Александров Михаил Александрович (композитор)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Тӗрӗслесе тухнӑ статья
Ҫын пирки
Александров Михаил Александрович
Александров Михаил Александрович (композитор).jpg
Çуралнă вăхăт 1893 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ(1893-11-04)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1972 ҫулхи акан 12-мӗшӗ(1972-04-12) (78 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх

Александров Михаил Александрович (1893 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ, Ҫӳлтикасси, Сӗнтӗр вулӑсӗ, Чикме уесӗ1972 ҫулхи акан 12-мӗшӗ, Ҫӳлтикасси, Шупашкар районӗ) — ачасене шкулта вӗрентекен, халӑх юррисене пухакан, композитор, ялти тата шкулти хорсен ертӳҫи[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1907 ҫулта Ҫултикассинчи пуҫламӑш шкулта пӗлӳ илнӗ, кайран икӗ класлӑ земство училищинче вӗреннӗ[2].

1910–1912 ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ. 1917 ҫулта Аслӑ Аксури (Тутарстанри Ҫӗпрел районӗ) шкулта ачасене вӗрентме пуҫланӑ. 1918–1924 ҫулсенче юнашарти Кӗҫӗн Аксу шкулӗнче ачасене пӗлӳ панӑ. 1925 ҫултан пуҫласа Тутарстанри Ҫӗпрел районӗн Ҫӗнӗ Йӗлмелти пуҫламӑш шкулӗнче вӗрентнӗ[3].

1930 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче ӑна «революцие хирӗҫле ӗҫсемшӗн» арестленӗ те Мурманска ссылкӑна янӑ. 1934 ҫулта ирӗке кӑларнӑ, 1952 ҫулта реабилитациленӗ[3].

1935  ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа Кӑшмашри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула вӗрентнӗ.

Шупашкар районӗнчи Ҫӳлтикассинче ӗҫленӗ. Бухгалтер, кассир, колхоз председателӗ пулнӑ, 1952 ҫултанпа Ҫӳлтикасси вӑтам шкулта ачасене музыка, вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ[1].

Хӑйӗн вӗрентекенӗ шутланакан Малышев Тимофей Степановичӑн ӗҫне малалла тӑснӑ: вун-вун ҫул ялти хора ертсе пынӑ. Тӑван ялӗнче ҫавӑн пекех ача-пӑча музыка шкулне (1967) уҫнӑ[3].

1957 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш тата Тутар республикисем тӑрӑх ҫӳресе чӑваш юррисене пухса ҫӳренӗ, вӗсене магнитофон ҫине ҫырса илнӗ[2].

Арӑмӗ — Александра Васильевна (Николаева), 1896 ҫулта Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, Ленин орденӗн кавалерӗ[2].

Хӗрӗсем:

  • Зоя — математика вӗрентекенӗ; Томск облаҫӗнче вӗрентнӗ, упӑшки те математика вӗрентекенӗ, шкул директорӗ пулнӑ. 1960 ҫулсенче Туапсене куҫса кайнӑ. Аслӑ хӗрӗ Томскри педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ[2].
  • Маргарита — шкулта химипе биологи вӗрентнӗ, ЧППИ вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Муркаш районӗнчи Москакасси шкулӗнче ӗҫленӗ[2].
  • Галина — Муркаш районӗнчи шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ[2].

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 38. — 505 с.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 https://ecokygesi.ru/images/diski/DINASTI9/ped_aleksandrovyx.html
  3. ^ 1, 2, 3 http://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/1543.html
  • Воспитанники Яковлевской школы, — Ульяновск, 1998.
  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 38. — 505 с.
  • Станьял, В. П. Малый Сундырь. Деревня Чебоксарского района Чувашской Республики: историко-краеведческие наброски /В. П. Станьял. – Чебоксары: «Новое Время», 2015. – 359 с.
  • Александрова, Г. М. На перекрестке пройденных дорог: историко-краеведческие очерки /Г. М. Александрова. – Чебоксары: «Парнас», 2011. – 110 с.: фото.
  • Александрова, Г.М. Анат-Киняры: историко-краеведческий очерк/ Г. М. Александрова. – Чебоксары: «Новое Время», 2014. – 452 с.