Линдт Ирина Викторовна

Линдт Ирина Викторовна (ним. Irina Lindt; ҫур. 1974 ҫулхи акан 15-мӗшӗ, Алматы) — Раҫҫейри театрпа кино актриси. Вӑл — нимӗҫ йӑхӗнчен. 2020 ҫултанпа Ирина Линдт М. Горький ячӗллӗ МХАТра вылять. Унччен вӑл Таганка театрӗнче ӗҫленӗ[2].

Пурнӑҫӗ

Ҫамрӑк ҫулӗсем

Ирина Линдт 1974 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче Алма-Ата хулинче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ нимӗҫ, вӑл ҫар музыканчӗ пулнӑ. Ашшӗ ӗҫӗпе ҫемье Германире пурӑннӑ. 1991 ҫулта Ирина шкула Германире ылтӑн медальпе вӗҫленӗ. Шкул хыҫҫӑн вӑл Алма-Атана таврӑннӑ та Казах наци университечӗн журналистика факультетне вӗренме кӗнӗ. Унпа пӗр вӑхӑтрах вӑл консерваторире классика вокалӗпе театр студийӗнче вӗреннӗ.

1992 ҫулта Ирина Линдт Мускаври Б. Щукин ячӗллӗ Театр училищин актӑр факультетне вӗренме кӗнӗ. Вӑл Юрий Шлыковӑн курсӗнче вӗреннӗ.

Карьера

1996 ҫулта Ирина училищене хӗрлӗ дипломпа вӗренсе пӗтернӗ. Ҫав ҫултах вӑл Ю. Любимов ертсе пыракан Таганка театрӗн актриси пулса тӑнӑ. Ирина Линдт 2020 ҫулччен Таганка театрӗнче ӗҫленӗ. Кайран вӑл М. Горький ячӗллӗ МХАТ труппине куҫнӑ[2].

Ирина Линдт кинора тата телевиденире 20 ытла роль вылянӑ. Вӑл Валерий Золотухин ячӗллӗ Культура фончӗн директорӗ шутланать[3]. 2018 ҫултанпа вӑл «Премьера» ятлӑ Ачасен театр центрне ертсе пырать[4].

Харпӑр пурнӑҫӗ

2004 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗнче Ирина Линдт Валерий Золотухинран Иван ятлӑ ывӑл ҫуратнӑ[5]. Иван та актӑр пулса тӑнӑ. Вӑл Олег Табаков ячӗллӗ Театр шкулӗнче вӗренет тата Олег Табаков театрӗн спектаклӗсенче вылять[6].

2024 ҫулта актриса пӗлтернӗ тӑрӑх, Валерий Золотухинӑн еткерӗ пирки каллех хирӗҫӳ ҫӗкленнӗ. Ирина Линдт хӑйӗн ывӑлӗн интересӗсене хӳтӗлет[7][8].

Ӗҫӗсем

Театр

«Гистрион» театрӗ (Раҫҫейри нимӗҫсен театрӗ)
  • Э.-М.Ремарк «Триумфальная арка» — Кэт Хегстром (нимӗҫ чӗлхипе), реж. Эрвин Гааз
Таганка театрӗ
  • Ф. М. Достоевский «Подросток» — Лиза, Оля
  • А. С. Пушкин «Борис Годунов» — патша хӗрӗ Ксения
  • М. А. Булгаков «Мастер и Маргарита» — Маргарита
  • Ф. М. Достоевский «Братья Карамазовы» — Грушенька
  • В. Ерофеев «Москва-Петушки» — Вӑл (реж. В. Л. Рыжий)
  • П. Вайс «Марат и маркиз де Сад» — Шарлотта Корде
  • Т. Харрисон «Квадратные круги» — Юстус фон Либих
  • Э. Ионеско «Король умирает» — королева Мари
  • У. Шекспир «Двенадцатая ночь» — Виола, Цезарио, Себастьян (Виолӑн шӑллӗ)
  • Генрик Ибсен «Гедда Габлер» (реж. Гульнара Галавинская) — Гедда Габлер
«Ҫӗнӗ Опера» театрӗ
  • «Tomorrowland» акӑлчан мюзиклӗ — Катя (реж. Джон Адамс, комп. Эндрю Уайт) (вырӑсла тата акӑлчанла)
Высоцкий центр-музейӗ
  • Пушкин «Моцарт и Сальери» — Моцарт (реж. А. Максимов)
Дубровка ҫинчи Театр центрӗ
  • «Норд-Ост» мюзикл — Татаринова Мария Васильевна[9] (музыки, либретто, постановка — Г. Васильев, А. Иващенко)
  • «Обыкновенное чудо» мюзикл — Асамҫӑ арӑмӗ
SPAC (Сидзуокари исполнительство ӳнерӗсен центрӗ, Япони)
  • «Сирано де Бержерак» — Роксана (реж. Тадаси Судзуки)
Уйӑх театрӗ
  • «Мэри Поппинс — NEXT» — Мэри Поппинс (реж. С. Проханов)
  • «Мата Хари: „куҫ кулӗ“» — Гертруда Целле (вӑлах Мата Хари) (реж. Д.Попова)
  • «Орфей и Эвридика» — Эвридика (реж. Г.Галавинская)
Stage Entertainment Russia театр компанийӗ
  • «Звуки музыки» («The Sound of music») мюзикл — Эльза Шрёдер
М. Горький ячӗллӗ МХАТ
  • «Мастер и Маргарита» — Маргарита[10]
  • «Три сестры» — Маша
  • «Есенин хӗрарӑмӗсем» — Айседора Дункан[10]
  • «Нюрнберг вальсӗ» — Марлен Дитрих[10]
  • «Золушка» — Фея[10]
  • «Кӗвакал тум» — Наташа[11]
  • «Хӗрлӗ Моцарт»[12]

