Алӑ сехечӗ
Алӑ сехечӗ — алӑ сыппи ҫинче ҫыхса ҫӳрекен, хальхи вӑхӑта пӗлме тата вӑхӑт хушшисене виҫме кирлӗ хатӗр.
Алӑ сехечӗсен историйӗ XVI ӗмӗрте пуҫланнӑ, XX ӗмӗрте вара анлӑ сарӑлнӑ. Малтан вӗсем хӗрарӑм эрешӗ кӑна шутланнӑ, анчах каярах вӗсене унччен вӑчӑраллӑ кӗсье хронометрӗсене кӑмӑлланӑ арҫынсем ҫыхма тытӑннӑ. Ҫак тапхӑрта сехет механизмӗ нумай улшӑну тӳснӗ.
Алӑ сехечӗн аталанӑвӗ
Пӗрремӗш хут алӑ сехечӗ пирки 1571 ҫулта асӑннӑ, ун чухне акӑлчан патша майри Елизавета I Роберт Дадлирен парнепе яланхилле мар эреш — миниатюра сехечӗ — илнӗ[1]. Каярахпа, 1810 ҫулта, Франци ӑсти Авраам-Луи Бреге, Швейцарире ҫуралнӑскер, Каролина Мюрат, Неаполь патша майри тата Наполеон императорӑн йӑмӑкӗ валли сехет хатӗрленӗ[2][3].
Каярахпа, 1850 ҫултан пуҫласа, ҫакӑн йышши сехете Францире сутма пуҫланӑ, моряксем ӑна питӗ кӑмӑлланӑ, вӗсем кулленхи пурнӑҫра усӑ курма меллӗ пулнине пысӑка хурса хакланӑ. Анчах та алӑ сехечӗсене общество XIX ӗмӗр вӗҫӗнче ҫеҫ йышӑннӑ, йӑлтах нимӗҫ адмиралтействи ҫак аксессуарсен партине тинӗс офицерӗсем валли саккас парсан улшӑннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн алӑ сехечӗ ку таранччен те халӑх кӑмӑлласах усӑ куракан модӑран тухман аксессуар пулса тӑнӑ[4].
Аслӑ Британире алӑ сехечӗ 1910 ҫулта анлӑ сарӑлнӑ, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче вара унӑн ят-сумӗ палӑрмаллах ӳссе кайнӑ. Ун чухне вӗсем чи малтанах авиаторсемпе артиллеристсене кирлӗ пулнӑ. Вӑрҫӑ чарӑнсан алӑ сехечӗ ытти халӑха та илӗртме пуҫланӑ. Тӗпрен илсен, ҫак вӑхӑт тӗлне алӑ сехечӗсен кирлӗ функцийӗсене пурне те шухӑшласа кӑларнӑ пулнӑ. Ҫӗнӗ технологисемпе промышленность аталанӑвне пула алӑ сехечӗсене вӑтам класс та туянма пултарнӑ. Сехет пахалӑхӗ лайӑхлансах, ассортимент вара пӗрмаях сарӑлса пынӑ.
1920-мӗш — 1930-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчи экономика депрессийӗ хыҫҫӑн Анӑҫ Европӑра, уйрӑмах Швейцарире, алӑ сехечӗсене массӑллӑ кӑларма пуҫланӑ. 1939 ҫулта Аслӑ Британире ATP (Army Trade Pattern) сехечӗн хӑйӗн ҫар стандартне туса хатӗрленӗ. Вӑл чылай требовани кӗртнӗ, механизмра 15 чулран кая мар, хурҫӑран е нихромран тунӑ шыв кӳртмен корпус, ытларах шурӑ циферблат тата ҫутатакан радиоактивлӑ йӗпписем пулмалла пулнӑ. Ҫак стандарта пӑханса Швейцарири 17 компани алӑ сехечӗ кӑларнӑ[5].
Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Швейцари фирмисем автоподзавод механизмӗ шутласа кӑларас енӗпе ҫине тӑрса ӗҫленӗ. 1942 ҫулта «Фелс» сехет фирми автоподзаводӑн пӗрремӗш механизмне пурнӑҫа кӗртнӗ, унӑн груз секторӗ кирек хӑш еннелле те пӗр чӑрмавсӑр ҫаврӑннӑ. Тӗрлӗ фирма хушшинчи конкуренци ҫӗнӗ тӗпчевсем ирттерме хавхалантарнӑ. 1948 ҫулта «Эбош» сехет фирми автоподзаводпа пӗрремӗш хӗрарӑм сехетне кӑларнӑ, тепӗр вунӑ ҫултан «Барен Вотч» фирма планетари роторӗллӗ автоподзавод механизмне хатӗрленӗ, вӑл сехет промышленноҫӗн специалисчӗсене кӑсӑклантарса янӑ[6].
1957 ҫулта Японире пӗр-пӗрне улӑштарма пултаракан детальсемлӗ тата ҫыхӑсемлӗ сехетсем, электронлисем те, механикӑллисем те, туса кӑларас енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Яппун алӑ сехечӗсене ҫывӑхри Ази ҫӗршывӗсене кӑна мар, АПШ-на та экспортланӑ. 1959 ҫулта транзисторсемлӗ электронлӑ схемӑсемпе усӑ куракан камертон алӑ сехечӗ хатӗрленӗ[6].
1960 ҫулччен автоподзаводлӑ алӑ сехечӗсем кӑларакан сехетсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗнчен пӗчӗк пайӗ ҫеҫ шутланнӑ. Автоподзавод механизмӗсем тӗрлӗрен пулнӑ, анчах та чи анлӑ сарӑлнисем варринчи груз секторӗллӗ тата сахал пӑрӑнакан конструкциллисем пулнӑ. 1960 ҫулсен пуҫламӑшӗнчен автоподзаводлӑ алӑ сехечӗсене туса кӑларасси тӑрук хӑпарса кайнӑ, вӗсен хитрелӗхӗпе пӗрлех вӑхӑта тӗрӗс кӑтартасси тата шанчӑклӑхӗ ӳснӗ. 1960 ҫул хыҫҫӑн алӑ сехечӗсене конструкцилес тата туса кӑларас ӗҫре чылай улшӑнусем пулса иртнӗ. 1967 ҫулта интеграллӑ схемӑсемлӗ кварц сехетсем тухнӑ.
Хальхи Швейцари сехет промышленноҫӗ 1970-мӗш ҫулсенче пулса иртнӗ «кварц революциийӗ» витӗмӗпе йӗркеленнӗ. Тӗнчери сехет секторӗнче Швейцари производителӗсен тӳпи 1981 ҫул тӗлне 1970 ҫултипе танлаштарсан 40%-ран 17% таран чакнӑ. Ҫакӑ Япони компанийӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе ҫыхӑннӑ, вӗсем хӑйсен сехечӗсене кӑларас тӑкаксене самаях чакарса халӑх туянма пултармалла хаксемпе сутма пуҫланӑ. LED тата LCD-экранлӑ кварц сехечӗсем тӗнчере анлӑ сарӑлни йӑлана кӗнӗ механика сехечӗсене туса кӑларакансене тата ытларах япӑх витӗм кӳнӗ. Анчах та лару-тӑрӑва Николас Хайек шутласа кӑларнӑ Swatch пластик сехетсен массӑллӑ производствине хута янипе улӑштарма май килнӗ.
Майӗпен Хайек никӗсленӗ Swatch Group холдинг пур хак диапазонӗнчи брендсене тытса илнӗ: Breguet, Blancpain, Glashütte Original, Jaquet Droz, Leon Hatt, Оmega, Rado, Longines, Tissot, Certina, Mido, Hamilton, Balmain, CK watch, Flik-Flak (ача сехечӗ) тата Swatch. Унсӑр пуҫне ку йыша ETA тата Frederic Piguet фабрикӑсем кӗнӗ[7].
1920-мӗш ҫулсенче Совет Союзӗнче сехет производствине йӗркелесси патшалӑх шайӗнчи пысӑк тӗллевсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Анчах та совет сехет промышленноҫӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленсен ҫеҫ лайӑх аталанса кайнӑ. Оборона комплексне кӗрекен сехет завочӗсене хӑрушӑ районсенчен илсе тухнӑ. Пӗрремӗш сехет заводне Златоуста, унтан Челябинска куҫарнӑ, иккӗмӗш сехет завочӗ Чистай хулине куҫнӑ. Шӑпах Чистайра паллӑ «Командирские» совет ҫар сехечӗсене кӑларнӑ, вӗсене СССР Хӳтӗлев министерствин ятарлӑ заказӗпе 1965 ҫулта ӑсталанӑ[5].
XXI ӗмӗрте ҫак аксессуар кӑткӑсрах та функциллӗрех пулса тӑнӑ, йӑлана кӗнӗ алӑ сехечӗ вырӑнне цифрӑллӑ «ӑслӑ сехет» килнӗ, вӗсем вӑхӑта кӑтартнисӗр пуҫне сывлӑх мӗнлерех пулнине те сӑнама пултараҫҫӗ[8].
