Миначёв Хабиб Миначевич

Хабиб Миначевич Миначёв[2] - (24.12.1908 (11.12.1908) Хирти Пикшик, Пӑва уесӗ, Чĕмпĕр кĕперни- 25.02.2001, Мускав) [3],[4]). СССР ĂА пайташĕ [5], Пушкӑртстан ĂА хисеплӗ пайташӗ [6], хими ăслăхĕсен тухтăрĕ.

Биографи

Хабиб Миначёв Чĕмпĕр кĕпернине кĕнĕ Хирти Пикшик (халĕ Чаваш Енĕн Патӑрьел районӗ[4]) çуралнă.

1927 çулта Мускава куçса кайнă. 1929-1933 çулсенче Мускав патшалăх университетĕнче, рабфакра пĕлĕвне ӳстернĕ[7].

1939 çулта МПУ хими факультетĕнче вĕренсе тухнă[4] та Н. Д. Зелинский ячĕллĕ органика хими институтĕнче кĕçĕн ăслăх ĕслевçи вырăнĕнче ĕçе тытăннă[4]. 1942 çулта авăн уйăхĕнче çара хĕсмете чĕннĕ[8]. ССКП пайташĕ 1944-па[2].

Вӑрҫӑ вӗҫленсен Зелинский институтне таврăннă[8]. 1950 çултанпа — аслă ăслăх ĕçлевçи[4]. 1954 çулта — хими ăслăхĕсен тухтăрĕ степене тивĕç пулнă[4]. 1955 - 1977 çулсенче — ăслăх ĕçĕпе директор çумĕ[4].

1963 çулта Хабиб Миначёв Институтра Сайра та сапаланнă элементсен катализĕн лабораторине никĕсленĕ, 1990-мĕш çулчен ертсе пынă[9].

1972 çулхи чӳкĕн 28-мĕшĕнче[3] ССРП Ăслăх академин пайташ-корреспонденчĕ («техника-органика химийĕ» ăстаçăлăхĕпе) пулса тăнă. 1979 çулхи пушăн 15-мĕшĕнче[3] — академик («органика химийĕ» ăстаçăлăхĕпе).

2002 çулхи пушăн 25-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Мускав облаçĕң Одинцово районĕнчи Луцино ялĕн çăви çинче пытарнă.

Ĕçĕсем

  • Редкие земли в катализе (1972)[4];
  • Металлосодержащие цеолиты в катализе (1976)[4];
  • Фотоэлектронная спектроскопия и ее применение в катализе (1981)[4];

Ӑнлантарусем

  1. ^ Состав каркаса и активность платиносодержащих высококремнеземных цеолитов в изомерицации n-гексана (выр.) (pdf) Стр. 262. Информационная система «Специализированный информационно-библиографический ресурс». Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Миначёв Хабиб Миначевич — БСЭ
  3. ^ 1, 2, 3 Миначев Хабиб Миначевич (выр.). Информационная система «Архивы Российской академии наук». Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Академики МГУ Миначев Хабиб Миначевич (выр.). Московский Государственный Университет им М. В. Ломоносова. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ. Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>: название «msu» определено несколько раз для различного содержимого
  5. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок hundred не указан текст
  6. ^ Миначев Хабиб Миначевич (выр.). Академия Наук Республики Башкортостан. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ.
  7. ^ Хронологический свод памятных юбилейных дат (выр.)(недоступная ссылка — история). Российская академия наук. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2 Доклад на торжественном заседании ИОХ РАН, посвященному 60-летию дня Победы в ВОВ (выр.). Институт органической химии им. Н. Д. Зелинского. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  9. ^ Лаборатория катализа на редких и рассеянных элементах N20 (выр.). Институт органической химии им. Н.Д.Зелинского. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ.