Лячин Геннадий Петрович
Лячин Геннадий Петрович — АШРК "Курск" командирĕ. Вăл 1955 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Волгоград облаçĕн Сарпинский районĕнче çуралнă. Вырăс. 2000 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче АШРК «Курск» сирпĕнсе кайнă чухне экипажпа пĕрле паттăррăн пуçне хунă. Раççей Паттăрне 2002 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Санкт-Петербургри Серафимов çăвинче, паттăрсен аллейинче, пытарнă.
Кун-çулĕ
1963—1972 çулсенче Волгоградри № 85 ватам шкулта вĕреннĕ. 1977 çулта Ленинградра (халĕ Санкт-Петербург) Ленин комсомол ячĕллĕ Аслă тинĕс-çар шывай училищинче вĕренсе тухса Видяево тинĕс çар базине хĕсмете пынă. Çамрăк офицер Çурçĕр флотĕнчи К-58 дизель шывай киммин БЧ-2 командирĕ пулса тăрать. 1984 — 1986 çулсенче 3-мĕш ранг капитанĕ Геннадий Лячин - Б-77 шывай киммин аслă пулăшăканĕ (старпом). Офицерсен курсĕсене пĕтернĕ хыççăн 2 ранг капитанĕ Лячин каллех старпом, ПЛ Б-478 шывай кимми çинче.
Хисепĕсем
- Раççей Паттăрĕ
- Мемориал хăми, Волгоград, Дзержински районĕ, 85-мĕш шкулĕ.
- 85-мĕш шкула Г.П.Лячин ятне тивĕçтернĕ.
- "Курск хулин Хисеплĕ гражданинĕ.
Каçăсем
Лячин Геннадий Петрович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Лячин Геннадий Петрович. Проект «Кольский Север». Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
- Последнее интервью Геннадия Лячина
- Герою России Лячину Геннадию Петровичу посвящается… 2007 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Кондрашов, Александр. Подводная война разведок — За что был представлен к званию Героя России Геннадий Лячин? Аргументы Недели (30 чӳкӗн 2011). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
- Музей памяти Геннадия Петровича Лячина в школе № 85 (Волгоград). МОУ СОШ № 85 г. Волгограда. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.