Макаров Олег Витальевич (политик)
Макаров Олег Витальевич (1974 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар, Чӑваш АССР, СССР) — Раҫҫейри патшалӑх ӗҫченӗ, 2011 ҫулхи пуш-раштав уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗ пулнӑ[1][2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1974 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. 2004 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ[2].
1991—1994 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти Ленинла комсомол ячӗллӗ «Химпром»[шаблон кăларса пăрах] производство пӗрлешӗвӗнче слесарь-юсавҫӑ пулса вӑй хунӑ.
1994—1997 ҫулсенче — «Сатурн» МПИ директорӗн коммерци енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ.
1997—1998 ҫулсенче — «Ольдеевская» агрофирмӑн (Шупашкар районӗ) суту-илӳ агенчӗ.
1999—2000 ҫулсенче — «Форос» АХО коммерци агенчӗ.
2000—2003 ҫулсенче — «Волга-Трейд» ТМЯО директорӗ.
2003—2006 ҫулсенче «САН Интербрю» АУО (маларах — «Комбинат напитков» АХО) тытӑмӗнче тӗрлӗ должнӑҫсенче ӗҫленӗ.
2006—2008 ҫулсенче «Шупашкар хулин сӗт завочӗ» УАО директорӗ (2008 ҫулта — «Молочный Комбинат «Чебоксарский», «ЮНИМИЛК-Волга», Шупашкар хули).
2008—2011 ҫулсенче — «ЮНИМИЛК-Урал» (Екатеринбург хули) представительствин директорӗ.
2011 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 9-мӗшӗччен — Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ (лартни ҫинчен — Чӑваш Республикин Президенчӗн М. В. Игнатьевӑн 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшенчи 26-мӗш хушӑвӗ[2], кӑларни ҫинчен — Чӑваш Республикин Президенчӗн М. В. Игнатьевӑн 2011 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшенчи 112-мӗш хушӑвӗ[3]).
Ӑнлантарусем
- ^ Макаров Олег Витальевич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Макаров Олег Витальевич. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
- ^ Крысы бегут с корабля? Премьер Чувашии подал в отставку. cheboksar.net
Вуламалли
- Петров, Ю. Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ премьер-министр: Олег Макаров / Ю. Петров // Хыпар. — 2011. — 23 пуш. — С. 1-2.
- Герасимов, И. Формула успеха — готовность к переменам / И. Герасимов // Советская Чувашия. — 2011. — 23 марта. — С. 1.
- Двизова, Н. Кабмин обезглавился : председатель правительства Чувашии Олег Макаров ушел в отставку / Н. Двизова // Коммерсантъ. — 2011. — 13 дек. (№ 233). — С. 12.
- Малясова, Н. Б. Макаров Олег Витальевич / Н. Б. Малясова // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 777-778.
- Муллина, М. Премьер-министром Чувашии назначен Олег Макаров / М. Муллина // Коммерсантъ. — 2011. — 23 марта (№ 49). — С. 8.
- Петров, И. Зачем пришел? Почему ушел? / И. Петров // МК в Чебоксарах. — 2011. — 14-21 дек. (№ 51). — С. 13.