Малышев Тимофей Степанович

 

Малышев Тимофей Степанович (1886 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ[1], Ялавӑр (Чӗмпӗр облаҫӗ)|Ялавӑр — 1954) — мусӑк ӗҫченӗ, педагог, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ[2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Тимофей Степанович Чӗмпӗр облаҫӗнчи Сенгилей районне кӗрекен Ялавӑрта 1886 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗренсе тухнӑскер (1906 ҫулта пӗтернӗ)[1].

1907–1914 ҫулсенче Шупашкар районӗнчи (вӑл вӑхӑтра Чикме уесне кӗнӗ) Ҫӳлтикасси вӑтам шкулӗнче ачасене вӗрентнӗ, каярахпа шкул заведующийӗ, директорӗ пулнӑ. 1917–1919 ҫулсенче Чикме уесӗнчи чӑваш шкулӗсен инспекторӗн ӗҫне пурнӑҫланӑ. 1931–1935 ҫулсенче Ишлейри ача-пӑча санаторийӗн директорӗ пулнӑ[2].

1914–1917 ҫулсенче Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ. 1919–1920 ҫулсенче Граждан вӑрҫине хутшӑнса хӗрлисем майлӑ ҫапӑҫнӑ, взвод командирӗ пулнӑ[2].

Пултарулӑхӗ

Тимофей Степанович ҫакӑн пек кӗнекесем хатӗрлесе кӑларнӑ[1]:

  • «Чӑваш чӗлхине сӑнаса вӗренмелли кӗнеке» (П.С. Сергеевпа пӗрле);
  • «Методические записки по постановке звуков с глухонемыми детьми в чувашских школах»;
  • «Школьный хор» (Шкул хорӗ);
  • 7-мӗш класс валли «Русский язык» учебникӗ (И.Н. Яштайкинпа пӗрле; «Вырӑс чӗлхи»).

Малышевӑн музыкӑра тунӑ ӗҫӗсене Фёдор Павлов пысӑк хурса хакланӑ, вӑл ӑна В.В. Азухинпа, Р.Н. Идобаевпа, М.Д. Дмитриевпа пӗр рете тӑратнӑ[1].

Унӑн ӗҫне малалла Александров Михаил Александрович тӑснӑ.

Хисепӗсем

Тимофей Степановича ҫакӑн пек медальсемпе тата хисеплӗ ятсемпе чысланӑ[2]:

  • Георгий хӗресӗн IV степенӗ;
  • Ӗҫлӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.

Астӑвӑм

2019 ҫулта Шупашкар районӗнчи Ҫӳлтикасси шкулне никӗслекенӗ шутланакан Тимофей Степановичпа Любовь Ивановна Малышевсене хисеп туса вӗсем пурӑннӑ ҫурт ҫинче асӑну хӑми уҫнӑ[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 https://наследиечувашии.рф/russian/%D0%BC%D0%B0%D0%BB%D1%8B%D1%88%D0%B5%D0%B2-%D1%82%D0%B8%D0%BC%D0%BE%D1%84%D0%B5%D0%B9-%D1%81%D1%82%D0%B5%D0%BF%D0%B0%D0%BD%D0%BE%D0%B2%D0%B8%D1%87-%D0%BC%D1%83%D0%B7%D1%8B%D0%BA%D0%B0%D0%BB%D1%8C/
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Малышев Тимофей Степанович // Краткая чувашская региональная энциклопедия : Пензенская, Саратовская, Ульяновская области. — Ульяновск, 2012. — Т. II : М-Я. — С. 15.
  3. ^ https://ru.chuvash.org/news/4205.html

Вуламалли

  • Павлов, Л. Тӑван чӗлхене упракансем / Л. Павлов // Тӑван ен (Шупашкар районӗ). — 2010. — 24 ҫӗртме — 1 утӑ 75/77).
  • Малышев Тимофей Степанович // Краткая чувашская региональная энциклопедия : Пензенская, Саратовская, Ульяновская области. — Ульяновск, 2012. — Т. II : М-Я. — С. 15.
  • Никитин-Станьял, В. П. В каждом из нас частица его сердца / В. П. Никитин-Станьял // Канаш (Ульянов. области). — 1997. — 1 нояб. (№ 45). — С. 5.
  • Павлов, Л. П. Малышев Тимофей Степанович / Л. П. Павлов, В. П. Станьял // Сторона моя Чебоксарская / Л. П. Павлов, В. П. Станьял. — Кугеси, 1997. — С. 409-410.