Лёнин Александр Васильевич

Лёнин Александр Васильевич (1915 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ, Иваньково-Дурасово, Улатӑр уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни[1]1984 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ, Иваньково-Ленино, Улатӑр районӗ, Чӑваш АССР) — совет ял хуҫалӑх производствинче малта пыракан, Чӑваш АССРӗн Улатӑр районӗнчи «Красный луч» колхоз председателӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1966)

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1915 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Улатӑр уесӗнчи Иваньково-Дурасово ялӗнче (халӗ — Чӑваш Республикин Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ял) ҫуралнӑ. Чӑваш.

Ялти шкултан вӗренсе тухсан вырӑнти «Красный луч» ялхуҫалӑх артелӗнче ӗҫленӗ.

1937 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 1938 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ, тепӗр хут 1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче мобилизациленӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтӗнче 1942 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнчен пуҫласа. Стрелоксен ротин командирӗ Калинин фронтӗнчи Ржев патӗнчи ҫапӑҫусене тата Кӑнтӑр-Анӑҫ фронтӗнчи хӳтӗлев ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ, икӗ хутчен аманнӑ.

1943 ҫулхи раштав уйӑхӗнче йывӑр аманса сулахай аллин пӳрнисене татнӑ хыҫҫӑн А. В. Лёнин лейтенанта ҫартан комиссиленӗ, тӑван ене таврӑннӑ. Малтан колхоз председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ, пӗр вӑхӑтрах парти организацийӗн секретарӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, 1945 ҫултанпа — Иваньково ял Канашӗн председателӗ.

1951 ҫулта, кунти хуҫалӑх вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи аркатуран аран-аран ураланма пуҫласан, А. В. Лёнина «Красный луч» колхоз председательне суйланӑ. Александр Васильевич ертсе пыма пуҫласан колхозри пурнӑҫ юсанма пуҫланӑ.

Хуҫалӑхра пысӑк тухӑҫлӑ тырӑ, кӗрпе, выльӑх апачӗлӗх культурӑсем туса илессине йӗркеленӗ, ҫавна пула тыр-пул, ҫӗрулми, уй-хирти ытти ҫимӗҫ тухӑҫӗ ӳснӗ. Колхозра производство базине тӗллевлӗн ҫирӗплетсе пынӑ: ҫӗнӗ мастерскойсем, гаражсем, складсем, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен фермӑсем хӑпартнӑ. Хуҫалӑх выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессин пур отрасльне аталантарассипе те — аш-какай, сӗт-ҫу, ҫӑм, ҫӑмарта туса илессипе — районта чи ҫӳллӗ шайра пулнӑ.

Уй-хир тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫри производство процесӗсене комплекслӑ механизацилес ыйтусене татса пама пуҫланӑ: кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсенче ӗне сумалли установкӑсем, тырӑ тасатмалли тата типӗтмелли пӗрремӗш комплекс, витнӗ йӗтемсем тунӑ.

Улатӑр районӗнче Иваньково ялӗнчен пысӑк социаллӑ объектсем хӑпартма тытӑннӑ: участок больници, районти чи пысӑк вӑтам шкулсенчен пӗри, ача пахчисем, Культура ҫурчӗ, тӗп усадьбӑпа бригадӑсен административлӑ ҫурчӗсем, колхозниксемпе специалистсене валли пурӑнмалли кил-ҫурт. «Красный луч» колхоз районти экономика тӗлӗшӗнчен чи ҫирӗп те пуян хуҫалӑх, республикӑра чи лайӑххисенчен пӗри, шутланнӑ.

1959 ҫулхи кӗркунне виҫӗ хуҫалӑх пӗр пысӑк «Красный луч» колхоза пӗрлешнӗ, ҫавна пула сухалакан ҫӗр 4 пин гектар таран ӳснӗ, унӑн председательне А. В. Лёнина суйланӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1966 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе тулӑ, ыраш, хуратул, рис, ытти пӗрчӗллӗ тата выльӑх апачӗлӗх культурӑсене пысӑк тухӑҫлӑ туса илнӗшӗн тата техникӑпа пысӑк пахалӑхлӑ усӑ курнӑшӑн Александр Васильевич Лёнина Ленин орденӗпе «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ[2].

1976 ҫулта А. В. Лёнин чӗрӗк ӗмӗр колхоза ертсе пынӑ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.

Иваньково-Ленино тӑван ялӗнче пурӑннӑ, 1984 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вилнӗ.

Обществӑлла ӗҫ

1941 ҫултанпа КПСС пайташӗ. СССР Аслӑ Канашӗн 7-мӗш (1966—1970) тата 8-мӗш (1970—1974) суйлавӗсен, Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн 6-мӗш суйлаври (1963—1967) депутачӗ, Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн председателӗн заместителӗ, КПСС Чӑваш обкомӗн пайташӗ, КПСС Улатӑр райкомӗн бюровӗн пайташӗ темиҫе хутчен те пулнӑ, КПСС XXII съезчӗн делегатне суйланнӑ.

Пенсие кайсан та общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ: «Пӗлӳ» обществӑн районти организацийӗн яваплӑ секретарӗ, Улатӑр районӗнчи халӑх депутачӗсен Канашӗн ӗҫтӑвкомӗ ҫумӗнчи ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комиссин яваплӑ секретарӗ пулнӑ.

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ныне — Алатырский район, Чувашия, Россия.
  2. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР. Люди труда - гордость Чувашии.

Вуламалли

  • Алексеев, В. Н. Александр Васильевич Лёнин: 1915-1984. Получил колхоз в запущенном состоянии // Работники сельского хозяйства. — Чебоксары, 2014. — С. 225-238 : фот.
  • Васильев, А. Колхозный вожак / А. Васильев // Советская Чувашия. — 1961. — 2 окт.
  • Лёнин Александр Васильевич // Ими гордится Чувашия : их имена занесены в Почетную Книгу Трудовой Славы и Героизма ЧАССР / сост.: М. В. Демидов, – Чебоксары, 1987. – С. 26-27 : фот.
  • Мадебейкин, И. Н. Лёнин Александр Васильевич / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 432.
  • Маркеев, В. Экран рассказывает о красоте человеческой / В. Маркеев // Советская Чувашия. — 1963. — 6 янв.
  • Лёнин Александр Васильевич // Ими гордится Чувашия. — Чебоксары, 1987. — С. 26-27.
  • Пейков, Н. С думой о четвертом годе / Н. Пейков // Советская Чувашия. — 1973. — 14 окт.
  • Скворцов, А. Мудрость вожака : [о Герое Соц. Труда А. В. Лёнине] / А. Скворцов // Наши земляки – Герои Социалистического Труда : [сб. очерков] / ред.: Н. С. Павлов. – Чебоксары, 1971. – С. 198-200 : фот.
  • Филин, К. Хамăр çын : [Улатăр районěнчи «Красный луч» колхоз председателě çинчен] / К. Филин // Малтисем : [очерки] / [худож. Ю. И. Богдяж]. – Шупашкар, 1965. – С. 209-226.
  • Филин, К. Путь к сердцу колхозника / К. Филин // Советская Чувашия. — 1964. — 13 окт.
  • Шорников, А. М. Лёнин Александр Васильевич / А. М. Шорников // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 251.