Никонов Андрей Никонович
Никонов Андрей Никонович (1918 ç, Амалăх ялĕ, халĕ Тӑвай районӗ, Чăваш Ен — Шупашкар хули, Чăваш АССР) — чăваш çыравçи.
Пурнăçĕ
1918 çулта Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Амалăх ялĕнче çуралнă.
Шатра чирĕ хыççăн виçĕ çулта чухнех сĕм суккăр пулса юлнă. Куç курманнисен шкулĕнче вĕреннĕ. Малалла ятарлă кĕвĕ училищинче вĕреннĕ. Кайран шкулсенче ачасене юрлама вĕрентнĕ, хор ушкăнне ертсе пынă.
1983 çулта Шупашкарта вилнĕ.