Куснар-Иванов Станислав Александрович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Куснар-Иванов Станислав Александрович

Куснар-Иванов Станислав Александрович, — сăвăç. 1948 çулхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çĕнĕ Куснар ялĕнче çуралнă.

1994 çултанпа Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ. А. Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауриачĕ пулнă.

Пурнăçĕ

Шупашкарти пĕрремеш техника училищинче вĕреннĕ. Ун хыççăн ăна Çĕпĕр химкомбинатне янă. Унта ĕçе пăрахмасăр ЧР журналистсен пĕрлешĕвĕн çумĕнчи общество корреспонденчĕсен университетне пĕтернĕ. Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар район хаçачĕсенче ĕçленĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Химпром пĕрлешĕвĕнче те пĕр хушă вăй хунă.

Ӗçĕсем

Сăвăсене çырма шкултах пуçланă. Вĕсем «Пионер сасси», «Ленинское знамя» хаçатсенче, «Тăван Атăл» журналта тухнă.

Станислав Александровичăн темиçе кĕнеке тухнă:

  • «Энĕш кĕввисем» (1990);
  • «Каç чаршавĕ» (1995);
  • «Тĕрлемес» (1995);
  • «Сĕмĕл çулĕ» (1998).