Май Порецкий

Май Порецкий (чӑн хушамачӗ Майоров Владимир Николаевич; ҫур. 1963 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ, Долгая Поляна, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — бард, композитор, усламҫӑ. Шупашкарти «МАЙтеатр» йӗркелӳҫи.

Пурнӑҫӗ

Владимир Майоров Пӑрачкав районӗнчи Долгая Поляна ялта вӗрентекенсен килӗнче ҫуралнӑ[1][2].

Пӗлӳ илни тӑрӑх — инженер-механик[1]. Ракета ҫарӗнче (РВСН) офицер пулса хӗсметре тӑнӑ[1][2].

Автослесарь, шофёр, механик пулса пуҫланӑ. Малтанах автотранспорт предприятийӗн (АТП) директорӗ пулса ӗҫленӗ[1][2]. 25 ытла «А-Керамик» МНПП ТМЯП-а (Парачкав кирпӗч савучӗ) ертсе пырать[1].

Пултарулӑхӗ

Май Порецкий Сергей Есенинӑн сӑмахӗсемпе юрӑсем хайлать[2].

Мускаври «Гнездо глухаря» бард-клубӗнче «Я московский озорной гуляка…» программӑпа хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Есенинӑн ҫуралнӑ кунӗнче (юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче) концерт панӑ[2].

Альбомӗсем

  • «С любовью»[2];
  • «Корабль детства»[2].

Театр проекчӗ

Владимир Майоров (Май Порецкий) Шупашкарта «МАЙтеатр» проекта йӗркеленӗ, унӑн ӗҫне аталантарать[3][1].

Ҫемье

Ашшӗпе амӑшӗ — Анна тата Николай Майоровсем[2].

Авланнӑ, ывӑл ачапа хӗрача пур[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Ценить прошлое, понять настоящее, верить в будущее (выр.). d-r.su. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 На слуху и на виду (выр.). Советская Чувашия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ.
  3. ^ Театр МАЙтеатр в Чебоксарах (выр.). visitvolga.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ.
  4. ^ Гнездо глухаря — Май Порецкий: Ближайшие концерты и трансляция концертов online. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ.