Метр (сăвă терминĕ)

Ку ăнлава Сăвă хапи тенипе пăтраштармалла мар

Метр(ав.гр. τό μέτρον, виçе, виçев пĕрчи, критерий), ăна урăхла сăвă виçи теме пулать, — сăвă теорийĕнче усă куракан термин. Сăвă йĕркин шалти тытăмне (структурине) палăртать. Акă (Митта Ваçлейĕн) сăвви:

Пит маттур-çке Иванов бульварĕ,
Пыллăхри пек çамрăк çăкасар.
Çта çитсен те манăçа юлмарĕ
Шурă тум тумланнă Шупашкар[1].

Хайлава хорей виçипе çырнă. Шăпах çакă пулать те ĕнтĕ кунта "метр" тени.

Çавăн пекех пăхăр

Ӑнлантарусем

Темӑпа ҫыхӑннисем