Мӑн Сен-Бернар

Мӑн Сен-Бернар[2] (ним. Grosser Sankt Bernhard, итал. Colle del Gran San Bernardo, фр. Col du Grand-Saint-Bernard) — Альп тӑвӗсем урлӑ каҫаракан ту каҫи, Рим импери вӑхӑтӗнченпех ун урлӑ Италин ҫурҫӗр пайне Европӑн тӗп пайӗпе ҫыхӑнтаракан тӗп ҫул иртнӗ[3].

Ту каҫи тинӗс шайӗнчен 2469 м ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ.

1905 ҫулта ту каҫҫи урлӑ Италири Аостӑна (итал. Aosta, фр. Aoste) Швейцарири Мартиньипе (фр. Martigny) ҫыхӑнтаракан ҫул тунӑ. Хӗллехи тапхӑрта, юпа уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗччен ҫул ытларах чухне хупласа хураҫҫӗ.

Ту каҫинчен аяларах, 1915 м ҫӳллӗшӗнче, пӗрешкел ятлӑ тоннель (фр. Tunnel du Grand-Saint-Bernard) иртет, ӑна 1964 ҫулта уҫнӑ.

1050 ҫулта Ментонри Сӑваплӑ Бернард ту каҫи ҫинче мӑнастир никӗсленӗ, ун ҫумӗнче хӳтлӗх вырӑн йӗркеленӗ, ӑна та, ту каҫине панӑ пекех, унӑн ятне панӑ[4].

1805 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнче, Наполеон хушнипе килӗшӳллӗн часовньӑра Франци генералне Дезене пытарнӑ.

Кунта сенбернар йытӑ ӑратне кӑларнӑ, вӗсене юр капламӗ айне пулнӑ ҫынсене шырама вӗрентнӗ.

Велоспорт

Гранд-турта Мӑн Сен-Бернар ту каҫипе 11 хутчен усӑ курнӑ: Джиро д’Италире 6 хутчен, Тур де Франсра 5 хутчен. Юлашкинчен — 2009 ҫулта. Ӑмӑртса ярӑннӑ май паллӑ велосипедҫӑсем ту каҫҫи ҫине Джирора та, Турта та чи малтан хӑпарнӑ.

Ту ҫине хӑпарни пирки тӗплӗрех

Ҫурҫӗрти

Коль де Ла Форклӑран аяларах вырнаҫнӑ Мартиньи Швейцари хулинче пуҫланать. Ту каҫи ҫине хӑпармалли ҫул тӑршшӗ 41,5 км, ҫӗкленмелли градус вӑтамран 4,8 % танлашать (чи пысӑкки 10 % таран ҫитет), ҫӳллӗш расналӑхӗ пӗтӗмӗшле 1980 м шутланать. Унсӑр пуҫне вӑл Альпри чи ҫӳллӗ вырӑнсенчен пӗри шутланакан 2473 метр ҫӳллӗше таран ҫитет. Ҫакна пула ҫурҫӗрти хӑпармалли ҫул Альпри капмар вырӑн пулса тӑрать, вӑл Европӑри чи кӑткӑс каҫӑсенчен пӗри шутланать.

Кӑнтӑрти

Ҫак маршрут Италири Аоста хулара пуҫланать, вӑл ҫурҫӗрти маршрут пекех йывӑр. Ту каҫи ҫине хӑпармалли ҫул 33,1 км тӑршшӗ, унӑн градиенчӗ 5,7 % танлашать, унсӑр пуҫне ҫӳллӗш расналӑхӗ 1874 м танлашать. Ку енче те, тепӗр енчи ту тӑвайккинчи пекех, юр выртни кулленхи пулӑм шутланать.

undefined

Джиро д’Итали

Ҫул Тапхӑр Чи малтан хӑпарни Ен
1959 Люксембург Шарли Голь (LUX)
1963 Итали Вито Такконе (ITA)
1985 Колумби Рафаэль Асеведо (COL)
1996 (1) Итали Мариано Пикколи (ITA)
1996 (2) Франци Лаурент Рукс (FRA)
2006 Франци Санди Касар (FRA)

Сӑнсен пуххи

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 https://worldmap.harvard.edu/data/geonode:border_crossings_phv
  2. ^ Большо́й Сен-Берна́р // Словарь географических названий зарубежных стран / яв. ред. А. М. Комков. — 3-мĕш кăл., тӳрл. тата хуш. — М. : Недра, 1986. — С. 55.
  3. ^ [bse.sci-lib.com/article128727.html Большой Сен-Бернар] (выр.). Большая советская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
  4. ^ Большой Сен-Бернар (выр.). Географическая энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Большой Сен-Бернар статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '