Лисков Григорий Григорьевич

Григорий Григорьевич Лисков (1890 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ е 1895, Чӑвашкасси, Чӗмпӗр кӗпӗрни1963 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ) — Раҫҫей композиторӗ, фольклорист тата музыка вӗрентекенӗ. Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1940). СССР Композиторсен союзӗн пайташӗ (1940).[1][2]

Пурнӑҫӗ

Григорий Григорьевич Лисков 1890 е 1895 ҫулта Чӗмпӗр кӗпӗрнин Чӗмпӗр уесӗнчи Вӑтам Улхаш ялӗнче (халӗ Чӗмпӗр облаҫӗн Чӑнлӑ районӗ) ҫуралнӑ. Чӑваш.

Чӗмпӗрти чӑваш вӗрентекенсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ — ҫак шкулпа Чӑваш Енри профессионал музыка культури ҫурални тӳрремӗн ҫыхӑннӑ. Чӑваш Енри пӗрремӗш профессионал музыканчӗсенчен пӗри, Чӑваш Ен Композиторсен пӗрлӗхне никӗслекенсенчен пӗри. 1941 ҫулта Мускаври Тӗп музыкӑпа педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ.

Хӗрарӑмсен педагогика курсӗсенче тата Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ ҫумӗнчи икӗ класлӑ прихут училищинче скрипка вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ. Элӗкри аслӑ пуҫламӑш училищинче тата Етӗрне районӗнчи Мӑн Чураш ялӗнчи вӗрентекенсен семинирийӗнче вӗрентнӗ.

1931–1935 ҫулсенче Шупашкарти музыка тата театр техникумӗнче вӗрентнӗ. Чӑваш ӑслӑлӑх тӗпчев институчӗн (халӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ) ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ.

1945 ҫулта Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче ӗҫленӗ.

Пултарулӑхӗ

1913–1914 ҫулсенче чӑваш халӑх юррисене пухма тата тишкерме пуҫланӑ. Пултарулӑхӑн тӗп жанрӗсем — юрӑпа хор хайлавӗсем, ҫавӑн пекех симфони тата духовой оркестрсем валли ҫырнӑ пьесӑсемпе сюитӑсем. Лисков 1930–1950-мӗш ҫулсенче ҫырнӑ юрӑсем халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ. И. Н. Ивник сӑввисемпе ҫырнӑ «Пурӑнмашкӑн пурнӑҫ тулӑх», «Ирхи Атӑл» юрӑсем халӑх юрлакан репертуара кӗнӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче Лисков пултарулӑхӗнче совет патриотизмӗ тӗп вырӑн йышӑннӑ. Массӑллӑ ҫар юррисен жанрӗнче М. Г. Ястран сӑввипе ҫырнӑ «Атьӑр, тантӑшсем, каятпӑр» юрӑ питӗ паллӑ пулса тӑнӑ. Музыка инструменчӗсем валли хайлавсем, ҫав шутра чӑваш халӑх кӗввисем тӑрӑх сюитӑсем, театр валли музыка («Чакка» — С. Эльгерӑн, «Нарспи» — К. Ивановӑн, «Тутимер» — Я. Ухсайӑн, «Пусмӑр айӗнче» — С. Эльгерӑн) хатӗрленӗ. Фольклор пухнӑ, Чӑваш Енре, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Ӗренпур тата Чӗмпӗр облаҫӗсенче пухнӑ 1300 яхӑн юрӑпа инструмент кӗввисене тишкерсе хатӗрленӗ. Шкул ачисем валли 4 юрӑ пуххи хатӗрлесе кӑларнӑ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1940).

Астӑвӑм

Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗнче Лисков ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ материалсем упранаҫҫӗ[3]. Патшалӑх истори архивӗ Лисковӑн пултарулӑхне халалласа курав хатӗрленӗ[4]. Композитор ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ мероприятисем вӑхӑтӗнче куравпа Чӑваш Енри ҫамрӑк музыкантсем кайса паллашнӑ[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Лисков Григорий Григорьевич. Чӑваш энциклопедийӗ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ.
  2. ^ Лисков Григорий Григорьевич — композитор. Чӑваш Ен несӗлӗ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ.
  3. ^ Чӑваш Республикин Хальхи истори архивӗ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ.
  4. ^ Патшалӑх истори архивӗ Хирбю выставкине хатӗрленӗ. chuvash.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ.
  5. ^ Ҫамрӑк музыкантсем Григорий Хирбю композитор ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа уҫнӑ выставкӑна кайса курнӑ. Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ.

Вуламалли

  1. Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхин, «Чăваш Енĕн композиторĕсем», Шупашкар, 2014.
  2. Ахрат, И. Чунсене эс юрăпа йăпатрăн / И. Ахрат // Ялав. – 1980. – № 12. – С. 28 ; çавах // Хыпар. – 2000. – 29 чӳк.
  3. Ахрат, И. «Эпĕ – Вăтам Улхашран» / И. Ахрат // Хресчен сасси. – 2000. – 5 раштав.
  4. Давыдов-Анатри, В. Асаилӳсем / В. Давыдов-Анатри // Тăван Атăл. – 1992. – № 1. – С. 68. – Содерж.: Лисков юррисем янăраççĕ.
  5. Давыдов-Анатри, В. Лисков кӗввисем янӑраҫҫӗ / В. Давыдов-Анатри // Хыпар. – 2010. – 1 утӑ. – С. 3. – (Литературӑпа ӳнер кӑларӑмӗ / кӑларӑма Н. Смирнова хатӗрленӗ).
  6. Илюхин, Ю. Ватă композитор / Ю. Илюхин// Коммунизм ялавĕ. – 1960. – 29 нояб.
  7. Илюхин, Ю. Пирвайхисенчен пĕри / Ю. Илюхин // Коммунизм ялавĕ. – 1990. – 27 нояб.
  8. Илюхин, Ю. Композитор, педагог / Ю. Илюхин // Ялав. – 1960. – № 12. – С. 30.
  9. Юман, А. Композитор парнисем : [Григорий Лисков çинчен] / А. Юман // Хыпар. – 2011. – 9 çĕртме. – С. 3. – (Чăваш тĕнчи : хушма кăларăм / кăларăма Татьяна Кротова хатĕрленĕ ; № 5).
  10. Илюхин, Ю. В числе зачинателей / Ю. Илюхин // Совет. Чувашия. – 1990. – 13 дек.
  11. Илюхин, Ю. Композитор, фольклорист, педагог / Ю. Илюхин // Совет. Чувашия. – 1980. – 28 нояб.
  12. Илюхин, Ю. А. Лисков Григорий Григорьевич / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 252.
  13. Илюхин, Ю. А. Лисков Григорий Григорьевич / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 452-453.

Каҫӑсем