Микульский Станислав

Стани́слав Мику́льский (пол. Stanisław Mikulski) — театрпа кино поляк актёрĕ.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Станислав Микульский 1929 çулхи çăвăн 1-мĕшĕнче Лодзь хулинче (Польша) çуралнă. Кинора 1951 çултанпа, пĕрремĕш ĕçĕ — «Пĕрремĕш старт» фильмра.

Пĕрремĕш пысăк рольне «Канал» фильмра сăнарланă. 60-мĕш çулсенче «Ставка больше чем жизнь» сериалти Ганс Клосс разведчик ролĕ хыççăн чапа тухнă.

Польшăра вăл нумай фильмра тăрăшнă, çаплах ютçĕр режиссёрĕсемпе те, сăмахран Юрий Озеровпа «Освобождение» тата «Солдаты свободы» киноэпопейăсенче ĕçленĕ.

Чылай хушă Колобжегри салтак юррин фестивалĕн ертӳçи пулса тăрăшнă, хăйĕ те çак фестивальте юрă шăрантарнă. Çитмĕлмĕш çулсенче — ППРП ТК пайташĕ, каярахпа 1983 çулта ăна Поляк-совет туслăх Ассоциацийĕн Наци Канашне суйланă.

1988—1990 çулсенче Польшăн Мускаври Элчелĕхĕ çумĕнчи поляксен культура центрĕн директорĕ вырăнĕнче ĕçленĕ. 1995—1998 çулсенче TVP2 поляк каналĕнче «Фортуна кустăрми» выляв шоуне ертсе пынă.

Фильмографи

Каҫӑсем