Никола Тесла
Ӳкерчĕк:Photo statue nikola-tesla 01.jpg
Тесла палăкĕ, Ниагара Фоллс, АПШ
Никола Те́сла (серб Ни́кола Те́сла, акăл. Nikola Tesla; утăн 10-мĕшĕ, 1856, Смилян, Австри империйĕ, халĕ Хорватире — кăрлачăн 7-мĕшĕ, 1943, Нью-Йорк, АПШ) — электротехникăпа радиотехника облаçĕсенчи серб кăкĕнчен тухнă ăслайçă, ăсчах, XIX, XX ĕмĕрсенчи американ инженерĕ, физик. Австри империнче çуралнăскер Австро-Венгринче ӳссе çитĕннĕ, малашнехи çулсенче ытларах Францире тата АПШ-ра вăй хунă. 1891 çулта АПШ гражданĕ пулса тăнă[3].
Улшăнуллă юхăмпа ĕçлекен хатĕрсене, нумайфазăллă системăсене, синхронлă генератора тата асинхронлă электродвигателе туса паллăха тухнă. Çак çитĕнӳсене пула промăçлăх революциниккĕмĕш этапĕ вĕçленнĕ.
Çаплах вăл çутçанталăкра эфир пур тенипе паллă пулнă — эфир материн уйрăмла форми шутланать тесе, ăна техникăра усă курма юрать тесе нумай эксперимент лартнă.
Ăслайçă ятне магнит юхăмĕ тачăлăхĕн виçине (магнит индукцине) панă.
Радио ĕçленине кăтартсан тата «Электроюхăмсен вăрçинче» çĕнтерсен Теслăна питĕ чаплă ăслайçă, инженер-электротехник тесе хисеплеме тытăннă[4]. Тесла малтанхи ĕçĕсенче хальхи электротехника çулне уçса панă, вĕсене инновациленĕ. АПШ историнче Тесла пек ăслайçă пулман темелле, вăл массăллă культурăра тарăн йĕр хăварнă[5].
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
Вуламалли
- http://www.gospic.hr/info/Mem_centar_Nikola_Tesla.asp#15 2010 ҫулхи акан 28-мӗшӗнче архивланӑ.
Çавăн пекех
Ӑнлантарусем
- ^ ученик Теслы Бернард Дж. Истлунд
- ^ Никола Тесла — Кругосвет
- ^ «Tesla, Nikola». Encyclopædia Britannica from Encyclopædia Britannica 2007 Ultimate Reference Suite.
- ^ http://news.suc.org/people/tesla/index.html
- ^ Harnessing the Wheelwork of Nature: Tesla’s Science of Energy by Thomas Valone
Каçăсем
- Tesla's Wardenclyffe Science Center Plaque [1]
- NikolaTesla.fr - More than 1,000 documents on Tesla
