Ласточкин Яков Куприянович
Ласточкин Яков Куприянович ({{ҫур. 1899, Мӑштавӑш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — педагог[1].
Кун-ҫулӗ
Шӑнкасри пуҫламӑш шкулта, Иккассинчи икӗ класлӑ училищере (1916) пӗлӳ илнӗ. 1917–1919 ҫулсенче Кӳкеҫ вулӑс управленийӗнче делопроизводитель пулса ӗҫленӗ. 1919 ҫулта чухӑнсен комитетӗнче секретарь пулса ӗҫленӗ. Кайран ӑна Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ, пулеметчиксен шкулӗнче вӗреннӗ хыҫҫӑн ӑна Тухӑҫри фронта пулеметчиксен ушкӑнӗн начальникӗ пулма янӑ. Аманнӑ, сывлӑха пула хӗсметрен хӑтарнӑ (1920)[2].
Хӗсметрен таврӑнсан ӑна Чӑваш Республикин ҫар комиссариачӗн тӗпчев комиссийӗн секретерьне лартнӑ. 1921 ҫулта Атӑлҫум ҫар округне, Мускав хулинчи 428-мӗш стрелоксен бригадин арми штабне янӑ. Сывлӑхӗ япӑх пулнӑран 1922 ҫулта ӑна хӗсметрен хӑтарнӑ[1].
1931–1933 ҫулсенче И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППИ естествознани факультетӗнче пӗлӳ илнӗ[2].
1934–1937 ҫулсенче Шӑнкасри пуҫламӑш шкулта, 1937–1942 ҫулсенче Котеркассинчи пуҫламӑш шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1943–1944 ҫулсенче Шупашкар райканаш председателӗн ҫумӗ, 1944 ҫултанпа — Шӑнкас ял канашӗн председателӗ, 1947 ҫултанпа — «Самолет» колхоз председателӗ[1].
Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Пӗчченхырта, Шупашкар районӗнчи Колешшари шкулсенче ачасене вӗрентнӗ[2].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 235. — 505 с.