Кукрыниксы
Кукрыниксы - раççей пултаруллă ушкăнĕ ( ӳкерчĕк тата графика тăвакансем ). Ятне ушкăна кĕрекенсен хушамачĕсенчен панă:
- Ку - Куприянов Михаил Васильевич ( 1903-1991) ;
- кры - Крылов Порфирий Никитич ( 1902-1990 ) ;
- никсы - Николай Александрович Соколов ( 1903-2000 ).
Пултарулăх çулĕсем
Кукрыниксы 1924 çулта пĕрле "Правда" хаçатпа "Крокодил" журналра ĕçлеме тытăннă. Хăйсен тĕл лектерекен, çивĕч карикатурисемпе Канаш патшалăхĕнче хăвăрт паллăна тухрĕç. Аслӑ Вӑрҫӑ тапхăрта "Окна ТАСС" ( агитатаци тексчĕллĕ пысăк ӳкерчĕксем) кăларнă. Кукрыниксы питĕ нумай ӳкерчĕкпе тĕрлĕ кĕнекене илемлетнĕ: И.Ильф тата Е.Петров "12 пукан", "Ылтăн пăру", Лесков Н.С. "Суллахай", М.Горький "Фома Гордеев", "Анне".
Чыславсемпе парнесем
- Ушкăнра кашни çынна иккĕ хутчен Ленин орденĕпе чысланă;
- СССР Патшалăх преми 1942, 1947, 1949, 1951, 1975 çулсенче тивĕçтернĕ;
- 1965 çулта Кукрыниксы ушкăнне Ленин премине парнеленĕ.