2014 ҫулта Apple компани пӗрремӗш ӑслӑ Watch сехет хатӗрленӗ, вӗсем электронлӑ ҫырусемпе SMS-сене йышӑнма тата ярса пама, ҫавӑн пекех шӑнкӑравлама тата кӗвӗ йӗркелеме пултараҫҫӗ. Сехет фитнес-браслет режимӗпе ӗҫлеме пултарать тата кӑштах iPhone функцийӗсене те пурнӑҫлама пултарать[9].
Тӗп классификацисем
Пӗтӗмӗшле классификаци
- Хронометрсем — пысӑк шайлӑ тӗрӗс ҫӳрекен хатӗрсем (механика тата кварц сехетсем пулаҫҫӗ)[10].
- Хронографсем — автономлӑ секундомер функцийӗллӗ (час-часах хушма циферблатсем пур)[10].
- Дизайнер сехечӗсем — автор ятарласа ӑсталанӑ шутлӑ экземплярсем[10].
- Скелетонсем — механика сехечӗ, вӗсен конструкцийӗ циферблат енчен уҫӑ[10].
- Спорт сехечӗсем — спорт дизайнӗллӗ сехетсем[10].
- Ювелирлисем — паха металран тунӑ сехет механизмӗллӗ тата хаклӑ йышши чулсемпе капӑрлатнӑ эрешлӗ браслетлӑ аксессуар[10].
- Смарт-сехет е ӑслӑ сехет (часофон) — электронлӑ хатӗр, вӑл шӑнкӑравсене, электронлӑ ҫырусене тата SMS-хыпарсене йышӑнма, геолокаци кӑтартма, кӑткӑс шутлавсем тума, смартфонсемпе ҫыхӑнтарма пултарать[8][9][10].
Механизм енӗпе
- Механика сехечӗ. Пружина механизмне алӑпа ҫавӑрттармалли сехет. Механизмӑн пӗчӗк калӑпӑшӗ вӗсене капӑр формӑсемпе кӑларма май парать, хронометрсем вӑхӑт сыпӑкӗсене ҫеккунтран та пӗчӗкрех виҫе таран тӗрӗс виҫме пултараҫҫӗ. Автоподзаводлӑ модельсем пур, унта ятарлӑ роторлӑ механизм сехет хуҫи аллине хускатнипе ӗҫлет. Алӑпа ӗҫлеттерекен механизмсем кӑткӑс, вӗсем нумай сисӗмлӗ детальсенчен тӑраҫҫӗ. Механика сехечӗсем магнит уйӗсен витӗмне питӗ сисӗмлӗ, вӗсене темиҫе ҫулта пӗрре тасатмалла, ӗнерлесе ямалла. Хальхи модельсенче дизайнерсем час-часах скелетонпа усӑ кураҫҫӗ, ҫакӑ корпусӑн витӗр курӑнакан элеменчӗсем урлӑ механизм ӗҫленине сӑнама май парать[11].
- Кварц сехетсем. Батарейкӑран электричество токӗ иртнӗ чухне импульссене палӑртнӑ тӑтӑшлӑхпа генерацилекен кварц кристалӗсене тӗпе хурса йӗркелеҫҫӗ. Усӑ куракан валли информацие мӗнле кӑтартмаллине кура вӗсем аналог тата цифра сехечӗсем ҫине пайланаҫҫӗ. Механика сехечӗпе танлаштарсан, кварц сехетсен тӗрӗслӗхӗ тата ҫирӗплӗхӗ пысӑкрах. Икӗ тӗрлӗ сехетсен те механизмӗсен ӗҫлес вӑхӑчӗсем пӗр пекех, мӗншӗн тесен деталӗсен юрӑхсӑра тухаслӑхӗ пӗрешкел, ҫапах та кварц батарейки 10 ҫул таран ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтрах кварц сехечӗн функцийӗ механика моделӗсенчен чылай ирттерет — вӗсем хальхи вӑхӑта кӑтартаҫҫӗ ҫеҫ мар, куна та кӑтартаҫҫӗ, календарьпе ӗҫлеме тата будильник лартма май параҫҫӗ[11].
