Макаров Михаил Никифорович

Макаров Михаил Никифорович (1923 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ, Туканаш, Хӗрлӗ Чутай районӗ, Чӑваш АССРӗ — 1982 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ) — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1923 ҫулхи раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Вӑрҫӑран таврӑнсан Улатӑр вӑрман техникумӗнче вӗреннӗ. Улатӑр вӑрман хуҫалӑхӗн Соловь́вски лесничествинче лесничи пулса вӑй хунӑ.

Хисепӗсем

  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
  • «Хӑюлӑхшӑн» медаль;
  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1977).

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 103. — 168 с.

Каҫӑсем