Меценатов Фёдор Сергеевич
Меценатов Фёдор Сергеевич, — литературовед. 1908 çулта Чăваш Енĕн Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачăкра çуралнă. 1943 çулта вăрçăра пуçне хунă.
Пурнăçĕ
Канаш педагогика техникумĕнче, Хусан педагогика институтĕнче пĕлӳ пухнă. Шупашкар тата Канаш педагогика техникумĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
Ӗçĕсем
Критикăллă статьясем çырнă. Вĕсем Хусанта тухакан «Утăм», Шупашкарта тухакан «Сунтал» журналсенче, «Çамрăк хресчен» тата «Канаш» хаçатсенче пичетленнĕ. 1940 çулта 8 класс валли чăваш литературине вĕренмелли кĕнеке кăларнă.