Фильмографи

Ҫул Ячӗ Роль
2000 ф Игра в любовь Юлия
2003 ф Женская логика-3 Марина
2004 с Богатство Незнакомка
2006 ф Женские истории Анна
2007 ф Любовь одна Ольга
2007 ф Варварины свадьбы Варвара
2007 ф Миллионер поневоле Вероника
2008 ф Ключи от счастья Нина Алексеевна, учительница
2008 ф Уравнение со всеми известными Вера Крафт
2009 ф При загадочных обстоятельствах Екатерина Борисовна Тужилина
2010 с Точка кипения Ирэна
2010—2011 с Институт благородных девиц Нина Воронцова
2011 ф Дед Анна Николаевна
2012 ф Частное пионерское Мишка амӑшӗ
2013 ф Повороты судьбы Варвара, Люда йӑмӑкӗ
2013 с Тайны института благородных девиц Нина Воронцова
2013 ф Точка взрыва Татьяна Алексеевна Крамер, Денис арӑмӗ
2014 ф Курортная полиция Ирина Самойленко, курорт полицийӗн пуҫлӑхӗ
2024 с Весьма непрост Клара Карлотто, Карло арӑмӗ

Дубляж

  • 1964 — Мэри Поппинс — Мэри Поппинс (Джули Эндрюс ролӗ).

Наградисем тата премисем

  • Вырӑс романсне ӑсталанӑшӑн «Хризантема» конкурсӗн лауреачӗ (1996);
  • «Триумф» ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ (2000). Ку премие вӑл «Марат и маркиз де Сад» спектакльти ролӗшӗн тивӗҫнӗ.
  • Раҫҫей Культура министрӗн Тав сӑмахӗ[13].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Irina Lindt // Česko-Slovenská filmová databáze (чеш.) — 2001.
  2. ^ 1, 2 Ирина Линдт рассказала, почему не стала работать под руководством Ирины Апексимовой. Starhit. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
  3. ^ Ирина Линдт. Михайловский театр. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
  4. ^ О нас. Театральный центр «Премьера». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
  5. ^ Ирина Линдт в роли матери. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ.
  6. ^ Иван Золотухин. Московский театр Олега Табакова. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
  7. ^ Линдт заявила о новой борьбе за наследство актера. TVCenter. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
  8. ^ Адвокат посоветовал любовнице Золотухина биться за наследство. Teleprogramma. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
  9. ^ Ирина Линдт в мюзикле «Норд-Ост». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ.
  10. ^ 1, 2, 3, 4 Ирина Линдт. Вокруг ТВ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
  11. ^ Ирина Линдт исполнит главную роль в спектакле «Розовое платье». Teatron. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
  12. ^ Ирина Линдт, Алика Смехова и Алиса Гребенщикова вступают в актерский коллектив МХАТ им. М. Горького. World Podium. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
  13. ^ Ирина Линдт – Труппа – МХАТ им. М. Горького (выр.). ART-THEATRE.RU. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.