Платонов Анатолий Иванович
Платонов Анатолий Иванович (ҫур. 1952 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ, Хирлеппуç Мĕлĕш) — Чӑваш Енӗн Элӗк районӗн хирургӗ, район тӗп пульницин тӗп тухтӑрӗ (1983—2005, 2010—2014 ҫулсенче)[1], Элӗк районӗн пуҫлӑхӗ (2005—2010)[2]. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1952 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Элӗк районӗнчи Хирлеппуҫ Мӗлӗш ялӗнче ҫуралнӑ.
1969—1972 ҫулсенче Шупашкарти медицина училищинче вӗреннӗ. 1972 ҫулта Элӗк районӗн тӗп пульницинче хӑвӑрт пулӑшу пайӗнче фельдшер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ.
1972—1974 ҫулсенче Анатолий Платонов Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. Салтакран таврӑнсан, 1974 ҫулта Элӗк районӗн тӗп пульницин хӑвӑрт пулӑшу пайӗнче фельдшер ӗҫне таврӑннӑ.
1974—1980 ҫулсенче Анатолий Иванович Горький медицина институтӗнче (халӗ Чулхула) аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1975—1980 ҫулсенче Горький облисполкомӗн Шалти Ӗҫсен Пайӗн вут-кӑвартан сыхлакан уйрӑмӗнче хӗсметре тӑнӑ.
1980—1981 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пульницинче интернатурӑра хирург специальноҫне алла илнӗ.
1981 ҫулта Элӗк районӗн тӗп пульницине таврӑннӑ, хирург пулса ӗҫленӗ. 1982 ҫулта ӑна хирурги уйрӑмӗн ертӳҫи пулма сӗннӗ. 1982—1983 ҫулсенче тӗп врачӑн сиплев ӗҫӗсен ҫумӗ пулнӑ.
1983—2005 ҫулсенче — «Элӗк районӗн тӗп пульници» муниципалитет учрежденийӗн тӗп тухтӑрӗ[1].
2005 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӑна Элӗк районӗн пуҫлӑхӗ пулма суйланӑ[2]. 2010 ҫулхи пуш уйӑхӗччен ҫак ӗҫре тӑрӑшнӑ.
2010 ҫулта «Элӗк районӗн тӗп пульници» МССУн тӗп тухтӑрӗ вырӑнне таврӑннӑ, ку вырӑна 2014 ҫул таран йышӑннӑ[1].
Хисепӗсем
- Чăваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ.
- Чăваш Енĕн Хисеп хучĕ.
- Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 МУЗ «Аликовская ЦРБ». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Платонов Анатолий Иванович. Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ.
Вуламалли
- «Аликовская энциклопедия», редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- «Аликовскому району 75 лет. Очерки и материалы по истории района», под ред. Л. А. Ефимова, Шупашкар, 2002.