Макарова Антонина Макаровна

Антони́на Мака́ровна Мака́рова (качча кайсан Ги́нзбург), «Тонька-пулемётчица» витлевĕ (1921ҫурла, 11 1979) —Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тапхăрĕнчи Локоть тăрăхĕн палачĕ, нимĕç оккупаци влаçĕпе вырăс коллаборационисчĕсен хĕсметĕнче тăнă чухне 1500 ытла çынна персе вĕлернĕ[1].

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Локоть хăйтытăмлăх енĕнче ирсĕр ĕçĕсем

1941 çулта, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче санитаркă пулнăскер, оккупициленĕ территорире юлать. Хăйĕн кăмăлĕпех . Локоть тăрăхĕн Локоть районĕнчи пулăшав полицине (см) çырăнать, унта вăл совет партизанĕсемпе вĕсен тăванĕсене персе пăрахнă (пурĕпе 1500 çынна яхăн, официаллă информаципе). Çынсене персе пăрахма полицире Максим пулемёта ыйтнă.

Вăрçă вĕçĕнче Макарова медицина аппăшĕн суя документне тупса хоспитăле ĕçе вырнаçнă, В. С. Гинзбург фронтовика качча тухнă, упăшкин хушаматне илнĕ.

Айăпшăн тавăрни

Чылай хушă ПХК органĕсем сутăнчăка тупма пултарайман, мĕншĕн тесен çуралнă чухнехи хушамачĕ Парфёнова пулнă, анчах та йăнăшшăн Макарова тесе çырнă. Тĕменре пурăнакан пиччĕшĕ ютçĕре кайма 1976 çулта анкетăна хыпар тултарнă чухне тин çак çие тухать[2]. Макаровăна 1978 çулхи çулла Лепельре (Белорус ССР) аресленĕ, вăрçă йĕксĕкне Брянск облаçĕн 1978 çулхи чӳкĕн 20-мĕшĕнчи суд сессийĕн йышăнăвĕпе 1979 çурлан 11-мĕшĕнче унăн пурнăçне татнă.

Документлă кино

  • «Следствие вели…», документлă сериал. Девушка-палач — НТВ, 2006

Ӑнлантарусем

  1. ^ NEWSru.com. Из истории Отечественной войны: по приговору фашистов советская девушка Тоня расстреляла 1500 детей, женщин и стариков (3 раштавӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
  2. ^ Петрушин А. А. . — Тĕмен: Мандр и Ка. — С. 264. — 320 с. — 1,000 экз. — ISBN 5-93020-449-7.