Магдалена Гурска

Магдалена Гурска (пол. Magdalena Górska; ҫур. 1981 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ, Варшава, Польша) — поляк актриси.

Пурнӑҫӗ

Магдалена Гурска 1981 ҫулта ҫуралнӑ. 2004 ҫулта вӑл Польшӑри Варшава театр академийӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Магдаленӑн кил-йышӗнче актёрсем пулман, анчах унӑн амӑшӗ ачаллах хӗрне театр шкулне вӗренме янӑ, ҫакӑ вара пулас ӑсталӑха палӑртнӑ. Актриса театр сцени ҫинче вуникӗ ҫул тултарсан «Пӗчӗк Джек арканни» спектакльте выляса дебютланӑ, вунпиллӗк ҫулта вара кинора пӗрремӗш хут ӳкерӗннӗ («Клан» сериалта). 2004 ҫулта Магдалена Гурска Варшавӑри Театр академийӗ ҫумӗнчи студире пӗлӳ илнӗ. Хӗр Кристиан Лупа театрӗпе питӗ кӑсӑкланса магистр диссертацине «Кристиан Лупа театрӗ тавра» темӑпа хӳтӗленӗ.

Театрти пӗрремӗш тӗп роле актриса Шмитпа Петр Фрончевскисен «Фредерик, е преступленисен бульварӗ» спектакльте вылянӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, хӑйӗн карьеринче Магдалена Гурска Ян Якуб Кольски, Кшиштоф Занусси, Владислав Пашиковски тата ытти паллӑ режиссёрсемпе ӗҫлеме пултарнӑ. Вӑл «Магда М.», «Преступленисем», «Л — Любовь» сериалсенче вылянӑ.

Артистка карьерине ют ҫӗрте ӗҫлени питӗ пысӑк витӗм кӳнӗ. 2007 ҫулта Магдалена Гурска кастинг витӗр тухнӑ, ӑна Раҫҫейре ӳкернӗ «В июне 41-го» фильмра совет салтакне юратнӑ Ханна поляк хӗрачин рольне выляма ҫирӗплетнӗ[3][4]. Ҫав ҫулах актриса «Стоун вӑрҫи» (АПШ, Финлянди, Итали тата Литва пӗрле ӳкернӗ) фильма ӳкерӗнме хутшӑннӑ, 2009 ҫулта вара украинсен «Только любовь» сериалӗнче пӗр роле вылянӑ. «Беларусьфильм» киностудинче ӳкернӗ «Покушени» сериалта хутшӑнни те питӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ, Магдалена Гурска унта Дмитрий Певцовпа, Данила Козловскипе тата ытти паллӑ актёрсемпе пӗрле вылянӑ.

Харпӑр пурнӑҫӗ

Актриса Войцех Урбанский режиссёрпа мӑшӑрланнӑ. 2011 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче Магдалена Нина хӗре ҫуратнӑ. 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче вӑл иккӗмӗш хӗре — Еленӑна — ҫуратнӑ[5][6].

Фильмографи

  • 2010 — Покушение — Рада
  • 2010 — Только любовь — акӑлчан чӗлхине вӗрентекен хӗр, Ольга
  • 2009 — В буре — Магда
  • 2008 — В июне 41-го — Ханна
  • 2008 — Каменная война — Даша
  • 2008 — Приманка — медэксперт
  • 2007 — Тестостерон — «Оазри» хӗр
  • 2006 — Мы все Христы — студентка
  • 2005 — Магда М. — Алина Галицкая
  • 2005 — Обречённый на блюз — Грюбер пулӑшуҫи
  • 2004 — Сцены из восстания — Магда санитарка
  • 2004 — Преступления — Патрисия Бродецкая
  • 2004 — «Л» значит Любовь — Оля Моравская
  • 2001 — Ведьмак — Адда

Ӑнлантарусем

  1. ^ Internet Movie Database (англ.) — 1990.
  2. ^ Magdalena Górska // Česko-Slovenská filmová databáze (чеш.) — 2001.
  3. ^ Сергей БЕЗРУКОВ: «Мой герой — один из тысяч солдат и офицеров». Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ.
  4. ^ Польская актриса Магдалена Гурска выбирала себе вышиванки. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ.
  5. ^ Magdalena Górska wyeksponowała ciążowy brzuch. To już piąty miesiąc. Kreacja? Ryzykowna! Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ.
  6. ^ Aktorka «Klanu» urodziła. To jej drugie dziecko. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.