Кӗсье сехечӗ

Тӗрӗслесе тухнӑ статья

Кӗсье сехечӗ — кӗсьере чиксе е вӑчӑрапа ҫакса ҫӳрекен вӑхӑта кӑтартакан хатӗр. Кӗсье сехечӗсен уйрӑмлӑхӗ вӗсем ал тупанне вырнаҫмалӑх компактлӑ тата металл корпуслӑ пулнинче. Циферблатне ялан тенӗ пекех хупкӑҫпа витеҫҫӗ, вӑл сехете сиенлесрен сыхлать.

undefined

Тӗрлӗ вӑхӑтра кӗсье сехечӗсен тӗрлӗ модельсем пулнӑ, ҫав шутра кӗске вӑчӑраллӑ классика кӗсье сехечӗ е вӑрӑм вӑчӑраллӑ сехет-кулон, вӗсем арҫынсемшӗн те, хӗрарӑмсемшӗн те чаплӑ эреш шутланнӑ. XVII ӗмӗртен пуҫласа кӗсье сехечӗ арҫынсен гардеробӗн уйрӑлми аксессуарӗ пулнӑ, вӑл вӗсен обществӑри пысӑк статусне палӑртнӑ. Сехет корпусне хаклӑ металсенчен ӑсталанӑ, ҫавӑнпа та ҫакӑн пек эреше пурте туянайман. XIX ӗмӗрте кӗсье сехечӗ ҫав тери анлӑ сарӑлнӑ, ҫавӑнпа та арҫын тумне сехет чикмелли ятарлӑ кӗсьесӗр ҫӗлемен.

XX тата XXI ӗмӗрсенче алӑ сехечӗсем сарӑлнине пула тата пӗтӗмӗшле илсен вӑхӑт кӑтартакан хатӗрсен массӑллӑ производствине ӳстернипе кӗсье сехечӗсем кирлӗ аксессуар пулма пӑрахнӑ, унчченхи пӗлтерӗшне ҫухатнӑ.

Кӗсье сехечӗн аталанӑвӗ

undefined

Кӗсье сехечӗсен историйӗ XIV ӗмӗрте вӑхӑта виҫме пӗрремӗш куҫарса ҫӳремелли механизмсем шутласа кӑларнинчен пуҫланнӑ. Вӗсене ӑсталаканӗ Нюрнбергри Петер Хенляйн шутланать. Пӗрремӗш кӗсье сехетне, «нюрнберг ҫӑмартисем» ятпа паллӑскере, 1510 ҫулта Нюрнбергра кӑларнӑ[1]. 1527 ҫулта пирвайхи экземплярсенчен пӗрне Мартин Лютера парнелеме ӑсталанӑ. XVI ӗмӗрте пӗрремӗш кӗсье сехечӗсене ӑсталанӑ, вӗсем тӗрӗс виҫев хатӗрӗсенчен ытларах ӳнер хайлавӗсене аса илтернӗ[2].

Малтанхи кӗсье сехечӗсен пӗр йӗппи ҫеҫ пулнӑ, циферблата витекен кантӑкӗ те пулман. Кашни хисепӗ ҫинче сехете кӗсьерен кӑлармасӑр хыпашласа пӗлме май пултӑр тесе пысӑках мар мӑкӑрӑлчӑк пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн кӗсье сехечӗ ҫине минут, унтан ҫеккунт йӗпписем те кӗртнӗ[2][3].