- Электронлӑ сехет. Кварц сехечӗн пӗр тӗсӗ шутланать. Ҫакӑн пек принциппах ӗҫлеҫҫӗ, уйрӑмлӑх вӑхат кӑтартакан (тепӗр чухне сехет йӗпписем евӗрлех) цифра дисплейӗнче кӑна[11].
- Кинетика сехечӗ. Сехет хуҫи аллине силленине энергие куҫаракан ятарлӑ механизмлӑ, батарейкӑсене улӑштарма е алӑпа ҫавӑрттарса ӗҫлеттермелле мар[12].
Харпӑрлӑх тӑрӑх
Хальхи вӑхӑтри алӑри сехете камсем усӑ курнине кура ҫакнашкал уйӑраҫҫӗ[10]:
- шултра циферблатлӑ арҫын сехечӗсем;
- хӗрарӑм сехечӗсем, ытларах хӳхӗмлӗхпе палӑрса тӑраканнисем тата час-часах тулӑх декорпа илемлетнӗскерсем;
- ҫӑмӑл, ҫирӗп тата гипоаллергенла материалсенчен ӑсталанӑ ача-пӑча сехечӗсем, циферблатне вара час-часах юмахри е мультипликаци сӑнарӗсемпе илемлетнӗ.
Вӑхӑта кӑтартнӑ мелпе
Хальхи алӑ сехечӗсен вӑхӑта кӑтартмалли тӗрлӗ мел пур:
- классика — икӗ (сехет + минут) е виҫӗ (сехет + минут + ҫеккунт) йӗплӗ сехет;
- цифра — электронлӑ дисплей ҫинче кӑтартакан сехет;
- комбинациллӗ — йӗпписем те, дисплей ҫинче тухакан хисепсем те пур сехет;
- бинарлӑ — пӑнчӑсемле, патаксемлӗ, тӗслӗ пайӑркасемле тата тӗрлӗ геометри фигурисемлӗ е ытти вариантсемлӗ сехет.
Циферблатсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ (йӗплӗ, хутӑш, хисеплӗ), сехетри вӑхӑта кӑтартмалли тӑватӑ меслет пур (араб е рим хисепӗсемпе, хутӑш вариант е ахаль паллӑсемпе).
Сехетсен хушма функцийӗсем
Хальхи хронометрсен тӗп функцисӗр — вӑхӑт кӑтартнисӗр — пуҫне, хушма майсем чылай, вӗсенчен ҫаксене палӑртма пулать:
- дисплей ҫутални,
- автоподзавод,
- будильник,
- вибросигнал,
- GPS,
- календарь,
- уйӑх календарӗ е уйӑх фазисен кӑтартӑвӗ,
- ҫырмалли,
- утӑм шутлакан,
- пысӑках мар калӑпӑшлӑ информаци упрамалли Flash-астӑвӑм,
- компьютерпа ҫыхӑнтармалли mini-usb порт.
GPS функциллӗ сехетсене час-часах компаспа тивӗҫтереҫҫӗ, вӗсем шыв кӗменлӗхӗпе тата ҫирӗплӗхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ[11].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Вуламалли
Ечевская О.Г. Наручные часы: время и социальная идентичность после модерна // Журнал социологии и социальной антропологии : журнал. — 2007. — Т. 10, № 1. — С. 96—107.
Ӑнлантарусем
- ^ Кирилл Шевелев. Когда появились наручные часы? Научно-популярный журнал «Как и Почему» (10 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Cogs of war: Napoleon’s timepieces (англ.). The Sunday Times. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Первые наручные часы. breguet.com. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Богданов И. Ф. История механических часов: 700 лет совершенствования // Евразийский научный журнал. — .
- ^ 1, 2 Елизавета Епифанова. Часы войны: история возникновения наручных часов. Вокруг света. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Пипуныров В. Н. История часов с древнейших времен до наших дней. — Наука, 1982. — 496 с.
- ^ Эксперты: Часовщики с ужасом вспоминают "кварцевую революцию" 70-х годов. Российская газета (20 ҫӗртмен 2013). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Кравченко С. А., Кравченко С. А. “Умные часы” как фактор становления гибридной коммуникации между врачом и пациентом // Communicology. — 2021. — № 3. — .
- ^ 1, 2 Антон Благовещенский. Компания Apple представила умные часы Watch и новый MacBook. Российская газета (10 пушӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Какие бывают виды часов. Ювелирное дело (4 пушӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Наталья Ерофеевская. Какие бывают наручные часы? sunmag.me (8 ҫурлан 2018). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Кинетические часы: что это такое и как они работают. promenter.ru (9 чӳкӗн 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ.