Мясникова Варвара Сергеевна

Варва́ра Серге́евна Мяснико́ва (1900, юпа, 5, Санкт-Петербург, — ака, 25, 1978, Мускав) — совет театрпа кино актриси, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1935).

Биографи

Варвара Сергеевна Мясникова 1900 çулхи авăнăн 22-мĕшĕнче (юпа, 5) Петербургра çуралнă. Ашшĕ шанăçлав агенчĕ пулса ĕçленĕ, амăшĕ килти хуçалăха тытса пынă. Пиччĕшĕ, Алексей, ача чухне сӳретлĕ ӳнере юратнă, çитĕнсен ӳкерçĕ-профессионал пулса танă та вăрçăччен Эрмитажра ĕçленĕ (1942 çулта блокадăри Ленинградра амăшĕпе пĕрле вилнĕ).

Хĕрарăм гимназинче вĕренсе тухсан (1918) Çутĕçкомĕнче инструктор-оператор пулса ĕçленĕ. 1922 çулта Чĕрĕ сăмахăн институтĕнче пĕлӳ илнĕ, çакăн хыççăн ӳнерлĕ калаçу ăсталăхне Ĕçлекен çамрăксен шкулĕнче вĕрентнĕ. 1922—1925 — çулсенче Эксперименталлă театрăн, кайран — Ленинградри М. Горький ячĕллĕ драма мăн театрăн актриси, 1928 çултанпа — «Ленфильм» киностудин тата урăх студисен актриси.

1927 çултанпа кинематографпа çыхăннă. 1949 — 1959 çулсенче Киноактёр студи-театрĕнче тата Мосфильм киностудинче ĕçленĕ.

Aктрисăна Серафим çăвинче (Санкт-Петербург) пытарнă[1].

Пайăр пурнăçĕ

Фильмографи

undefined

Асăрхавсем

  1. ^ Леонид Парфёнов. Фея – пулемётчица. От «Чапаева» к «Золушке». НАМЕДНИ (2013-16-02). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2013-16-02.