Ойкаринен Яркко
Я́ркко О́йкаринен (финн. Jarkko Oikarinen), ҫавӑн пекех WiZ псевдонимпа паллӑ[2] (ҫур. 1967 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ[1], Куусамо[d], Оулу[d]) — финн ӑсчахӗ (информаци технологийӗсен сфери), программист. IRC (Internet Relay Chat) протоколне тата унӑн ӗҫлемелли пӗрремӗш программӑна (1988) туса хунипе питӗ паллӑ. Millennium Technology Prize фондӑн ятарлӑ парнин лауреачӗ (2005)[3].
Пурнӑҫӗ
1992 ҫулта Оулу университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, ӑслӑлӑх магистрӗ (финн. Diplomi-insinööri) степенне илнӗ. Вӗреннӗ вӑхӑтрах, 1988 ҫулхи ҫулла, IRC серверӗпе клиенчӗн пӗрремӗш версине ҫырнӑ. 1999 ҫулта ҫав университетрах «Курӑмлӑх решеткинче вӑрлӑх тултарнипе усӑ курса тӳрӗ калӑпӑшлӑ визуализацие хӑвӑртлатасси» (акăл. Accelerating Direct Volume Rendering using Seed Filling in View Lattice) темӑпа философи докторӗн (PhD) диссертацине хӳтӗленӗ. Ӑслӑх ӗҫӗн тӗп результачӗсем медицина визуализацийӗн задачисемпе ҫыхӑннӑ пулнӑ.
2000 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа 2003 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен Add2Phone Oy компанинче тӗп программа обеспеченийӗн архитекторӗ пуоса ӗҫленӗ. Кайран Capricode компанине куҫнӑ, унта тӗпчевпе разработкӑсен пайне ертсе пынӑ. 2005–2011 ҫулсенче Nokia корпорацийӗнче Maemo тата MeeGo операци системисене аталантаракан менеджер пулнӑ.
2011 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа Google компанинче ӗҫлет[2]. Малтан Стокгольмри уйрӑмӗнче Google Hangouts (кайран — ун вырӑнне йӗркеленӗ Google Meet) сервиса тума хутшӑннӑ. 2016 ҫулта Киркланда (Вашингтон штачӗ, АПШ) куҫнӑ. 2021 ҫултанпа каллех Google компанин Стокгольмри офиссӗнче ӗҫлет[2].
Хисепӗсем
- 1997 — Дворак премийӗ (акăл. Dvorak Award) «Персоналлӑ коммуникацисен чаплӑ глобаллӑ интерактивлӑ системи» (акăл. Personal Achievement — Outstanding Global Interactive Personal Communications System) категорире уйрӑм ҫитӗнӳсемшӗн.
- 2005 — Millennium Technology Prize фондӑн ятарлӑ премийӗ (акăл. Special Recognition Award) — пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатакан инноваци (IRC) шутласа кӑларнӑшӑн.
IRC
Протокола Ойкаринен 1988 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Оулу университетӗн информаципе ӗҫлемелли кафедрӑра ӗҫленӗ чухне туса хатӗрленӗ. Малтан вӑл университетӑн OuluBox ятлӑ BBS валли MultiUser Talk (MUT) программӑна улӑштарасшӑн пулнӑ. Ойкаринен BBS майӗсене анлӑлатасшӑн пулнӑ, мӗншӗн тесен унпа икӗ ҫын (тет-а-тет) кӑна калаҫма пултарнӑ, ҫавӑнпа вӑл чӑн вӑхӑтра ушкӑнпа калаҫмалли система хатӗрлесшӗн пулнӑ. Каярахпа ку протокола RFC 1459 документ (1993 ҫулхи ҫу уйӑхӗ) стандарта кӗртнӗ, вара вӑл глобаллӑ чатлӑ тетелсене йӗркелемелли никӗс пулса тӑнӑ[4].
1990-мӗш ҫулсем: Ӗҫӗ ӳсни тата пӗрремӗш пайланусем
1990-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнче IRC Финлянди тулашне сарӑлнӑ. Протокол 1991 ҫулта, «Пушхирти тӑвӑл» операци тата СССР-ти патшалӑх пӑтӑрмахӗ вӑхӑтӗнче унпа анлӑ усӑ курма пуҫланӑ. Информаци блокади вӑхӑтӗнче IRC хӑнӑхнӑ МИХсемпе танлаштарсан информацие оперативлӑ сармалли каналсенчен пӗри пулса тӑнӑ[5].
1990 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тетелте пӗрремӗш пысӑк пайлану пулса иртнӗ: тӗп тетелрен (кайран ӑна EFnet тесе ят панӑ) A-net уйрӑлса тухнӑ. EFnet-ӑн техника йывӑрлӑхӗсем (тӗслӗхрен, ҫыхӑну тӑтӑш татӑлни — netsplits) альтернативлӑ тетелсене тума хистенӗ. 1992 ҫулта Undernet йӗркеленнӗ, унта вара ытлашши усӑ курнипе кӗрешме вӑхӑт паллисемпе (timestamps) усӑ курма пуҫланӑ. 1994 ҫулта DALnet тетел ҫуралнӑ, вӑл никнеймсене (NickServ) тата каналсене (ChanServ) регистрацилемелли сервис системипе (Services) тивӗҫтернӗ — ҫав вӑхӑтшӑн ку питӗ пысӑк аталану пулнӑ[4].
1995 ҫулта Халед Мардам-Бей Windows валли mIRC клиент кӑларнӑ, скриптлӑ чӗлхи пуррине пула тата интерфейс ансат пулнӑран IRC чылай ҫыншӑн питӗ меллӗ пулса тӑнӑ. Ойкаринен хӑй 1990-мӗш ҫулсенче код ҫырассинчен пӑрӑннӑ, ытларах ӑслӑлӑх карьерипе аппаланнӑ, анчах та протокола стандарта кӗртес ӗҫе хутшӑннӑ[6].
2000-мӗш ҫулсем: чи анлӑ сарӑлнӑ самант
2004–2005 ҫулсенче IRC хӑйӗн чи анлӑ сарӑлнӑ тапхӑрне ҫитнӗ: тетелсенче пӗр вӑхӑтра 10 миллион таран усӑ куракан пулнӑ[7]. Ытларах енӗпе геймерсене пухнӑ QuakeNet чи пысӑк тетел пулса тӑнӑ.
2000 ҫулхи ака уйӑхӗнче протоколӑн ҫӗнетнӗ спецификацийӗсене (RFC 2810–2813) пичетленӗ. Хӑрушсӑрлӑх функцийӗсем аталаннӑ: IP-адрессене пытарни тата TLS тивӗҫтерӗвӗ. OPN тетел 2002 ҫулта Freenode ятлӑ пулса тӑнӑ, вӑл ирӗклӗ программӑсен разработчикӗсем валли тӗп калаҫу вырӑнӗ пулса тӑнӑ[8].
2010-мӗш тата 2020-мӗш ҫулсем: Хальхи тӑрӑм
Халӑх тетелӗсемпе тата корпоративлӑ мессенджерсем (Slack, Discord) ҫуралнӑ хыҫҫӑн IRC-па сахалтарах усӑ курма пуҫланӑ, ҫапах та техникӑпа ҫыхӑннӑ чылай сообществӑсемшӗн вӑл де-факто стандарт пулса юлать.
- Freenode тата Libera.Chat: 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Freenode тетелӗн хуҫи улшӑннӑ хыҫҫӑн тата ун хыҫҫӑн пулса иртнӗ хирӗҫӳсене пула администраторсен ушкӑнӗн пысӑк пайӗ ҫӗнӗ тетел йӗркеленӗ — Libera.Chat. Вӗсем хыҫҫӑн ҫӗнӗ платформӑна чи пысӑк проектсем куҫнӑ: Wikimedia Foundation, Arch Linux, FreeBSD[9]. 2023 ҫул вӗҫнелле Libera.Chat-ра 112 000 ытла регистрациленнӗ ҫын шутлданнӑ.
- Техника аталанӑвӗ: IRCv3 ӗҫ ушкӑнӗ протокола модернизацилес ӗҫе малалла тӑсать. 2024 ҫулта InspIRCd v4.0.0 сервер релизӗ тухнӑ. 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче mIRC 7.77 клиентӑн версийӗ тухнӑ, унта локализацилессине лайӑхлатнӑ[10].
- Саккун тӗлӗшинчи йывӑрлӑхсем: 2025 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Libera.Chat администрацийӗ Аслӑ Британин «Интернет хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен» (Online Safety Act) ҫӗнӗ саккунӗ вӑя кӗнине пула юридицилле пулӑшу илме укҫа пухма пуҫлани пирки пӗлтернӗ[11].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 http://kumpu.org/cv.pdf
- ^ 1, 2, 3 Curriculum Vitae: Jarkko Oikarinen (англ.). kumpu.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
- ^ Jarkko Oikarinen — Inventor of Internet Relay Chat (англ.). Edubilla. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 DALnet (англ.). irc.info. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
- ^ The History of DALnet (англ.). DALnet. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
- ^ The History of IRC (Internet Relay Chat) (англ.). irc.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
- ^ Daniel Stenberg. The history of IRC (англ.). daniel.haxx.se. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
- ^ Freenode (англ.). irc.info. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
- ^ IRC (Internet Relay Chat) History (англ.). Living Internet. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
- ^ Вышла новая версия mIRC 7.77 — популярного IRC-клиента для Windows. Habr (12 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
- ^ Fundraising for legal advice on the UK Online Safety Act (англ.). Libera.Chat (23 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Яркко Ойкариненӑн пайӑр сайтчӗ (акăлч.)
- IRC историйӗ irc.org сайтӗнче (акăлч.)