Ҫак сехетсен форми тӗрлӗрен пулнӑ: ҫаврака, тӑрӑхла е ҫӑмарта евӗрлӗ. Вӗсене енчӗке чикме е брелок евӗр ҫакса ҫӳреме пулнӑ. Сехет циферблатне шӑтӑк-путӑклӑ тимӗр хупкӑҫпа хупланӑ. Механизма хурҫӑран тата тимӗртен ӑсталанӑ, 1610 ҫултан пуҫласа ту хрусталӗнчен тунӑ кантӑк-хупкӑҫпа усӑ курнӑ. Каярах кӗсье сехечӗсенче пружинӑллӑ двигатель, кустӑрмаллӑ куҫӑм, ӗҫлеттерсе ямалли механизм (ход), регулятор тата йӗпсен механизмӗ хушӑннӑ. XVIII—ХIX ӗмӗрсенче ҫак сехетсем тӑтӑшах лайӑхланса пынӑ. Схемӑсене пулӑшу элеменчӗсем, сӑмахран, ҫапакан, сигнал тата юсав механизмӗсем, календарь кӑтартакан хатӗрсем хушӑнса пынӑ. Рубинсенчен ӑсталанӑ чул тӗрекӗсемпе Англире XVII ӗмӗртенпе усӑ курма пуҫланӑ. Сехет тӗрӗслӗхӗ ӳснине кура 1650 ҫул хыҫҫӑн минут йӗппине анлӑ усӑ курма пуҫланӑ. Ҫеккунт йӗппи 1655 ҫулта тухнӑ, 1750 ҫул хыҫҫӑн вара анлӑ сарӑлнӑ. Сехете ылтӑнран, кӗмӗлтен, ту хрусталӗнчен ӑсталама тытӑннӑ. 1632 ҫулта Лионри Жак Тутен ҫӗнӗ эмаль шутласа тупнӑ, эмаль ҫийӗн илемлӗ ӳкерчӗксемпе илемлетме пуҫланӑ[4].

Автомат подзаводкине пӗрремӗш хут шӑпах кӗсье сехечӗсенче усӑ курнӑ. Хӑйне хӑй ҫӳреттерсе яракан сехетпе 1770 ҫултанпа усӑ курма тытӑннӑ, ку меле Швейцари ҫынни Абрахам Льюис Переллет шухӑшласа кӑларнӑ. 1777 ҫулта Абрахам Бреге самозавод конструкцине лайӑхлатнӑ. XIX ӗмӗрӗн варрине ҫитиччен механизма тата сехет йӗпписене тӑваткал уҫӑпа усӑ курса куҫарнӑ. Механизма ҫавӑрттарнӑ чух уҫҫине параппан валӗпе пӗрлештернӗ, ахаль чухне вӑл корпуспа юнашар вӑчӑра ҫинче ҫакӑнса ҫӳренӗ. 1790 ҫул хыҫҫӑн подзаводкӑн тулаш кнопкипе усӑ курма тытӑннӑ. Бреге тата Одемар пӗр-пӗрин шухӑшне пӗлмесӗрех ҫак кнопкӑна XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш чӗрӗкӗнче ӗҫе кӗртнӗ. Швейцари ҫынни Адриан Филипп 1842 ҫулта пӗрремӗш хут подзаводкӑпа йӗпписене куҫарас функцисене пӗрлештернӗ, пӗр кнопкӑна харӑсах икӗ ӗҫ тума усӑ курнӑ[3].

Кӗсье сехечӗсенче тӗрлӗрен кӑткӑс функцисемпе усӑ курнӑ. Ҫапакан, жаккард механизмӗсем, хронограф, минут репетирӗ, термометр, барометр, компас тата ыттине те хушнӑ. Атмосфера факторӗсемпе ҫӗр туртӑмӗн витӗмне пӗчӗклетес тата сехет тӗрӗслӗхне ӳстерес тӗллевпе механизмсен элеменчӗсене пӗрмаях лайӑхлатса пынӑ.

XIX ӗмӗрте кӗсьери сехетсене декорицилес эстетикӑра чылай улшӑнусем пулса иртнӗ. Вӗсем лаптак формӑллӑ пулса тӑнӑ. Корпуссене туса кӑларас ӗҫре ҫӗнӗ шӑранчӑксемпе усӑ курнӑ, хӑш-пӗр компанисем вӗсене 10—14 карат хулӑнӑш ылтӑнпа витнӗ. Ҫакӑ сехетсен усӑ кураслӑх вӑхӑтне 20—25 ҫулччен тӑсма май панӑ. Ҫакнашкал гарантие пула ылтӑн корпуслӑ сехетсем ытларах кирлӗ пулнӑ. Ылтӑн корпуссене чӗркелесрен, ытти енӗпе сиенлесрен хӳтӗлес тата сӑн-сӑпатне лайӑхлатас тӗллевпе Бреге пӗрремӗш хут корпуссемпе циферблатсене капӑрлатнӑ чух гильошировани техникипе усӑ курнӑ. Илемлӗ тӗрӗсем ҫитменлӗхсене пытарса илӗртӳлӗх хушнӑ. Кӗҫех ӑстасем сехете капӑр эреш пек кӑна мар, хаклӑ япала пек те ӑсталама тытӑннӑ. Анчах та тӗрлӗ хушма детальсемпе, ӗнчӗпе, бриллиантсемпе тата вӗсен имитацийӗсемпе усӑ курни сехетӗн дизайн капӑрлӑхӗпе элегантлӑхне ҫеҫ витӗм кӳнӗ. Бреге сехетӗн ҫӗнӗ эстетикине йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ, тӗп компонентсем ансатлӑхпа илемлӗх пулса тӑнӑ[5].

XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кӗсье сехечӗсем пысӑках мар тата лаптак пулса тӑнӑ, ҫакӑ вӗсене жилет кӗсйисенче е мӑй урлӑ янӑ вӑрӑм вӑчӑра ҫинче ҫакса ҫӳреме май панӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑчӑрасен моди — вӗсен тӑршшӗ, хулӑнӑшӗ тата усӑ курас мелӗсем — улшӑнса пынӑ. Вӑчӑрана мӑй урлӑ яма, жилет петлици ҫумне ҫирӗплетме май пулнӑ, е кӗскерех вӑчӑра жилетӑн икӗ кӗсйине ҫыхӑнтарнӑ. Ӗмӗр вӗҫӗнче вӑчӑрана каллех мӑйран ҫакса ҫӳреме пуҫланӑ[5].

Сехет ытларах та ытларах сарӑлнӑран ӑна кӑларакансен йышӗ те ӳснӗ. Конструкципе производство процесӗсене пӗрмай лайӑхлатни сехетӗн хӑйхаклӑхне чакарнӑ, ӑна ытларах ҫын туянма пултарнӑ. XIX ӗмӗрти ансатрах мода сехет дизайнӗнче те палӑрнӑ — кӗсье сехечӗ тек костюмӑн пӗлтерӗшлӗ элеменчӗ пулма пӑрахнӑ, кӑкӑр ҫинче ҫакӑнса тӑракан сехет вӑчӑри ҫеҫ курӑннӑ[5].

Раҫҫейре сехет кӑларма пуҫланӑ пӗрремӗш маҫтӑр Павел Буре пулнӑ. Унӑн сехечӗсем тӗрлӗ енлӗ тата тӗрлӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, унсӑр пуҫне ятарласа ҫар валли сехетсем кӑларнӑ. Чысласа парнелемелли сехетсене ҫарсен тӗсне кура уйӑрса тата офицерсемпе салтаксем валли тӗрлӗрен кӑларнӑ. Вӗсем корпусӗсене хӑйне евӗрлӗ те тӗрлӗрен йӗркеленипе кӑна мар, янӑракан кӗввисем те расна пулнипе палӑрса тӑнӑ. Пуян граждансем валли Павел Буре хаклӑ элементсем хушнӑ ылтӑн корпуслӑ сехетсем тунӑ. 1917 ҫулччен майӗпен Буре компанийӗ кӗсье сехечӗсен производствине анлӑлатса пынӑ. Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫи вӗҫленсен наградӑсем валли тата ытларах сехет кирлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа компанин производствӑна ӳстерме тивнӗ[6].

Юлашки вӑхӑтра кӗсье сехечӗпе кӑсӑкланасси ӳсрӗ, вӗсем каллех анлӑ сарӑлма пуҫларӗҫ. Чылай компани сехечӗн авалхи моделӗсен репликӗсене кӑларать[7][8].

Тӗсӗсем

Паян темӗн тӗрлӗ кӗсье сехечӗ те пур: классика механика калибрӗллисем те, кварц механизмлисем те. Кӗсье сехечӗсене подзаводка кирлӗ мар, вӗсем шанчӑклӑрах тата ҫирӗпрех шутланаҫҫӗ, батарейкӑсенчен ӗҫлеҫҫӗ. Сехет корпусӗсене тата вӑчӑрасене тума усӑ куракан материал — металл. Кӗмӗлленӗ тата ылтӑнланӑ аксессуарсене уйрӑмах кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех сутлӑхра секундомерлӑ тата мӗнле кунпа уйӑх пулнине кӑтартакан хронографлӑ модельсем пур[9].

Сехет корпусӗ тӗрлӗ дизайнлӑ пулма пултарать. Циферблата хупакан хупӑллӑ, хупӑсӑр, скелет-сехет те тӗл пулать. Скелет-сехет корпусӗн хыҫалти енӗ витӗр курӑнать, вӑл сехет механизмӗ мӗнле ӗҫленине сӑнама май парать.

Классика кӗсье сехечӗ

Тумтир е сумка ҫумне ҫирӗплетмелли вӑчӑраллӑ тӑваҫҫӗ. Классика моделӗн йӑлана кӗнӗ элеменчӗсенчен пӗри хупкӑҫ шутланать. Вӗсем ытларах чухне механика калибрӗллӗ[10].

Ылтӑн кӗсье сехечӗсене уйрӑмах чӑн-чӑн ӳнер произведенийӗсем пек йышӑнаҫҫӗ. Ҫакӑн пек сехетсене ӗлӗк художниксем ӑсталанӑ, час-часах металл ҫинче сехетӗн хуҫин ятне гравировка туса ҫырнӑ[10].

Кулон-сехет

Ку йышши изделисемпе ытларах хӗрарӑмсем анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Вӑчӑраллӑ сехет евӗр кулонлӑ, хупкӑҫлӑ, унта сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарма пулать. Чылай чухне хупкӑҫне хаклӑ металсемпе тата шӑранчӑксемпе, ҫавӑн пекех паха чулсемпе, лепкӑпа е илемлӗ росписьпе илемлетеҫҫӗ[10].

Брегет

Брегет — ҫапакан механизмлӑ кӗсье сехечӗн авалхи тӗсӗ, вӗсене уйрӑмах вӑхӑта тӗп-тӗрӗс, ҫавӑн пекех уйӑхри хӑш кун пулнине кӑтартнӑшӑн хакланӑ. Ятне Абрахам Бреге сехет ӑстин хушаматне тӗпе хурса панӑ. Модель уйрӑмах XIX ӗмӗрте анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ, Александр Пушкинӑн «Евгений Онегин» романӗнче пӗрре мар асӑннӑ[11][12].

Вуламалли

  • Пипуныров В. Н. История часов с древнейших времён до наших дней. — М.: Наука, 1982.
  • Канн Г. Краткая история часового искусства. — Ленинградский Гублит, 1926.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Галицкая И. А. Коллекция карманных часов Псковского музея-заповедника // Псков. — 2018. — № 48. — .
  2. ^ 1, 2 Как появились первые карманные часы: Маленькие шедевры, открывшие новую эпоху в развитии Человечества. kulturologia.ru.
  3. ^ 1, 2 Богданов И. Ф. История механических часов: 700 лет совершенствования // Евразийский научный журнал. — .
  4. ^ Пипуныров В. Н. История часов с древнейших времён до наших дней / Манстров Л. Е.. — Наука, 1982.
  5. ^ 1, 2, 3 Гурьева Т.Н. Европейские карманные часы XIX века // Вестник СПбГУКИ. — 2017. — Раштав (№ 4).
  6. ^ Как появились и совершенствовались карманные часы с боем? chasyinfo.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  7. ^ Беккер А.О., Воробьёв-Шерышев А.А. Атрибуция карманных и наручных часов второй половины XIX — первой половины XX века: основные методы, рекомендуемый алгоритм действий // Грамота. — 2021. — Т. 14, № 8.
  8. ^ Тимур Бараев. Откуда появилась мода на карманные часы и зачем она вернулась. РБК (31 юпан 2013). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ.
  9. ^ Как выбрать карманные часы. chasyinfo.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ.
  10. ^ 1, 2, 3 Карманные часы на цепочке: какими бывают и как носить? Мужские правила. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ.
  11. ^ Тимур Бараев. Носил ли Евгений Онегин часы Breguet. Alfavit watch (10 нарӑсӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
  12. ^ Софья Багдасарова. Скрытая реклама в романе «Евгений Онегин». Культура.рф. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.

Категорисем