Никитин Семён Павлович

Никитин Семён Павлович (1921 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ, Тĕпек Чĕрккĕн, Больше-Фроловская волость[d], Теччĕ кантонĕ, Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики, РСФСР[d]1968 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ, Канаш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — совет чукун ҫул ӗҫченӗ, токарь. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1959).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1921 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Тутар АССРӗн Теччӗ кантонӗнчи Тӗпек Чӗрккӗн ялӗнче (халӗ Тутарстан Республикин Апастово районне кӗрет) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ялти 7 класлӑ шкултан вӗренсе тухсан Канашри чукун ҫул училищине вӗренме кӗнӗ. Унтан вӗренсе тухсан Канашри чукун ҫул транспортне юсакан заводра токарь пулса ӗҫлеме пуҫланӑ, пӗтӗм ӗмӗрне унта ӗҫлесе ирттернӗ.

Ӗҫре рационализатор пулнӑ, пурӗ 200 яхӑн рационализаторла, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерекен пуҫару сӗнӳ панӑ, вӗсем чукун ҫул вакунӗсене юсас ӗҫре пулӑшу кӳнӗ.

1959 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хушӑвӗпе чукун ҫул аталанӑвне пысӑк усӗм кӳнӗшӗн Ленин орденӗпе «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ята панӑ[1].

Канашра ӗҫлесе пурӑннӑ. 1968 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче сарӑмсӑр (пуйӑс айне пулса) вилнӗ[2].

Ҫемье

Авланнӑ, пилӗк ача ҫитӗнтернӗ: тӑватӑ хӗр — Зинаида, Людмила, Надежда, Марина, тата ывӑл — Александр.

Астӑвӑм

  • Канашри пӗр урама С. П. Никитин ятне панӑ[1].
  • Ленин проспектӗнчи 27-мӗш ҫурт ҫине, унта 1959—1968 ҫулсенче С. П. Никитин пурӑннӑ, асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[3].
  • Канаш хулин таврапӗлӳ музейӗнче Социализмла Ӗҫ Паттӑрне халалланӑ стенд йӗркеленӗ[4].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Никитин Семён Павлович (выр.). Люди труда — гордость Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  2. ^ Апастовский муниципальный района РТ. apast.kazan.ws. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
  3. ^ Рационализаторские предложения канашца внедрялись по всей стране — Газета Канаш(паллӑ мар). kanashen.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
  4. ^ В память о забытых героях (выр.). Краеведческий музей г. Канаш (15 нарӑсӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
  5. ^ Они прославили наш край (выр.). Краеведческий музей г. Канаш (15 нарӑсӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Кольцов, П. Слесарь из Канаша : [о Герое Соц. Труда С. П. Никитине] / // Наши земляки — Герои Социалистического Труда : [сб. очерков] / ред.: Н. С. Павлов. — Чебоксары : Чувашкнигоиздат, 1971. — : фот.
  • Никитин Семен Павлович // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — М-Се. — С. 229.
  • Петров, Н. Об этом Герое Соцтруда в Канаше знают не многие : [о / Н. Петров // Позиция экспресс. — 1998. — 9-15 февр.