1969ç. синематографри пĕрремĕш ĕçĕ — Лиза Калитина Андрон Михалков-Кончаловскин «Дворян кил йăви» кинофильмĕнче. (Тепĕр икĕ çултан çав режиссёрах Купченкăна А. П. Чеховăн «Ваня кукка» пьесинчи Соня сăнарне экран çине кăларма чĕнет). Унăн çак хевтийĕ витĕмлĕ тухать. Пачах «Тургенев» хĕрĕсен курнăçлăх пекки те çук, аристократлă ахаллĕх çеç — вырăс хĕрарăмĕн пархатарлă хăтланăвĕ.
Ирина Купченко сăнарĕсем яланах тĕлĕнтерӳллĕ туллă та ăшри пурнăçĕпе пуян, сцена çинчи кашни саманта вăл чун ăшшипе чĕртсе çын тĕнчине кĕртет.
Артистăн драма ĕçĕнчи таланчĕ, унăн чун-чĕмлĕ хевтеллĕ сăнарсене ĕненӳллĕ ӳнерлени «Романс о влюбленных» (унта вăл Людăна вылянă), «Чужие письма» (Вера Ивановна вĕрентӳçĕн ролĕ), «Странная женщина» фильмĕсенче витĕмлĕн курăнать.
Артистăн чи ăнăçлă тĕп ролĕ — «Одинокая женщина желает познакомиться» мелодрамăра, унта вăл Александр Збруевпа пĕрле астумалăхлă ӳнер сăнарсене кăтартаççĕ.
Ирина Купченко Евгений Вахтангов ячĕллĕ академи театрĕнче Валерий Фокинăн «Последняя ночь последнего царя» спектакăлĕнче Николай II мăшăрĕн — Александрăн — сăнарне кăтартать, çак спектакль 1996—1997 сезонĕнчи театрти рольсенчен пахисем шутне кĕрет. 1998 çулта Петер Штайн лартнă «Гамлет» спектакăлĕнче .