Манкурт
Манкурт — Чингиз Айтматовӑн «Буранный полустанок» («И дольше века длится день») романӗпе килӗшӳллӗн, тыткӑна илнӗ, чунсӑр чура пулса тӑнӑ, пӗтӗмпех хуҫине пӑхӑнакан, унчченхи пурнӑҫӗнчен нимӗн те астуман ҫын[1][2].
Куҫӑмлӑ пӗлтерӗшпе «манкурт» сӑмахпа «хӑйӗн истори, наци тымарӗсемпе ҫыхӑнӑва ҫухатнӑ, тӑванлӑх ҫинчен маннӑ ҫынна» палӑртма усӑ кураҫҫӗ». Ҫак пӗлтерӗшпе «манкурт» сӑмаха пайӑр мар ят пулса тӑнӑ, национализмла публицистикӑра усӑ кураҫҫӗ те ӗнтӗ[3]. Вырӑс чӗлхинче «манкуртизм»[4], «манкуртизаци», «деманкуртизаци» неологизмсем тупӑннӑ.
Этимологийӗ
Сӑмаха, лингвистсем кӑтартнӑ тӑрӑх, Айтматов, тен,вырӑнти тымарсене тӗпе хурса йӗркеленӗ.
Историе экскурс тӑвас пулсан, манкурт сӑмах, тен, авалхи тӗрӗк munqul сӑмахӗ патне тухать: «ӑссӑр, айван, йӳтенӗ»[5]. Хальхи кӑркӑс чӗлхинче munju сӑмах тӗл пулать, «сусӑр» тенине пӗлтерет (алӑсӑр, урасӑр) , урӑхла каласан, чӑлах. Монгол чӗлхинче икӗ пӗлтерӗшпе фиксацилекен мангуу форми пур: 1) ӑссӑр, айван, хавшак ӑс-тӑнлӑ 2) идиот, унран мангуурах глагол пулать — «айван, ӑссӑр пулни»[6].
Анчах асӑннӑ лексема тӗрлӗ пӗлтерӗшлӗ сӗмпе ӑнлантарма пултарать. Тен, манкурт сӑмах авалхи тӗрӗк чӗлхинчи икӗ тымар пӗрлешнипе пулма пултарнӑ: man — «пиҫиххи ҫых» тата qurut — «типӗтнӗ», урӑхла каласан, пуҫне пиҫиххи ҫыхса типӗтекен ҫын[7].
Казах чӗлхинче «мәңгу» глаголсем пур — «аптраса ӳкнӗ, чарусӑр пулнӑ, ухмаха тухнӑ», «мәңгіру» — «тӑн ҫухатнӑ, сӗнк пулнӑ». Тата япала ячӗ «мәңгүрт» пур, «ҫурма ӑссӑр, ӑссӑр, тӑнне ҫухатнӑ» тенине пӗлтерет. Хальхи ҫыру литературинче пӗрремӗш хут Ч. Айтматов романӗнчи пекех ҫын мангурт пулса тӑнӑ меслете казах ҫыравҫин Абиш Кекилбаевӑн «Кюй» повеҫӗнче ҫырса кӑтартнӑ (оригинал чӗлхипе 1968 ҫулта ҫыравҫӑн «Дала балладалары» пуххинче пичетленсе тухнӑ, вырӑсла куҫарнӑ «Баллада степей» — 1975 ҫулта). Повеҫре Мангышлакшӑн пынӑ казах-туркмен вӑрҫин эпизодне ҫырса кӑтартнӑ, туркменсем казахсен тыткӑна лекнӗ ултӑ ҫыннине мангурт туса хунӑ.
Айтматов тӑрӑх
Айтматов тӑрӑх, жуаньжуансем чуралӑха ямалли тыткӑнҫӑн ҫӳҫне хырнӑ та ӑна шири — тин ҫеҫ пуснӑ тӗвен мӑйӗ патӗнчи тир татӑкӗ — тӑхӑнтартнӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн алли-урине ҫыхнӑ, пуҫӗпе ҫӗре ан перӗнтӗр тесе мӑйне калӑп тӑхӑнтартнӑ, пушхирте темиҫе кунлӑха хӑварнӑ. Хӗртсе пӑхакан хӗвел ҫинче шири пуҫне хӗссе пӗрӗннӗ, хӑйӗн ҫӳҫӗсем ӳссе тӳсме ҫук асап кӳрсе ӳтне тӑрӑннӑ, ӑш хыпни асапа пушшех те вӑйлатнӑ.
