Пĕчĕк Принц

«Пĕчĕк принц» (фр. Le Petit Prince) — Антуан де Сент-Экзюперин чаплă ĕçĕ.

1943 çулта ача-пăча вулавĕ валли пичетленĕ кĕнеке, чăннипе сăвăллă юмах — синкек касман ача чунĕн хастарлăхĕпе ăсчахлăхĕ, çаплах пурнăçпа вилĕм, юратупа яваплăх, туслăхпа тĕрĕслĕх çинчен.

Кĕнекен ӳкерчĕкĕсене автăрĕ хăйех ăсталанă, çавăнпа та вĕсем хăйсем паллă шутланаççĕ. Кусем иллюстрацисем мар — хайлавăн уйрăлми пайĕсем: автор та, юмахри çынсем те ӳкерчĕксем пирки калаçаççĕ.

Пичете хатĕрлесе кăларни

  • 1942 çулта Нью Йорк хулинче çырнă.
  • Пĕрремĕш хут 1943 çулта АПШ-ри «Reynal & Hitchcock» пичетлесе кăларнă. Малтан пичете акăлчанла (акăл. «The Little Prince» тухнă, Катерина Вудс, Katherine Woods) куçарнипе; кайран франсла.
  • Пĕрремĕш франсла кăларăмĕ: «Editions Gallimard», 1946
  • Вырăсла куçарни: Нора Галь, 1958

Литература

  • Близненкова В. Берегите детство. [О сказке франц. писателя А. де Сент-Экзюпери «Маленький принц»] // Дошкольное воспитание. — 1965. — № 4. — .
  • Мижо М. Самолет Сент-Экзюпери // Кругозор. — 1966. — № 2. — .

Темӑпа ҫыхӑннисем