Наоко Ямадзаки
Наоко Ямадзаки (яп. 山崎 直子 Ямадзаки Наоко?) (ҫур. 1970 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ, Мацудо[d], Тиба[d]) — япун авиаинженерӗ тата JAXA (Япони аэрокосмос тӗпчевӗсен агентстви) астронавчĕ.
Наоко Ямадзаки — Тиаки Мукаи хыҫҫӑн Японирен тухнӑ иккӗмӗш хӗрарӑм-астронавт.
Малтанхи ҫулӗсем
Ача чухне Саппорӑра пурӑннӑ. Вӑтам шкултан, унтан университетран вӗренсе тухнӑ. 1993 ҫулта Токи университетӗнче аэрокосмос техникин енӗпе ӑслӑлăх бакалаврӗ степенне илнӗ, кайран 1996 ҫулта аэрокосмос техникин енӗпе ӑслӑлӑх магистрӗ степенне тивӗҫнӗ.
Космоса вӗҫни
1999 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Ямадзакине астронавт кандидачӗ пулма суйласа илнӗ (ун чухне хӗр чухнехи хушамачӗпе Сумино пулнӑ). Базăллă хатӗрлеве 1999 ҫулхи ака уйӑхӗнче тытӑннӑ. Астронавт пулнине çирĕлетекен сертификацие2001 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче илнӗ. 2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Ҫӑлтӑр хулинчи Гагарин ячӗллӗ космонавтсене хатӗрлекен центрта Союз-ТМА космос карапӗн бортинженерӗ пулма юрăхлă хатӗрленӗве вӗҫленӗ.
2004 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Ямадзаки Хьюстонри Линдон Джонсон ячӗллӗ Космос центрне ҫитет, унта астронавтсене хатӗрлес программӑпа вĕренет.
2010 ҫулхи акан 5-мӗшӗнчен пуҫласа акан 20-мӗшӗччен STS-131 Дискавери вӗҫеве специалист шайĕнче хутшӑннӑ. Вӗҫевĕн пӗтӗмӗшле вӑрӑмӑшӗ 15 талӑк та 2 сехет те 47 минут та 10 ҫеккунт пулнӑ. Соити Ногутипе пӗрле, Тӗнчери космос станцийӗн 22-мӗш тата 23-мӗш экспедицийӗсен йышӗнче тӗрлӗ ӗҫсене пурнӑҫласа, орбитӑра пӗр вӑхӑтрах пулнӑ пӗрремӗш икӗ яппун астронавчӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ[2][3].
- Статистика[4]
| # | Старт карапĕ | Старт | Экспедици | Анса лармалли карап | Анса ларни | Вĕçев вăхăчĕ | Уҫӑ космоса тухни | Уҫӑ космосри вӑхӑт |
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 1 | Дискавери STS-131 | 05.04.2010, 10:21 UTC | STS-131 | Дискавери STS-131 | 20.04.2010, 13:08 UTC | 15 талăк та 02 сехет те 47 минут | 0 | 0 |
| 15 талăк та 02 сехет те 47 минут | 0 | 0 | ||||||
Ҫӗр ҫине таврӑнсан Ямадзаки 2010 ҫулхи декабрь уйӑхӗнчен пуҫласа Токи университетӗнче вӗренӳпе тӗпчеве малалла тӑснӑ. 2011 çулхи çурла уйăхĕнче Ямадзаки JAXA компанинче ĕçлеме пăрахнӑ.[5]
JAXA-ран хыҫҫăнхи ĕçӗ-хӗлӗ
2012 çулхи утӑ уйăхĕнчен 2022 çулччен — Япония министрсен кабинечӗн космос политики комитечĕн членĕ пулнӑ.
2018 çулхи утӑ уйăхĕнчен — Япони космос порчĕсем ассоциацийĕн (акăл. Space Port Japan Association) никĕслекенĕ тата представителĕ.
2025 çулхи раштав уйăхĕнче Ямадзаки Vast Japan GK компанийӗн — коммерциллĕ космос станцийĕсем тăвас енче ĕçлекен америкăн Vast Space компанийӗн Японири подразделенийӗн тӗп директорӗ пулса тӑнă[6].
Харпӑр пурнӑҫӗ
Çемье
2000 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче Вӑл Mitsubishi Space Software компанинче ĕçлекен Даичи Ямазакине качча тухнӑ, вӗсен икӗ хӗр ҫуралнӑ: асли 2002 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫуралнӑ, кӗҫӗнни – 2011 ҫулхи юпа уйӑхӗнче. Анчах 2012 ҫулхи февраль уйӑхӗнче унӑн упӑшки Даичи уйӑрӑлма шут тытни паллӑ пулнӑ, вара вӗсем уйрӑлса кайнӑ.
Йăпану
Яппун каллиграфийӗ, дайвинг, теннис, джаз-ташӑ, йӗлтӗрпе ярӑнни, вӗҫевсем[4].
Ăнлантарусем
- ^ Naoko Yamazaki // MAK (польск.)
- ^ Noguchi Soichi (англ.). JAXA Human Spaceflight Technology Directorate. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Japan’s Space Travelers (англ.). Nippon.com (30 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Statistics - Yamazaki Naoko (англ.). spacefacts.de. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ.
- ^ JAXA Astronaut Biographies - Naoko Yamazaki
- ^ Vast Expands to Japan, Appointing Naoko Yamazaki as General Manager of Vast Japan GK (англ.). Vast Space. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.