Тем вӑхӑтран асап тӳсекен ҫын вилнӗ е иртнӗ пурнӑҫӗ пирки манса хӑйӗн ирӗкӗсӗр юлнӑ, хуҫана пӗр вӗҫӗм пӑхӑнакан питӗ лайӑх чура пулса тӑнӑ. Чура-манкуртсене ытти ахаль чураран ытларах хакланӑ.
Романра куҫса ҫӳрекен ҫамрӑк Жоламана, Доненбай ывӑлне, жуаньжуаньсем патне тыткӑна лекнӗскере, манкурт туни ҫинчен каласа панӑ. Унӑн амӑшӗ Найман-Ана ывӑлне нумайччен шыранӑ, анчах тупсан ывӑлӗ ӑна паллайман. Унтан та ытларах, вӑл ӑна хӑйӗн хуҫисем хушнипе вӗлернӗ.
Айтматов текстӗнче сӑнара тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ:
Оригиналлӑ текст (выр.)Манкурт не знал, кто он, откуда родом-племенем, не ведал своего имени, не помнил детства, отца и матери — одним словом, манкурт не осознавал себя человеческим существом. Лишённый понимания собственного «Я», манкурт с хозяйственной точки зрения обладал целым рядом преимуществ. Он был равнозначен бессловесной твари и потому абсолютно покорен и безопасен. Он никогда не помышлял о бегстве. Для любого рабовладельца самое страшное — восстание раба. Каждый раб потенциально мятежник. Манкурт был единственным в своём роде исключением — ему в корне чужды были побуждения к бунту, неповиновению. Он не ведал таких страстей. И поэтому не было необходимости стеречь его, держать охрану и тем более подозревать в тайных замыслах. Манкурт, как собака, признавал только своих хозяев. С другими он не вступал в общение. Все его помыслы сводились к утолению чрева. Других забот он не знал. Зато порученное дело исполнял слепо, усердно, неуклонно. Манкуртов обычно заставляли делать наиболее грязную, тяжкую работу или же приставляли их к самым нудным, тягостным занятиям, требующим тупого терпения. Только манкурт мог выдерживать в одиночестве бесконечную глушь и безлюдье сарозеков, находясь неотлучно при отгонном верблюжьем стаде. Он один на таком удалении заменял множество работников. Надо было всего-то снабжать его пищей — и тогда он бессменно пребывал при деле зимой и летом, не тяготясь одичанием и не сетуя на лишения. Повеление хозяина для манкурта было превыше всего. Для себя же, кроме еды и обносков, чтобы только не замерзнуть в степи, он ничего не требовал…
Манкурт хӑй камне, хӑш йӑх-несӗлтӗн пулнине, ятне пӗлмен, ачалӑхне, ашшӗпе амӑшне астуман — пӗр сӑмахпа каласан, манкурт хӑйне этем пек туйман. «Эпӗ» ӑнланӑвӗсӗр манкрут хуҫалӑх енчен самай пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳнӗ. Вӑл сӑмах чӗнмен чӗрчунпа пӗр танах пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл йӑлтах пӑхӑннӑ, хӑрушсӑр пулнӑ. Тарасси пирки нихӑҫан та шухӑшламан вӑл. Кирек мӗнле чура хуҫишӗн те чи хӑрушши — чурасен пӑлхавӗ. Кашни чура — потенциаллӑ пӑлхавҫӑ. Манкурт вара пӗртен-пӗр урӑхла чура пулнӑ — пӑлхав ҫӗклес, пӑхӑнманлӑх туйӑмӗ тӗпрен илсен уншӑн ют пулнӑ. Вӑл ун пек хӗрӳлӗхсене пӗлмен. Ҫавӑнпа та ӑна сыхлама, хурал тӑма та кирлӗ пулман, вӑрттӑн шухӑшсем пур тесе иккӗленмен. Манкурт, йытӑ пек, хӑйӗн хуҫисене ҫеҫ йышӑннӑ. Ыттисемпе калаҫӑва кӗмен вӑл. Унӑн пӗтӗм шухӑшӗ вар-хырӑмне путарасси патне туртӑннӑ. Урӑх хуйхӑ-суйхӑ пӗлмен вӑл. Хушнӑ ӗҫе вара суккӑрла, тӑрӑшса туса пынӑ. Манкуртсене ялан тенӗ пекех чи таса мар, йывӑр ӗҫсене тутарнӑ е вӗсене тӳсӗмлӗх ыйтакан чи нушаллӑ, йывӑр ӗҫ ҫумне тӑратнӑ. Тӗве кӗтӗвӗ хӑваланӑ чухне манкурт ҫеҫ вӗҫӗ-хӗррисӗр улах та ҫынсӑр сарозексене пӗчченлӗхре чӑтма пултарнӑ. Вӑл пӗчченех ҫакӑн пек инҫетлӗхре нумай ӗҫлекене улӑштарнӑ. Ӑна апат-ҫимӗҫпе кӑна тивӗҫтермелле пулнӑ — ун чухне вара вӑл хӗлле те, ҫулла та, тискерлӗхпе асапланмасӑр, пӗр улшӑнмасӑр ӗҫленӗ. Хуҫа тума хушни манкрутшӑн пуринчен те чаплӑрах пулнӑ. Хӑйӗн валли вара, ҫеҫенхирте шӑнса вилмелле ан пултӑр тесе, апат-ҫимӗҫпе кивӗ тумтирсӗр пуҫне, нимӗн те ыйтман…Чингиз Айтматов. «Буранный полустанок» (И дольше века длится день). — М., 1981. — С. 106—107.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, легендӑн чӑн фольклор ҫӑлкуҫӗ пур. Хӑй ҫыравҫӑ интервьюсенчен пӗринче ҫапла палӑртать: «Манас» эпосӗнче, кӑркӑс историйӗн чи пысӑк сказанийӗсенчен пӗринче, пин-пин ҫул каяллахи сказанинче, манӑн халӑхӑн ӑс-хакӑл пурнӑҫӗн энциклопедийӗнче ҫавӑн пек йӗркесем пур: пӗри теприне хӑмсарать, ҫӗнтерес пулсан ӑна пуҫӗ ҫине шири — тӗвен чӗрӗ тирне — тӑхӑнтартассипе, ҫак хӑрушӑ асаппа унӑн ӑс-тӑнне пӗтерессипе, иртнӗ пурнҫне туртса илессипе хӑратать. Ҫак сведенисемсӗр пуҫне литературӑра та, фольклорта та урӑх нимӗн те сыхланса юлман».
Усӑ курни
«Наука и жизнь» журналта пичетленнӗ тӑрӑх, ку вӑл нумаях пулмасть вырӑс литература чӗлхине кӗртнӗ сӑмах тӗслӗхӗ: манкурт вӑл — «хӑйӗн психики ҫине тулашран хӑватлӑ витӗм кӳнӗ хыҫҫӑн хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫӗ тата хӑйӗн мӑн аслашшӗсен иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен маннӑ, ҫав вӑхӑтра хӑйӗн хуҫине пӑхӑнакан чура пулса тӑнӑ ҫын. Юлашки вӑхӑтра ҫак сӑмахпа питӗ анлӑн усӑ кураҫҫӗ, анчах содержани пайӗнче мӑн аслашшӗсем пирки манни кӑна упранса юлнӑ, пӗлтерӗшлӗ пайӗсем ҫухалнӑ: пӗрремӗшӗнчен, ку хӑй тӗллӗн мар, тулашри витӗме пула пулса иртнӗ, иккӗмӗшӗнчен, ҫак улшӑну ҫынна хӑйӗн хуҫин чури туса хунӑ»[8]. .
