Павлов Николай Сергеевич
Павлов Николай Сергеевич (1972 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ, Ҫӑкалӑх, Йӗпреҫ районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1972 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑх посёлокӗнче ҫуралнӑ. Шкул хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумне вӗренме кӗнӗ. Унта вӗреннӗ хушӑрах 1990 ҫулта вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 1994 ҫулта Мари патшалӑх политехника институтне веренсе пӗтернӗ, Йӗпреҫ вӑрман хуҫалӑхӗн Кушлавӑш лесничествинче лесничи пулӑшуҫи пулса ӗслеме пуҫланӑ, 2008—2016 ҫулсенче — Кушлавӑш лесничестви лесничийӗ, 2016 ҫултанпа — Кушлавӑш участок лесничествин пуҫлӑхӗ.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2014);
- «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
- «Раҫҫей Федерацийӗн вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
- Раҫҫей Федерацийӗн Вӑрман хуҫалӑх агентствин Хисеп грамоти;
- «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
- Чӑваш Республикин Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин Хисеп грамоти;
- Раҫҫей Федерацийӗн МЧСӗн Хисеп грамоти.
Вуламалли
- Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 144. — 168 с.