Кубашина Лидия Михайловна
Кубашина Лидия Михайловна, — сăвăç, тăлмач. 1950 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă.
Пурнăçĕ
Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 1975 çултанпаЧăваш кĕнеке издательствинче ĕçлет. Корректор, редактор пулнă. Халĕ тĕп редактор çумĕ вырăнне йышăнать.