Ытти авторсен
Константин Крылов ҫак сӑмахпа 1980-мӗш ҫулсенче усӑ курнине «ӑнлантарать»[9]:
Оригиналлӑ текст (выр.)Одной из самых странных черт этой самой «гласности» была, если кто помнит, странная зацикленность на прошлом — при полном игнорировании настоящего и будущего. Всем вдруг стало безумно важно, что же именно произошло тридцать, сорок, пятьдесят, и, в особенности, семьдесят лет назад. В журналах, выходящих миллионными тиражами, печатались Замятин и Набоков, а в университетских аудиториях спорили про «сталинизм», «троцкизм», и про то, насколько Ленин извратил Маркса. Печатались какие-то цифры с шестью нулями — количество «погибших от репрессий». Всё это подавалось как нечто сверхважное, суперактуальное, без чего «нельзя жить». Страна упивалась позавчерашними новостями, от которых голова у всех шла кругом. Для тех, кто не очень интересовался этими звоночками из прошлых веков, «вяликий пясатель» Чингиз Айтматов (помните такого персонажа?) придумал специальное слово «манкурт». Всякие «национал-возрожденцы» тогда очень любили это словечко.
Ҫак «гласноҫӑн» чи тӗлӗнтермӗш паллисенчен пӗри, кам та пулин астӑвать пулсан, иртнӗ вӑхӑт ҫинче ӑнланманла мар чарӑнса тӑни пулнӑ — хальхине тата пуласлӑха пачах йышӑнманни. Вӑтӑр, хӗрӗх, аллӑ, уйрӑмах ҫитмӗл ҫул каялла мӗн пулса иртни сасартӑк пуриншӗн те питӗ пӗлтерӗшлӗ пулса тӑчӗ. Миллионшар тиражпа тухакан журналсенче Замятинпа Набоков пичетленнӗ, университет аудиторийӗсенче вара «сталинизм», «троцкизм» ҫинчен тата Ленин Маркса мӗн таран пӑсни пирки тавлашнӑ. Ултӑ нульлӗ темӗнле цифрӑсем пичетленнӗ — «репрессие пула вилнисен» шучӗ. Ҫаксене пурне те питӗ пӗлтерӗшлӗ, «унсӑр пурӑнма пултараман» суперактуаллӑ япала пек кӑтартнӑ. Ҫӗршыв виҫӗмкунхи хыпарсемпе киленнӗ, вӗсенчен пурин те пуҫӗ ҫаврӑннӑ. Иртнӗ ӗмӗрсенчи ҫак «паллӑсемпе» питех кӑсӑкланманнисем валли «аслӑ ҫыравҫӑ» Чингиз Айтматов (ҫакӑн пек персонажа астӑватӑр-и?) ятарлӑ «манкурт» сӑмах шухӑшласа кӑларнӑ. Тӗрлӗ «национал-возрожденцсем» ун чухне ҫак сӑмаха питӗ юрататнӑ.
- Олег Дивов унпа «зомби» сӑмах синонимӗ пек усӑ курать («Молодые и сильные выживут», 1998).
- Михаил Задорнов сатирик «офис планктонӗсене» манкуртсем тенӗ[10].
Ӑнлантарусем
- ^ Толковый словарь русского языка Кузнецова.
- ^ Вадим Серов. Энциклопедический словарь крылатых слов и выражений. — {{{1}}} м: «Локид-Пресс». — 2003.
- ^ Элита Татарстана — журнал для первых лиц. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Тощенко Ж. Т. Манкуртизм как форма исторического беспамятства. // Пленарное заседание «Диалог культур и партнёрство цивилизаций: становление глобальной культуры». 2012. — С. 231.
- ^ Древнетюркский словарь. Л.: Наука, 1969 г., с. 349.
- ^ Монгольско-русский словарь. Под общей редакцией А. Лувсандэндэва. М.: ГИС, 1957 г., с. 235.
- ^ Филоlogos. — Елецкий государственный университет им. И.А. Бунина, 2023. — С. 18. — 104 с. — ISBN 2079-2638.
- ^ Игорь Милославский. Великий, могучий русский язык // Наука и жизнь. — 2009. — Июнь.
- ^ Константин Крылов. Память // Спецназ России. — 2003. — Март.
- ^ Задор ТВ. Михаил Задорнов. Концерт "Ничего себе!". Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.