Мокеев Эрнст Матвеевич

Эрнст Матвеевич Мокеев (ҫур. 1936 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ, Канаш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — ЧАССР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1986), кинорежиссер, РФ кинематографисчĕсен (1978) тата РФ журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ[1].

Кун-çулĕ

Эрнст Матвеевич 1936 çулта Канаш хулинче çуралнă. Пĕтĕм Союзри Кинематографин патшалăх институтĕнче пĕлӳ илнĕ хыççăн (1970) Раççейри кино- тата телестудисенче ĕçленĕ. 1953—1960 ҫулсенче — Ф. Г. Волков ячӗллӗ Ярославль патшалӑх драма театрӗнче цех монтировщикӗ, режиссёрӑн пулӑшаканӗ тата ассистенчӗ, 1967—1970 ҫулсенче — Ленинград киностудиӗн ӑслӑлӑх фильмӗсен уйрӑмӗн режиссёрӗ, 1970—1979 ҫулсенче Ростов киностудийӗн хроникӑпа документлӑ фильмсен уйрӑмӗн режиссёрӗ, 1979—1990 ҫулсенче Шупашкар телекуравӗн киноушкӑнӗн режиссёрӗ пулнӑ[1].

Пултарулăх ĕçĕсем

Э.М. Мокеев «Полярный лётчик», «Салам, Адыгея», «Водолазы», «Мужество», «Репетиция в воскресенье» тата ытти документлă фильмсен сценарийĕн авторĕ. Чăваш Енпе çыхăннă 100-е яхăн киноорчерк авторĕ: «Алтăр», «Рядовой Харитонов», «Красный поезд», «Гобоист Анатолий Любимов», «Композитор Григорий Хирбю», «Поёт Ираида Вдовина», «Композитор Фёдор Васильев» тата ыттисем те[1].

Вăл акварельпе ӳкернĕ «Манăн Чăваш Енĕм», «Нарспи», «Мастер и Маргарита» ӳкерчĕксен серине Мускавра тата Шупашкарта кăтартнă[2].

Унăн ӳкерчĕкĕсене тата калавĕсене «Юность» тата «Молодая гвардия» журналсенче пичетленĕ.

Хисепӗсем

  • ЧАССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1986).

Ҫемье

  • Ашшӗ — Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑхпа хуҫалӑх ӗҫченӗ, Канашри вакун юсакан завода тунӑскер[3];
  • Пиччӗшӗ — Мокеев Феликс Матвеевич, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 В. Н. Алексеев. Мокеев Эрнст Матвеевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  2. ^ Авторы и персоналии. Мокеев Эрнст Матвеевич (выр.). Чувашский государственный художественный музей. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  3. ^ А. В. Изоркин, Ф. Ф. Фёдоров. Мокеев Матвей Васильевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  4. ^ П. К. Андреев. Мокеев Феликс Матвеевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Кинорежиссер, художник… : [Эрнст Матвеевич Мокеев ҫинчен] / В. Багадерова хатӗрленӗ // Хыпар. — 2014. — 2 ҫурла. — С. 13 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Крысин, П. Кӗтмен ырӑ тӗл пулу / П. Крысин // Хыпар. — 2001. — 16 ҫурла.
  • Алексеев, В. Н. Мокеев Эрнст Матвеевич / В. Н. Алексеев // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 122;
  • Мокеев Эрнст Матвеевич. — Текст : электронный // Государственная киностудия «Чувашкино» и архив электронной документации : [сайт]. — URL: http://www.gatd.archives21.ru/tehnotron/vistavki/Mokeev/index.html (дата обращения: 21.02.2024);
  • Сашин, А. Режиссер замахнулся на Мастера : [о выставке картин по роману М. Булгакова «Мастер и Маргарита», написанных режиссером Эрнестом Мокеевым] / А. Сашин // Жизнь. — 2001. — 2 окт. (№ 9). — С. 8.