Павлов Иван Владимирович (педагог)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Тӗрӗслесе тухнӑ статья
Çуралнă вăхăт 13.10.1940(1940-10-13) (83 ҫулта)
Çуралнă вырăн
Альма-матер
Ĕçе илекен
Премисемпе чысланисем
медаль К. Д. Ушинского
заслуженный работник высшей школы Российской Федерации

Павлов Иван Владимирович (юпа, 13, 1940, Сопаккасси, Шупашкар районӗ, Чăваш АССР[1]) — чӑваш педагогӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1993).

Кун-ҫулӗ

1966 ҫулта В.И. Ленин ячӗллӗ Мускав патшалӑх педагогика институчӗн аспирантуринче пӗлӗвне ӳстернӗ.

1961–1966 ҫулсенче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Азербайджан ССРӗн тата Чӑваш АССРӗн чемпионӗ пулса тӑнӑ[2].

1966–1973 ҫулсенче ял клубӗн заведующийӗ, Кӳкеҫри шкул-интернатӗнче ачасене историпе вӑй-хал культурине вӗрентекен, аслӑ воспитатель пулса тӑрӑшнӑ[1].

1976 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче ӗҫлет[1]. Аслӑ преподаватель, доцент (1981 ҫултанпа), педагогика кафедрин заведующийӗ (1986 ҫултанпа) пулса ӗҫленӗ[3]. 2015–2020 ҫулсенче педагогикӑпа психологи кафедрин профессорӗ, 2020 ҫултанпа гуманитари дисциплинисен кафедринче профессор пулса ӗҫлет[1].

Ҫемйи, ачисем

Арӑмӗ — Софья Ильинична. Вӑл 40 ҫул хушши Кӳкеҫри шкул-интернатра вӑй хунӑ. Икӗ ача пӑхса ҫитӗнтернӗ, Ирина хӗрӗпе Владимир[1] ывӑлӗ — иккӗшӗ те педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем[4].

Ӑслӑлӑхри ӗҫӗсем

Доктор диссертацине 1999 ҫулта «Шкул ҫулне ҫитменнисем право йӗркине пӑснипе ӗҫлекен тата педагогсем ку тӗлӗшпе ӗҫлесе ҫитерейменнинчен сыхланма май паракан хальхи шкулӑн ӗҫ-хӗл системи» (выр. Система деятельности современной школы по предупреждению педагогической запущенности и правонарушений несовершеннолетних) темӑпа хӳтӗленӗ[1].

Вӑл 3 ӑслӑлӑх докторне[3] тата 38 ӑслӑлӑх кандидатне[1] вӗрентсе хатӗрленӗ.

400 ытла ӑслӑлӑхпа меслетлӗх ӗҫсен авторӗ, ҫав шута 16 монографи кӗрет. Хӑйӗн ӗҫӗсенче вӑл ҫамрӑксене тӗрӗс воспитани парас ыйтусене, педагогсене йывӑр ачасемпе ӗҫлеме мӗнле хатӗрлемеллине ҫутатать[1].

Монографисем

Чи паллӑ ӗҫӗсем[5]:

  • С верой в человека. Ч., 1982;
  • Педагогические основы профилактики правонарушений несовершеннолетних. Ч., 1996;
  • Формирование личности учащихся в условиях модернизации образования. М., 2005.

Ҫавӑн пекех унӑн ҫак монографисем пур[6]:

