уявӗ. Мероприятин тӗп пулӑмӗ — ачасем Хӗл Мучипе тӗл пулни. Фестиваль сюжетне билет сутма тытӑниччен, яланхиллех юпа уйӑхӗччен, вӑрттӑнлӑхра тытса тӑраҫҫӗ[1].

Ёлка Патшалӑх Кремль керменӗнче иртет. Кремль территорине кантӑк павильон витӗр кӗртеҫҫӗ, унта килекенсене тӗрӗслеҫҫӗ. Метроран тухнӑ ҫӗрте ҫул кӑтартакан постерсем вырнаҫтараҫҫӗ.

Истори

Ҫӗнӗ ҫула Кремль умӗнчи лапама чӑрӑшсемпе илемлетес йӑла 300 ҫул ытла каялла, I Петӗр патша вӑхӑтӗнче пуҫланнӑ. Хӑйӗн хушӑвӗсенче император Ҫӗнӗ ҫула уявлассине авӑнӑн 1-мӗшӗнчен кӑрлачӑн 1-мӗшне куҫарнӑ та ҫак пулӑма халалласа Мускаври Собор лапамӗнче лӑсӑллӑ йывӑҫсем лартма хушнӑ.

1917 ҫулччен Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне Кремлӗн Собор лапамӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫак йӑла патне 1996 ҫулта таврӑннӑ[2].

Пӗрремӗш Кремль чӑрӑшӗсене 1990-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Аслӑ Устюгран, Хӗл Мучин тӑван ҫӗршывӗнчен, илсе килнӗ[3].

Ҫӗнӗ ҫул йывӑҫне ҫулла вӗҫӗнчех сывлӑшпа спутник ҫыхӑнӑвӗпе усӑ курса шырама пуҫлаҫҫӗ. Мускав облаҫӗнчи пур лесничествӑран 50—70 йывӑҫа тупса палӑртаҫҫӗ; тӗп кӑтарту — Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗн тикӗс вулӑллӑ та яка лӑсӑллӑ пулмалла. Ҫавӑн пекех йывӑҫ миҫе ҫулта пулни те пӗлтерӗшлӗ — вӑл 95 ҫултан аслӑрах пулмалла[2].

Мускав варринче ачасем валли Ҫӗнӗ ҫул уявӗ ирттерес йӑла 1930-мӗш ҫулсенче пуҫланнӑ. 1945 ҫула кӗтсе илсе пысӑк уяв союзсен ҫуртӗнче иртнӗ. 1954 ҫултанпа ачасем валли Ҫӗнӗ ҫул уявне Кремльте йӗркелеме тытӑннӑ[4].

Уявлани

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх уяв программисем раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче тата кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кашни кун иртеҫҫӗ. 2024/2025 сезонра представлени раштавӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен пырать, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче — кану кунӗ[5]. Кремль керменӗнче ҫавӑн пекех патриарх ёлкине — вырсарни шкулӗсен, приютсен тата ача ҫурчӗсен ачисем валли ыркӑмӑллӑх акцине — ирттереҫҫӗ. Унта кӗме билетсене сутмаҫҫӗ: вӗсене асӑннӑ учрежденисенчи ачасем илеҫҫӗ.

undefined

Мускав Кремлӗн территорине мероприяти пуҫланиччен 1 сехет те 45 минут маларах Кутафья башнин кӗленче павильонӗсем витӗр кӗртме пуҫлаҫҫӗ.

Ёлкӑна икӗ пая пайлаҫҫӗ: пӗрремӗшӗ — фойере тӗп спектакль умӗн вӑйӑ-программа, иккӗмӗшӗ — спектакль. Кунне виҫӗ представлени иртет: 10:30,14:00 тата 18:00 сехетсенче. Ёлкӑн пӗрремӗш пайне представлени пуҫланиччен 1 сехет те 45 минут маларах ирттереҫҫӗ. Спектакль пӗр сехете яхӑн тӑсӑлать, вӑйӑ-кулӑ программи вара — 45 минута яхӑн[6]. Фойери программӑна хускануллӑ вӑйӑсемпе конкурссем те кӗртме пултараҫҫӗ[7].

14 ҫула ҫитмен ачасене аслисемсӗр кӗртмеҫҫӗ, ҫитменнине тата ачине мӑн ҫыннӑн ертсе килмелле[8]. 14 ҫултан аслӑрах ачасем хӑйсем тӗллӗнех ҫитсе курма пултараҫҫӗ. Сурдоперевод кирлӗ куракансем валли ятарлӑ сеанс ирттереҫҫӗ; инвалид кӳмисем ҫинчи ачасене залра уйрӑм вырӑн уйӑраҫҫӗ, вӗсене пулӑшакансем те пур.

Кашнин (ашшӗ-амӑшӗн те, ачи-пӑчин те) билет пулмалла, Ҫӗнӗ ҫул парнишӗн уйрӑм тӳлемелле[7].

Ҫӑмӑллӑхсем

Кремль ёлкине тӳлевсӗр кӗме пултаракансем:

  • Профсоюзсен членӗсем. Кремль ёлкине Мускаври Профсоюзсен федерацийӗ йӗркелет. Ҫавӑнпа та ӗҫре профсоюз членӗсем шутланакан хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ билетсене тӳлевсӗр е туянмалли хакӑн пӗр пайне тӳлесе илет[1].
  • Нумай ачаллӑ ҫемьесем тата ытти ҫӑмӑллӑхҫӑсем. Ёлкана тӳлевсӗр билетсене вырӑнти соцхӳтӗлев уйрӑмӗсем урлӑ параҫҫӗ.
  • Отличниксем. «Пӗтӗм Раҫҫей ёлкине» вӗренӳри ҫитӗнӳсемшӗн тӳлевсӗр лекеҫҫӗ — билетсене отличниксене тата олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисене параҫҫӗ; ачасем ёлкӑна учительсемпе пӗрле килеҫҫӗ.

Хушма хыпар

  • 1992 ҫулта пуканесем — Кремльти Ҫӗнӗ ҫул уявне хутшӑнакансем Кремль тулашне тухнӑ: йӗркелӳҫӗсем Ҫӗнӗ ҫул тӗлне Кутафья башнине тата Троица кӗперне илемлетнӗ[4].
  • 2020/2021 сезонра кӑшӑлвирус пандемийӗ пирки Кремль ёлки куракансемсӗр иртнӗ. Ӑна телевиденипе кӑтартнӑ[9].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Полина Калмыкова. Как попасть на кремлевскую елку // Тинькофф Журнал : сайт. — 2023. — 24 октября.
  2. ^ 1, 2 Главная новогодняя ель России (2022-12-12). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.
  3. ^ София Токарева. Главная елка страны – 2024: все секреты, как добраться и увидеть ее.
  4. ^ 1, 2 Елизавета Королёва. «Ребёнка надо удивить»: 60 лет назад новогодняя ёлка в Кремле стала сказочной. RT на русском (2 кӑрлачӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.
  5. ^ Новогодние ёлочные представления(паллӑ мар). Государственный Кремлёвский Дворец. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.
  6. ^ Кремлевская Ёлка. mtuf.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2 Кремлевская елка 2024-2025: как попасть, цена билета, подарок (2023-12-27). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.
  8. ^ Новогодние ёлочные представления (выр.). Государственный Кремлёвский Дворец.
  9. ^ Кремлевскую елку впервые покажут по телевизору (2020-11-09). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.

Каҫӑсем