Павлов Алексей Павлович (ветеран)

 

Павлов Алексей Павлович (1927 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ[1], Шăхаль (Вăрнар районĕ)|Шӑхаль, Етӗрне уесӗ, Чӑваш АССРпаллӑ мар) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветеран.

Кун-ҫулӗ

undefined

Етӗрне уесӗн Шӑхаль[2] ялӗнче ҫуралнӑ. Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне (РККА) ӑна 1944 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Лӑпкӑ океан флотӗнче матрос пулса хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен вӑл ҫартах юлнӑ. 1949 ҫултанпа кӗҫӗн командирсен йышӗнче[1].

Саппаса Алексей Павловича 1951 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче янӑ, ун чухне вӑл карап хӗсмечӗн кӗҫӗн лейтенанчӗ званире пулнӑ.

Тинӗс флотӗнче вӑл тӑван ялне таврӑннӑ, электромонтера вӗренсе тухнӑ та, тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ҫак ӗҫре «Правда» колхозра тӑрӑшнӑ.

Ҫемйи

Мӑшӑрӗ — Павлова Елена Григорьева. Вӗсем виҫӗ ача пӑхса ӳстернӗ. Ҫичӗ мӑнук, ҫичӗ кӗҫӗн мӑнук пур[1][3].

Хисепӗсем тата чысланисем

Алексей Павловича ҫак медальсемпе тата орденпа чысланӑ[1]:

  • II степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв вӑрҫи» орденӗ (1985[4]);
  • «Японие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
  • «Совет Армийӗпе Флочӗ XXX ҫулта» медаль;
  • Жуков медалӗ;
  • «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
  • ыттисем.

Каҫӑсем

  • Государственный архив электронной и кинодокументации Чувашской Республики. Павлов Алексей Павлович (выр.). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.