  • Павлов И. В. Общественно полезная деятельность как фактор перевоспитания педагогически запущенных подростков в сельской школе : Автореф. дис. на соиск. учен. степени канд. пед. наук : (13.00.01) / Моск. гос. пед. ин-т им. В.И. Ленина. - Москва, 1977. - 19 с.
  • Павлов И. В., Ковалев В.П. Вместе с общественностью : (Из опыта сотрудничества шк., семьи и общественности в воспитании детей). - Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1985. - 128 с.
  • Павлов И. В. Воспитание на традициях : [Опыт работы шк. Чувашии]. - Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1988. - 95, [1] с.
  • Павлов И. В. Организатор образования, науки и культуры : [посвящается 90-летию Г.С. Сидорова] / И. В. Павлов. - Чебоксары : Чувашский государственный педагогический университет, 2019. - 259 с.
  • Павлов И. В. Организаторы просвещения и научных исследований : очерки о коллегах / И. В. Павлов ; Министерство просвещения Российской Федерации, Федеральное государственное бюджетное образовательное учреждение высшего образования "Чувашский государственный педагогический университет им. И. Я. Яковлева". - Чебоксары : Чувашский государственный педагогический университет им. И. Я. Яковлева, 2020. - 447, [1] с.
  • Павлов И. В. Формирование толерантного сознания и поведения у подростков : учебно-методическое пособие / И. В. Павлов ; Министерство просвещения Российской Федерации, Федеральное государственное бюджетное образовательное учреждение высшего образования "Чувашский государственный педагогический университет им. И. Я. Яковлева". - Чебоксары : Чувашский государственный педагогический университет, 2021. - 374 с.

Хисепӗсем

Иван Владимирович ҫак хисепсене тивӗҫнӗ[2]:

  • Чӑваш АССРӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1990);
  • РФ аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2006);
  • М.Я. Сироткин ячӗллӗ Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа ӳнер наци академийӗн преми лауриачӗ.

Ӑна ҫак медальсемпе тата хисеп паллисемпе чысланӑ[3]:

  • К.Д. Ушинский медалӗ;
  • «Ӗҫ ветеранӗ»;
  • «Ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ» паллӑ;
  • «СССР пограничник-отличникӗ» паллӑ (3 хут).

Чылай хисеп хучӗсемпе ӑна чысланӑ, ҫав шутра: СССР хӳтӗлев министерствин, СССР КГБ чикӗ хурал ҫарӗн, ВЛКСМ ТК, СССР АПН, СССР ҫутта кӑларас ӗҫӗн министерствин, РСФСР ҫутта кӑларас ӗҫӗн министерствин, ЧАССР ҫутта кӑларас ӗҫӗн министерствин, Чӑваш АССР Министрсен Кабинечӗн тата ытти ведомствӑсен хисеп хучӗсемпе[5].

2020 ҫулта, профессор 80 ҫул тултарнӑ ятпа, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ-ра «Воспитание детей и молодежи в цифровой образовательной среде» (чӑв. Цифра вӗренӳ тытӑмӗнче ачасемпе ҫамрӑксене воспитани парасси) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ[7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 тата 8 http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=3770
  2. ^ 1 тата 2 Энциклопедия Чебоксарского района / Чувашская Республика, Администрация Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района ; [редакционный совет: Г. И. Егоров и др. ; составители Е. С. Васильева, С. В. Иванова ; научное редактирование Э. И. Патмар]. Т. 1. - Чебоксары : Чувашия, 2014. - 505, [3] с — 308 с.
  3. ^ 1, 2 тата 3 http://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/2854.html (выр.)
  4. ^ http://respublika21.ru/index.php/publikatsii/item/3981-otdaet-sily-uma-znaniya-i-talant-delu-vospitaniya
  5. ^ 1 тата 2 Чувашская энциклопедия : [в 4 т.] / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; [редкол.: В. С. Григорьев (гл. ред.) и др.] ; Т. 3 : М - Се. - Чебоксары : Чувашское книжное издательство. - 2009. - 683 с. — 356 с.
  6. ^ https://primo.nlr.ru/primo_library/libweb/action/search.do?fn=search&vl(freeText0)=%D0%9F%D0%B0%D0%B2%D0%BB%D0%BE%D0%B2%2C+%D0%98.+%D0%92.+%D0%B4-%D1%80+%D0%BF%D0%B5%D0%B4.+%D0%BD%D0%B0%D1%83%D0%BA+(1940-)&tab=default_tab&mode=Advanced&scp.scps=scope%3A(MAIN_07NLR)&vid=07NLR_VU1&ct=suggestedSearch&vl(199950180UI4)=all_items&vl(1UIStartWith0)=exact&vl(199890271UI0)=creator
  7. ^ http://www.chgpu.edu.ru/novosti/10676-kruglyy-stol-vospitanie-detey-i-molodezhi-v-cifrovoy-obrazovatelnoy-srede.html

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Национальная академия наук и искусств Чувашской Республики. — Чебоксары, 2002.